Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юрлать чăваш ăшпиллĕн, киленсе
«Аки-сухи» юрланă хушăра çамрăксем, аслăрах
классенче вĕренекен шкул ачисем, сухапуç йăтса тухрĕç. Ун хыççăн пыракан арçын ача ĕлĕк тыр-пула мăн аслашшĕсем, мăн кукашшĕсем мĕнле акнине кăтартса парать.
«Шăпчăк» ушкăн хĕрĕсем ĕçчене çăкăр çитереççĕ, кăкшăмран сĕт ярса ĕçтереççĕ. Çураки вĕçленнĕ хыççăн халăх уяв картине тăнине, савăннине сăнарларĕç, юрă юрларĕç. Алена Белова Тăван çĕршыв çинчен илемлĕ сăвă вуларĕ.
Çапла театр курăнăвĕпе пуçланчĕ иртнĕ вырсарникун Чӳрекелĕнчи уяв. Кунта та мĕн авалтан чăвашсем çурхи ĕçсем вĕçленсен çĕрпе суха уявĕ ирттернĕ. Паянхи пекех ташланă, юрланă, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ, ĕç паттă-
рĕсене чысланă. Акатуй пуçне суйланă. Хальхинче вăл Кивĕ Мăкла-
вăш ял тăрăхĕн шурсухалĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, ĕç ветеранĕ, нумай çул хушши вырăн-
ти «Дружба» хуçалăх ертӳçинче тăрăшнă И.Е. Гордеев пулчĕ. Ял хуçалăхне аталантарас çĕрте ырми-канми ĕçленĕ чăваш тыр-
пул тухăçлă пултăр тесе пил пачĕ.
Мĕнле уяв хăнасемсĕр пултăр/
Чӳрекел халăхне Акатуйпа салам-
лама сцена çине Майна район ад-
министраци пуçлăхĕ А.Н. Дорофеев, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Н.В.Харитонова, УОЧНКА председателĕн çумĕ Ф.Т. Улен-
деева (çак ялта çуралнă), «Волынщиков» хресчен (фермер) хуçалă-хĕн ертӳçи, уява йĕркелекенсен-
чен пĕри – Н.Н. Волынщиков, Кивĕ Мăклавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ
А.Ф. Голяков, Чӳрекел старости Ю.Н. Волынщиков хăпарчĕç. Вĕсе-
не шкул хастарĕсем Алена Волынщиковапа Сергей Ржата çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Район пуçлă-
хĕ Акатуя уçăлнă тесе пĕлтерчĕ, Чӳ-рекелĕнчи пултаруллă та ĕçчен чăвашсене Тав хучĕ парса чысларĕ.
Çураки вĕçленнине пăхмасăр Николай Волынщиков хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизаторсемпе водительсенчен çурри ытла хиртеччĕ. Çавăнпа та Хисеп хутне тата укçан панă парнене илме сцена çине вĕсенчен ытларахă-
шĕ улăхаймарĕ те.
– Хĕрарăм – кил турри, арçын – кил патши тенĕ ĕлĕкрен. Паян эпир чи туслă, çирĕп çемьесене хисеп туни ахаль аппалану çеç мар. Çемьери тăнăçлăхпа юрату çинче пурнăç тытăнса тăрать, – терĕ
Акатуй ертӳçи Тамара Ларкина
25, 30, 50 çул пĕрле пурăннă мă-
шăрсене чысланă май.
Спорт лапамĕнче наци вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Футболла вылярĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, ушкăнсем çине пайланса вăй виçрĕç. Вырăнти алăстисен куравĕсем ĕçлерĕç. Тăраниччен чăваш сăрине тутанма, чăваш апа-
чĕпе сăйланма май пулчĕ.
Халăх кăмăлне пуринчен ытла Майна районĕнчи юрăпа ташă ушкăнĕсен вăйĕпе лартнă концерт çĕклерĕ: Чӳрекелĕнчи «Шăпчăк», район центрĕнчен килнĕ «Реченька» юрă ансамблĕ, Подлесное ял çăлтăрĕсем – «Сударушка» ушкăн тата Тагайпа Кивĕ Мăклавăш-
ран килнĕ артистсем.
 
Майна районĕ.
 
: 576, Хаçат: 26 (1375), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: