Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновскра шыв çи пурлăх хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ иртет. Ун картинче облаçри Гражданла хӳтĕлевĕн управленийĕ тата чрезвычайлă лару-тăрусен тĕп управленийĕ хулари шыв усравĕсенче, кӳлĕ-семпе пĕвесенче çынсем путса вилесрен асăрхаттаракан ĕçсене туса ирттереççĕ.
Кунсерен тĕп пляжри тата халăх нумай канакан виçĕ вырăнта (Минаев урамĕнчи Сĕве хĕрринчи кивĕ пляж, ВЛКСМ 40 çул тултарнă ячĕллĕ парк тата Борьба поселокĕ çывăхĕнчи айлăм) вырнаçнă çăлу посчĕсене тĕпчеççĕ. Кану тата уяв кунĕсенче юраман вырăнсенче шыва кĕрекен çĕрсенче 142 тĕрĕслев ирттернĕ. Çав хушăра 132 çынпа инкек пулма пултарассине ăнлантарса калаçнă, шывра хăвна тытма вĕрентсе çырнă 414 хут тыттарнă.
Çулларан пуçласа июлĕн 11-мĕшне илсен шыра пĕр çын вилнĕ – ӳсĕрле юраман çĕрте шыва кĕнĕ 1967 çулхи арçын. Хулари шыравпа çăлу служби икĕ çынна вилĕмрен хăтарнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 3 çын вилнĕ пулнă.
2015-2016 вĕренӳ çулĕнче шкулсем çумĕнче никĕсленĕ ишев бассейнĕсенче 2 пин те 615 ачана ишме вĕрентнĕ. «Россоюзспас» общество ĕçченĕсем 73 ульяновеца çăлу мероприятийĕ-сене ирттерме тата ачасене ишме хăнăхтарма, юнашаррине инкекре пулăшу аллине тăсма вĕрентнĕ.
Карелинче пулнă синкер хыççăн Ульяновск администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн ĕçченĕсем ачасен канупа сиплев лагерĕсенче пулса плана кĕртмен тĕрĕслевсем йĕркеленĕ.
 
: 493, Хаçат: 28 (1377), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: