Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Июль пуçламăшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттер-музейĕнче» «Подпишите, пожалуйста!» ячĕллĕ автографсен куравĕ ĕçлеме тытăннă.
Мĕн вăл автограф/ Авторăн чăн иккенне ĕнентерекен алçырăвĕ, автор кĕнекере, картини çинче, альбомра, хăйĕн портречĕ çинче асăнмалăх çырса хăварни е алă пусни. Куравра Чĕмпĕр хулинчи паллă çынсен И.Я.Яковлевăн, И.Н.Ульяновăн, А.Ф.Керенскин, А.Ф.Жиркевичăн тата ыттисен хăйсен аллипе тĕрлĕ документсем çине алă пусса çырса хăварнисене вуласа паллашма пулать. Музея пыракансем çавăн пекех Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă ятпа И.Н.Ульянова тата И.Я.Яковлева асăнмалăх халалласа çырнă М.Кеслер, С.Горинова, Д.Архангельский, П.Сизов художниксен картинисене курма тата автографĕсемпе паллашма пултараççĕ.
Ĕлĕкрех вĕренекенсем илемлетсе харпăр альбомсем, алçырусем çырма юратнă пулнă. Çавăнпа та кураври ытти экспонатсем хушшинче Чĕмпĕр гимназисткин сăввисене, сунăмĕсене, ăнлантарăвĕсене тата унăн юлташĕсемпе пĕлĕшĕсен харпăр альбомĕсенче çырса пынисене вуласа интересленме май пур. Курма пыракансен те тетрадьре е журналта хăйсен сунăмĕсене çырса асăнмалăх алă пусса хăварма юрать.
Курав октябрĕн 14-мĕшĕччен пырать. Вернисажа тӳлевсĕрех кĕртеççĕ. Унта сире çак адреспа кĕтеççĕ: Воробьев урамĕ, 12-мĕш çурт.
 
: 131, Хаçат: 28 (1377), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: