Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Киндяковка» Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» юрă ушкăнĕн солисткине тата хастар чăваша Нина Великанована (хĕр чухнехи хушамачĕ Симулина) чăваш тĕнчинче пĕлмен çын та çук пулĕ – уçă саслă, пур енĕпе те пултаруллă, çирĕп кăмăллă, сăмаха тӳрĕрен калакан, тирпейсĕрлĕхпе тĕрĕсмарлăха чăтма пултарайман, вăйсăррине тата хӳтлĕхсĕррине хуть те хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсма хатĕр хĕрарăм вăл, ытарайми анне, ăшпиллĕ асанне.
 
Нина Симулина Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ĕçчен те сăпайлă Мария Михайловнапа Иван Сергеевич Симулинсен кил-йышĕнче Аслă вăрçăччен ултă ача пулнă. Кил хуçи, ашшĕ фронтран Çĕнтерӳпе таврăнсан йыш тата хушăннă – умлăн-хыçлăн виçĕ ывăлпа пĕр хĕрача çуралнă. Çав пăрчăкан вăл пирĕн тĕрленчĕкĕн тĕп сăнарĕ Нина Ивановна. Ачалăхĕнче ытларах тетĕшĕсемпе выляма тӳр килнĕрен хĕр-пике çирĕп кăмăллă, йăрă ӳсет.
- Пирĕн аннепе атте пек питĕ сапăр та ырă кăмăллă çынсем çут тĕнчере урăх çук та пуль, - тет Нина Ивановна. – Пĕр-пĕринпе кăвакарчăнсем пек калаçатчĕç, куçран пăхса кулса çеç тăратчĕç. Пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах та каласа курман. Пире те вĕсем юратура ӳстерчĕç. Атте пит хитре юрлатчĕ. Анне ташлатчĕ. Унăн икĕ сыпăкри тетĕшĕ виолончелистчĕ. Юрă-кĕвĕ пирĕн килтен пĕрре те татăлман. Шкулта пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех манăн тем пек артистка пулас килетчĕ. Килте аннен тĕрĕллĕ пир кĕпине тăхăнаттăм та çаврăна-çаврăна ташлаттăм-юрлаттăм, микрофон вырăнне кăранташ тытса авкаланаттăм. Тетесемпе шăллăмсем – ман пархатарлă куракансемччĕ. «Кай, çак Нинăпа, каллех пукане пек чипер тăхăнса кас ачисене кĕтнĕ концертпа савăнтарать ĕнтĕ», - тетчĕç аслисем пуçĕсене сулкаласа. Хăйсен куçĕсем телейпе, савăнăçпа çиçсе тăратчĕç. Анчах та мĕнле япалан та вĕçĕ пур – эпĕ пысăклантăм. Йышлă çемьен тĕллевĕ пĕрре пулнă – çăкăрлăх ĕçлеме вĕрентесси, пĕлӳ парасси. 9-мĕш класс хыççăн анне мана фермăна ĕçлеме ярасшăн пулчĕ. «Колхозра тăрăшсан выçă вилместĕн. Хĕр-тантăшусем ав пурте дояркăра вăй хураççĕ», - терĕ. Аннен шухăшĕпе эпĕ килĕшмен çав – ман малалла вĕренес килетчĕ. Пĕр хаçатра ăнсăртран пĕлтерӳ куртăм та Барăш районне Жадовкăри совхоз-техникума тапса сикрĕм. Ветеринар специальноçне алла илтĕм. Каярах тата экономиста вĕренсе тухрăм.
Ĕç биографийĕ Нина Симулинан Чăнлă районĕнчи «Красный Восход» хуçалăхра тытăнать. Хӳхĕм те вăр-вар пике ĕçтешĕсем хушшинче малтанхи тапхăртах чыспа сум çĕнсе илет. Ытти çамрăк специалистсем те ахăлтатса кулма, юрлама-ташлама, купăс калама юратакан хĕр патне туртăнма пуçлаççĕ. Ун чухнехи директорсем – Павел Шутовпа Владимир Романов – тăрăшуллисемпе яваплисене уйрăмах малалла ăнтăлма, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума хавхалантарнă.
Пĕр хуçалăхра ĕçлекен Георгий Великанова юратса качча каять пике. Мăшăрĕпе, Георгий Николаевичпа, икĕ ывăл ӳстереççĕ, 39 çул юратура та килĕшӳре пурăнса ирттереççĕ. Паян вĕсен тăватă мăнук. Великановсем 1981 çулта Ульяновска куçса килнĕ хыççăн Нина Ивановна пĕр хушă приборсем тăвакан заводра ĕçлет, унтан усламçă шăллĕне пулăшать. 2002 çулта «Илем» ансамбле йĕркелесе янă хастарсенчен пĕри вăл. Паян тивĕçлĕ канура.
- Эпĕ телейлĕ хĕрарăм. Ачасем, кинсем хисеплеççĕ мана, мăнукăмсем юратаççĕ. Шел, мăшăрăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пурăнмалли çынччĕ-ха вăл. Чир никама та шеллемест. «Пурнăçăн пăрăнăçĕ пысăк», - теççĕ чăвашсем. Артист пулас ĕмĕте те пурнăçа кĕртрĕм эп. Заводра ĕçленĕ чух хамăр Çĕнĕ Хулара пурăнманшăн кулянаттăм. Унта Николай Косырев ятлă пултаруллă çын «Эревет» ансамбль йĕркеленĕччĕ. Чаплă юрлатчĕç хĕрсемпе каччăсем. Эх, хăçан эп те пĕр-пĕр ушкăна юрлама çӳреме пуçлăп-ши теттĕм. Турăран хытă ыйтсан пурнăçланатех иккен вăл. Паян ак хамăр хĕрсемпе (пултарулăх ертӳçи – Александр Чурбанов) илемлĕ чăваш юррисене сцена çинчен мĕнпур чăваш халăхне парнелеме май пулнишĕн тем пек савăнатпăр. Ăçта кăна пулман-ши эпир 14 çул хушшинче/ Шупашкарта, Мускавра, Димитровградра, Ульяновскри Культура керменĕсенче, парксенче юрланă. Кашнинчех пире куракансем ура çине тăрса алă çупаççĕ, чăваш халăх çӳпçине çынсем патне çитернĕшĕн, йăласене упранăшăн тахçанччен тав тăваççĕ. Мускаври ВДНХра 150 пин çын ура çине тăрса саламлани халĕ те куç умĕнче. Димитровграда концертпа кайсан Николай Карлин композитор пире мухтаса асра юлмалли ырă сăмахсем нумай каларĕ. Чăвашкассине çӳреме юрататăп эпĕ. Туй-юбилейсенче «Нина Ивановна çитрĕ – эппин уяв пулать», - тесен чĕрене çу сĕрнĕнех туйăнать. Тимлĕ-хре пулма хăнăхнă эп. Хăйне юратнине, сума сунине туйсан камăн чунĕ ан çĕклентĕр/ Паян мăнуксем диплом илнине курасчĕ текен ĕмĕтпе пурăнатăп. Чăвашсем туслă, юратуллă пурăнччăр тетĕп, - йăл кулать Нина Ивановна.
Эпир те хисеплĕ çыннăмăра, «Канаш» тусне 70 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Сывлăх, ăнăçу, телей тата «Илем» репертуарне çĕнĕ чăваш юррисем кĕртме сунатпăр. Чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр 100 çул пурăнмалла пултăр.
 
: 131, Хаçат: 29 (1378), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: