Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ульяновскра ялхуçалăх пĕрлешĕвĕсене, фермер тата харпăр хушма хуçалăхсене шутлама, вĕсем çинчен хыпар пухма пуçларĕç – Раççейре ялхуçалăх çыравĕ пуçланчĕ.
 
Вăл ялхуçалăх тытăмĕнче хуçаланакан лару-тăрăва тĕрĕс хаклама май парĕ. Шутлав патшалăхăн ялхуçалăх политикине – тухăçлăрах, çĕр çинче ĕçлекен ял çыннин пурнăçне – тулăх та хăтлă, халăх апатланăвне пуян та тĕрлĕ енлĕ тума пулăшĕ.
Çырав выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерме тата пахча çимĕçпе çĕрулми ӳстерме çĕр лаптăкĕ илнĕ, тара тытнă е унпа вăхăтлăха усă куракан юридици тата ахаль çынсен харпăрлăхне шута илме май парĕ.
Вăл хулапа область хутлăхĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çурлан 15-мĕшĕччен пырĕ. Çыравçă кашни ялхуçалăх пĕрлĕхне тата кашни пахчаçă лаптăкне пырса калаçĕ. Мĕнпур хыпар планшетлă компьютерта упранĕ.
Яваплă ĕçпе пыракан статистика çыннине ятарлă тумĕ тăрăх палласа илме пулать: хĕвел яман сăмсаллă карттус, инçетрен курăнакан калпаклă жилет. Ун çумĕнче ятарлă удостоверени пулать. Мероприяти йĕркелӳçисем пысăк йытă тытакан хуçасене çак тапхăрта тусĕсене витене хупса е сăнчăрта тытма тархасласа ыйтаççĕ. Çыравçă пурнăçне тата сывлăхне сиен кӳме пултаракан лару-тăру ан пултăр.
Çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене 2017 çулăн IV кварталĕнче тăвĕç. Татăклă кăтартусем вара 2018 çулăн IV кварталĕнче пичетленĕç.
Хулара 4 инструктор тата 26 шутлав лаптăкне йĕркеленĕ. Ку ĕçе хутшăнакансен çырав ирттерме палăртнă 13 пин те 64 объекта çитмелле. Вĕсенчен 70,4 проценчĕ граждансен хушма хуçалăхĕсем. Вĕсем Ульяновскăн тăватă районĕнчи хула округне кĕрекен харпăр хуçалăхсем: Арское, Анненково, Баратаевка, Белый Ключ, Лаишевка, Погребы ялĕсенче, Ленинский, Новосельдинский тата ытти поселоксенче.
26 çыравçă хулара хăйсен шутлав лаптăкĕ-сенче тăрăшаççĕ. Эпир, "Ульяновская правда» Издательство çурчĕн корреспонденчĕсем, вĕсенчен пĕрин, Засвияжски районĕнчи Арское салинче çырав ирттерекенĕн, ĕçĕпе кăсăклантăмăр. Ял çыннисем питĕ кăмăллă: хаваспах корреспондентăн тата çыравçăн ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Çырав шутланă пек пырать. Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне 1 пин те 365 объекта çырса илнĕ – ку вăл хулара пулма палăртнин 10,4 проценчĕ.
 
: 430, Хаçат: 28 (1377), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: