Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Пăри мĕнле ӳсентăран пулнине пĕлес
килет. Ульяновск облаçĕнче тата кӳр-
шĕллĕ регионсенче ăна хальхи вăхăтра
ӳстереççĕ-и/ Мĕнпе усăллă вăл/
Андрей Петров.
Ишевке.
Пăри (вырăсла – полба) пĕр çул ӳсекен куль-
тура, туллăн пĕр тĕсĕ. Хăвăрт пиçсе çитет, ăна чир-чĕр, хурт-кăпшанкă, йăпăр-япăр сиенлемест. Пăрире белок шайĕ 23,9 процент.
Çак культурăна Дагестанра, Удмурт, Чăваш Республикисенче ӳстернĕ. 1927 çулта пăри йышăнакан лаптăксем 31, 5 пин гектара çитнĕ. Гектартан вăтамран 4,9 центнер тухăç илнĕ. Шупашкар районĕнчи «Приволжское» хуçа-
лăхра пăри 5 гектар йышăннă. Тухăç 35,6 центнерпа танлашнă.
Ĕлĕк чăвашсем пăрирен пăтă пĕçернĕ, тин-
кĕле тунă. Çăнăх авăртса пашалу, капăртма, хăпарту, йăва пĕçернĕ. Çулла Киремете парне пама чустана килти кайăк-кĕшĕк юнĕ хушса
пăри юсманĕ хатĕрленĕ.
Мăн асаттесем пăри апат-çимĕçĕпе авалхи йăла-йĕркене туса ирттерме 1920 çулчченех усă курнă.
Çинкĕл районĕнчи «Дед Сенгилей» пред-прияти – пĕлтĕр пуçласа пăри акнă. Тутарстанра вăрлăх туянса малтанласа 40 гектар
ӳстерсе пăхнă. Çĕртмере çанталăк типĕ пул-
нăран тухăçне (гектартан 10 центнер) нумаях илеймен. Пăрирен салма, кĕрпе, çăнăх туса кăларнă. «Сделано в Ульяновске» пухура кĕркунне хулари ресторансене пăри çăнăхне пĕр пек валеçсе панă. Ку продукцие Ульяновскри «Гулливер», «Зеленая улица» тата «Фермер» лавккасенче сутаççĕ.
Пăри – питĕ усăллă апат. Унра организмри çăва шайлаштарма, ытлашши холестерина кăларма пулăшакан В6 паха витамин пур.
Юнри сахăр шайне тата холестерина чакарать. Чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетет, эндокрин тытăмне ырă витĕм кӳрет, вар-хырăмри апата
хăвăрт ирĕлтерет. Диабетпа нушаланакан-семшĕн те вăл çăмăл çиме. Аллерги памасть.
 
: 468, Хаçат: 26 (1375), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: