Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри автозавод умĕнчен иртсе кайнă чухне пысăк баннер çакăнса тăнине курма май пур. Унта рабочи спецовкине тăхăннă арçын сăнӳкерчĕкĕ пур, айне вара «Петр Кашеев, токарь ремонтно-монтажного цеха ООО «УАЗ» тесе çырса хунă.
Петр Кашеев – чăваш, Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çурласа ӳснĕ. Автозаводра 1977 çултанпа ĕçлет. Çак вăхăтра вăл пысăк шайлă специалиста тухнă. Темиçе хушма специальность алла илнĕ. 2012 çулта «Автозаводăн чи лайăх рационализаторĕ» ята тивĕçнĕ. Пурĕ ун 55 рационализаци сĕнĕвне производствăра хута янă, çаплах 600 ытла кайдзен сĕнĕвĕпе усă курнă. 2014 çулта Петр Иванович М.Лимасов ячĕллĕ область премине тивĕçнĕ. Çаплах ăна «Автозавод ветеранĕ» тата «Раççей Федерацин ĕç ветеранĕ» ятсене панă. Вăхăтĕнче П.Кашеев Ульяновск Хула Канашĕн депутачĕ те пулнă – 1987-1992 çулсенче. Обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă, комсорг тивĕçĕсене те пурнăçланă. ВЛКСМ 70 çул тултарнă ятпа ăна кăкăр палли парса чысланă.
Çав вăхăтрах Петр Иванович хăйĕн савнă мăшăрĕпе Валентина Николаевнăпа икĕ хĕр çуратса çын çине кăларнă, вĕсене аслă пĕлӳ панă. Хĕрĕсем вара вĕсене икĕ ытарайми мăнук парнеленĕ.
Паян П.Кашеев юсавпа монтаж цехĕнче токарьте вăй хурать, ун пысăк разряд – 6-мĕш. Миçе рационализаци сĕнĕвĕ парса миçе пин укçа-тенкĕ перекетлемен-ши Петр Иванович! Анлă пĕлӳллĕ специалиста пĕтĕм завод пĕлет. Ахальтен мар ун сăнӳкерчĕкне çын курăнмалли вырăна çакса хунă ĕнтĕ. Малашне вара ун ятне пĕтĕм хула тата область пĕлĕç. Ку пирĕн çĕршывра ĕç çыннине хисеплеме, вырăна хума тытăннин палли. Çак пулăм савăнтарать. Тĕрĕссипе, вăл ялан çапла пулмалла-ха! Çĕршыв пуянлăхне ĕç çынни тăвать-çке! Çав вăхăтрах ку çамрăксем валли ырă тĕслĕх, вĕсене ĕç çыннине хисеплеме вĕрентни.
Пирĕншĕн вара Петр Кашеев чăваш çынни пулни паха. Çитменнине, вăл «Канаш» хаçатăн штатра тăман чи хастар корреспондентсен пĕри! Юлашки вăхăтра вăл хаçат страницисенче сахал мар кулăшла калав пичетлесе кăларчĕ. «Канаш» хаçат йĕркеленĕ пултарулăх конкурсĕнчи «Прозаик-2015» номинацире пĕрремĕш хут хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пултаруллă çын пур енчен те пултарăллă тесе ахаль каламаççĕ иккен.
 
: 529, Хаçат: 27 (1376), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: