Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Михаил Андреевич Гимов 1986 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чĕмпĕрте çуралнă.
Ремесла училищинче икĕ класс пĕтернĕ.1905 çулта вăл чукун шăратакан заводра слесарьте ĕçлеме пуçланă. Çав çулах РСДРП членĕ пулса тăнă. 1918-1921 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнин ĕçтăвкомĕн председателĕн тивĕçне пурнăçланă. Гимов Чĕмпĕ-рти рабочисен хушшинче революци идейине сарассипе нумай ĕçленĕ.
1906 тата 1908 çулсенче ăна арестлеççĕ, тĕрмене хупаççĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн вăл большевиксемпе меньшевиксен хушшинчи хирĕçĕве тĕплĕн ăнкарса илеймесĕр социал-демократсен пĕрлĕхлĕ организацине кĕрет. Çав çулах Петроградра пĕтĕм Раççей съездне хутшăнать. Кайран каллех РКП(б) таврăнать. 1921 çулхи март уйăхĕ-нчен Чĕмпĕрти губисполком председателĕнче ĕçлеме пуçлать. Раççейри граждан вăрçи участникĕ пулнă май вăл «военный коммунизм» политикине пурнăçа кĕртессине тимлĕх уйăрать: продразверстка ирттерет, Хĕрлĕ Çар йышне ӳстерет, салтаксене апат-çимĕçпе, тум-тирпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтерет. Вăл РККА 1-мĕш тата 5-мĕш çарĕсене тата Улатăрти çар ушкăнне йĕркеленĕ çĕре хутшăнать.
1918-1920 çулсенче Гимова кĕпĕрнен парти комитетне суйлаççĕ. 1921 çулхи март уйăхĕнче ăна Ставрополь крайĕнчи Пятигорск хулине ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл тифпа чирлесе ӳкет. 1922 çулхи майăн 5-мĕшĕнче вилет.
Ульяновск хулинчи Карамзин паркĕ çумĕнчи урам Гимов ячĕпе хисепленсе тăрать.
 
: 407, Хаçат: 27 (1376), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: