Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çĕр ĕçченĕн уявне хăйсене май паллă тăваççĕ – Акатуй мар, Хурăн уявĕ ирттереççĕ.
Ытти çулсенче ăна Патуел ялĕнче йĕркеленĕ пулсан, кăçал вара чăвашсем Хветĕрьелĕнче пухăнчĕç. Çакăн сăлтавĕ те пур – уява ку ялтан 275 çул каялла тухса кайса Пушкăрт çĕрĕ çинчи Чăваш Хурамал ялне пуçарса янă ентешĕсем килсе çитрĕç. Çавăнпа та Хветĕрьелĕнчи Хурăн уявĕ чăннипех ентешлĕх тата ял уявне çаврăнчĕ.
Мероприяти шăматкун ирпе 7 сехетре Молвино чиркĕвĕнче пуçланчĕ, Алексий атте кĕлĕ ирттерчĕ. Унта вырăнти халăх та, Пушкăрт енне куçса кайнă ентешсем те пулчĕç.Ялти вулавăш умĕнчи лапамра авалхи чăваш йăлипе хветĕрьелсемпе хăнасем тăрине урапа çапнă çӳллĕ юпа лартрĕç.
Хветĕрьелĕнче уяв хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнипе тата салам сăмахĕсемпе пуçланчĕ. Çак ялтан тухнă РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, облаçăн Хисеплĕ çынни Николай Лимаев, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, облаçри автономин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Виктор Филиппов пухăннисене уявпа саламларĕç, чăвашлăх ĕçĕнче тăрăшакансене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Çак чыса чăваш уявĕсене йĕркеленĕ çĕре хастар хутшăнакан Алексий атте (Алексей Сильвестров) те тивĕçрĕ.
- Акатуйсен ярăмĕ облаçра çууйăхĕнчех пуçланчĕ, паян çак сăваплă çĕр çинче вĕçленет. Кашни халăх çакăн пек уявсем ирттерме пултараймасть.Çак йăлана тытса пырасчĕ, пĕтме памăпăр. Облаçра 17 автономи ĕçлет, пурин те пĕрле туслă пĕр çулпа утмалла пирĕн. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Пире тивĕçлĕ ертсе пыракансем пур, - терĕ Олег Мустаев. Вăл чăваш халăхĕ ытти семпе танлаштарсан чи малтан Библие тăван чĕлхе çине куçарнине палăртса атономи ятĕнчен кĕнекене Алексий аттене парнелерĕ. Çаплах ялти вулавăша тата Пушкăрт хăнисене вырăнти авторсен кĕнекисен пуххине, И.Я.Яковлевăн Халалне пачĕ.
Пушкăрт Республикинчи Аургаза районĕнчи чăваш Хурамал ялĕнчен 15-ĕн килсе çитнĕ. Пурте вĕсем Хветĕрьелĕнчен 1739 çулта инçе çĕре ырлăхпа лайăх пурнăç шырама тухса кайнă Никита Авдоким йăхĕнчен.
- Хваетĕрьел пирĕншĕн сăваплă вырăн. Пирĕн ялтан тухнă паллă академик,чăваш историпе, культурипе тата тумĕпе çырнă нумай-нумай кĕнеке авторĕ В.В. Николаев çак пирĕн мăн-мăн асаттесен çĕрĕ çине килсе курма, çакăнти çĕре илсе хамăр яла çитерме ĕмĕтленетчĕ. Пулаймарĕ. Вăл 2007 çулта пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Паян эпир çак ĕмĕте пурнăçлатпăр. Сăваплă çĕре хамăр яла çитеретпĕр. Çавăнпа та хамăр çакăнта килме пултарнине историллĕ пулăм тесе шутлатпăр. Эпир паян кунта тăвансенетупрăмăр, паллашрăмăр. Вĕсене эпĕ чăваш чĕлхине, культурине асра тытма сĕнсшĕн. Эпир кунтан куçса кайса чăваш йăли-йĕркине, чĕлхине паянччен упраса хăварма пултарнă. Пирĕн чăн-чăн чăваш ялĕнче 1 пин ытла çын пурăнать. Шел пулин те Хветĕрьелсем чăвашла манса пыраççĕ. Капла ан пултăрччĕ, -терĕ делегацие ертсе килнĕ Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, В.В. Николаев музейĕн директорĕ Юрий Леонтьев, Вăл та инçетри çывăх тăванĕсене асăнмалăх «Чувашский костюм» кĕнекене парнелерĕ.
Пушкăрт хăнисем пысăк культура программи илсе килнĕ. Чи малтан вара çакăнти ватăсене, Аслă вăрçăн ветеранĕсене,унта пуçне хунисене асăнса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Мăн-мăн аслашшĕсем мĕнле Пушкăрт çĕрĕ çине килсе çитнине, мĕнле тĕпленнине сценка евĕр кăтартса пачĕç, уяв хурăнĕ çине тĕрленĕ алшăллисем çакрĕç, хурăн айне чăваш апат-çимĕçне хучĕç. Концерт программи виçĕ сехете тăсăлчĕ – юрă юхрĕ, сăвă янăрарĕ. Пушкăртри ентешĕсемпе пĕрле вырăнти халăх савăнса ташларĕ, юрларĕ. Уяв тата тăсăлĕччĕ, анчах витререн тăкнă пек çумăр ячĕ. «Телее ку,ырлăха, пурлăха, мăн-мăн асаттесем пирĕншĕн савăннине пĕлтерет», - терĕç уява пухăннисем пĕр саслăн.
 
: 97, Хаçат: 27 (1376), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: