Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче аякри çывăх Крым чăвашĕсем пĕрремĕш хут Акатуй ирттерчĕç. Уява Раççейри 16 регионтан – Ульяновск, Иркутск, Челябинск, Ăремпур, Пенза, Чулхула облаçĕсенчен, Пушкăрт, Тутар, Чăваш Республикисенчен тата ытти çĕртен – килсе çитнĕ пысăк делегацисемпе фольклор ушкăнĕсем Севастополь çĕрĕ çинче юрларĕç-ташларĕç, савăнчĕç, йăла-йĕркене тытса пынине, ваттисене сума сунине кăтартрĕç. Ултçĕре яхăн хăна тата чылай Крым чăвашĕ пулчĕ ку тĕлĕнмелле уявра.
Мероприятие Крым правительстви, Крым Республикин наципе культура автономийĕ, Чăваш наци конгресĕ, ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен тата экономика министерствисем йĕркелеме пулăшнă.
Мĕншĕн Крымра/
Юлашки çырав тăрăх, Крымпа Севастопольте 3 пин те 700 чăваш пурăнни паллă. Чăннипе – 6 пинрен те ытларах. Çав шутран Севастопольте – 462 ентеш. Вĕсем 12 çул каяллах чăваш диаспорин обществине йĕркеленĕ. Севастопольти 56 обществăлла организацирен чăвашсем регистрациленнĕ 38-мĕш общество. Халĕ Крымра виçĕ чăваш обществи – Севастопольти, Симферопольти автономисем тата пĕтĕм Крым чăвашĕсен автономийĕ. Юлашкине Андрей Яковлев ертсе пырать. Севастополь чăвашĕсем ултă çул каялла «Телей» ансамбль йĕркеленĕ, хăйсемех тухьясемпе ытти капăрлăхсене тунă, кĕпесем çĕленĕ.
Ăçтан килсе тĕпленнĕ кунта чăвашсем/ Хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи тĕрлĕ районсенчен ĕçлеме килсе яланлăхах юлнă йăхташсем.
- Акатуй йĕркелесси ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев Севастополь правительствипе тĕл пулса килĕшӳ тусан çуралнă. Регионсем хушшинче суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвне йĕркелекен «Севастополь – Чувашская Республика» коммерцилле мар ĕçтешлĕх туса хучĕç. Чăваш Ен делегацийĕн шутĕнче ЧНК президенчĕн пулăшуçи Валерий Клементьев та килнĕччĕ. Унра çуралнă çав шухăш. Вăл пирĕн автономи урлă чăвашсене пуçтарчĕ. Акатуй ирттерме сĕнчĕ. «Эпир веçех хамăр хатĕрлетпĕр, сиртен пĕр пулăшу кăна кирлĕ – чăваш тумĕсемпе уява килĕр тата пĕлĕшĕрсене пĕлтерĕр, уява йыхравлăр. Çапла ятарласа Чăваш çĕршывне çул тытрăм, хушпу туянтăм, аннен кĕпине илсе килтĕм. Нумайăшĕ хăй çĕлерĕ, - каласа пачĕ 1976 çултанпа Крымра пурăнакан Йĕпреç район пики Галина Коханевич.
Монумент патĕнче
Севастопольпе Крым чăвашĕсем тата ЧНК хатĕрленĕ уяв программи анлă пулчĕ. Тĕрлĕ çĕрти чăвашсем Севастополе утăн 6-7-мĕшĕсенче çитрĕç. Ульяновск делегацийĕ килтен 5-мĕшĕнче тухса 7-мĕшне вырăнта пулчĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕрлĕ çĕртен килнĕ шурă тумлă чăвашсем Севастопольти Нахимов лапамне пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Севастополе нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕлесе пуçне хунисене асăнса лартнă монумент патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Севастополе хӳтĕлесе 1942 çултах Совет Союзĕн Геройĕ ята 54 салтак тивĕçнĕ. Вĕсен хушамачĕсем те монумент çинче пур. Паттăрсен ячĕсем хушшинче чăваш çыннин хушамачĕ те пур – Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Мирон Ефимов. Вăл Севастопольшĕн çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союĕн Геройĕ ятне 29 çултах тивĕçнĕ.
Мероприятие ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Севастополь хулин кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Евгений Дубовик, Севастополь правительствин культура департаментне ертсе пыракан Галина Солянина тата ыттисем (400 ытла çын) хутшăнчĕç. Чечек хунă хыççăн чăвашсем валли ятарлă экскурси йĕркелерĕç, Севастополь хулипе паллаштарчĕç. Каçпа Нахимов лапамĕнче чăваш эстрада артисчĕсем пысăк концерт пачĕç. Крымри тĕрлĕ халăх çыннисене уйрăмах Стас Владимиров юрлани килĕшрĕ, çакна вĕсем пĕр пытармасăр каларĕç.
Акатуй
Уяв Севастополь хулин Балаклава районĕнчи пысăк лапамра иртрĕ. Шăп çав вырăнта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чăвашсен дивизийĕ тăнă. 1941-1942 çулсенче унти çӳллĕ вырăна илессишĕн пынă çапăçусенче салтаксенчен нумайăшĕ пуçне хунă. Çав вырăна Крым чăвашĕсем 2012 çулта пысăк чул лартнă, ун тăррине Хĕрлĕ çăлтăр вырнаçтарнă, умне чечексем хунă. Çавăнпа та Акатуя пуçлас умĕн пĕтĕм чăвашсем пĕрле пухăнса, капăр тумланса çав чул умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Севастопольтен килнĕ Владимир атте кĕлĕ турĕ. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов чул вырăнне çитес вăхăтра палăк лартмаллине каларĕ, çак ĕçе пĕтĕм чăваша хутшăнма чĕнчĕ. Çапăçура вилнисем çак сăмахсене илтнипе савăнса куççуль кăларчĕç-ши – çӳллĕ вырăнтан ансан тусем хыçĕнчен хăмăр пĕлĕтсем шуса тухрĕç те çумăр лашлаттарчĕ. Теме пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку çумăр. «Акатуйра çумăр çуни лайăх, тыр-пул ăнса пулать», - тенĕ ĕлĕк чăвашсем. Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ.
Çумăр вăхăтĕнче уяв вăхăтлăха Культура керменне куçрĕ. Официаллă пайĕ унта пуçланчĕ. Чăвашсене Балаклава районĕнчи Департаментăн директорĕ Сергей Седых, Севастопольти Балаклава муниципаллă округĕн администраци пуçлăхĕ Евгений Бобошкин саламларĕç. Крымпа Севастополь çĕрĕ çинче чăвашсен авалхи уявĕ иртнишĕн савăннине, унта пурăнакан чăвашсем ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе палăрса тăнине каларĕç.
-Пирĕн çĕршыв нумай нациллĕ пулнипе пуян тата илемлĕ, çавăнпа пире никам та нихăçан та çĕнтереймĕ, - пĕтĕмлетрĕ Евгений Бобошкин.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов çĕр чăмăрĕ çинчи чăвашсен ятĕнчен пысăк салам каларĕ, Севастополь правительствин çыннисене тав туса парнесем пачĕ.
- Акатуй вăл – чăвашсен хастарлăхĕпе пултарулăхне кăтартакан уяв. Çакăнта пин-пин çухрăма пăхмасăр çитнĕ ентешсене чунтан саламласа тав тăватăп, - терĕ Николай Угаслов.
Вăл Севастополь хулинче пурăнакан чăвашсене ăшпиллĕн йышăннăшăн тав турĕ, пĕрле пулсан, туслă пурăнсан халăх вăйлă та пуян пулнине палăртрĕ.
Çаплах салам сăмахĕсене ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Константин Яковлев, Крым чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Андрей Яковлев каларĕç. Крым çурутравĕ çинче Акатуй ирттересси йăлана кĕрессе шантарчĕç.
Сцена çинче Балаклава муниципаллă округĕн администрацийĕпе Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕн пуçлăхĕ малашне пĕр-пĕринпе туслă ĕçлеме килĕшӳ тунине алă пусса çирĕ-плетрĕç.
Çынсем ура çине тăрса Раççей, Крым, Чăваш Ен, Севастополь тата ЧНК гимнĕсене итлерĕç. Сцена çине Шупашкарти РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ансамбль тухса илемлĕ чăваш ташшине çаптарчĕ. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ-сем «Кĕмĕл тумлă çар» спектаклĕн пĕр пайне кăтартрĕç, чăвашсен амазонкисен вăхăтне сăнларĕç* сцена çине паллă йăхташсем – Атилла, Алмуш тата И.Я. Яковлев сăнарĕсем тухса пил сăмахĕ-сем каларĕç. Паллă ăстаçă Зинаида Воронова чăваш тумĕсен куравне йĕркелерĕ, аваллăхран тытăнса паянхи кунччен упранакан тăван халăхăн тум-юмĕн пуянлăхĕпе капăрлăхĕ пурне те мăнаçлантарчĕ. Уява курма пынă ытти халăхсен умĕнче чăваш сумĕ ӳсрĕ. Севастопольти «Гуляй, душа» ансамбль юррисемпе Крым Раççее кĕнишĕн савăннине çирĕплетрĕ.
Çак вăхăтра çанталăк та уяртса ячĕ, урамра хĕвел пăхрĕ. Пĕтĕм халăх каялла, Балаклава уйне васкарĕ. Кунта Самар, Сарă Ту облаçĕсенчи, Пушкăртстанри, Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсем, Шупашкар, Севастопольпе Симферополь чăвашĕсем кил-çурт таврашĕн куравне йĕркеленĕ. «Паха тĕрĕ» предприяти, Зинаида Воронова тата Людмила Балтаева, Нина Наумова ал ăстисем пин-пин çухрăма пăхмасăр чăваш капăрлăхĕсене илсе килнĕ. Кунтах кĕнекесем, хаçат-журнал, кассетăсемпе дисксем курма та, туянма та май пурччĕ.
Тĕрлĕ çĕртен çитнĕ вунçичĕ фольклор ушкăнĕпе юрăçсем улшăнса Крым тăвĕсем кисренмелле юрăсем янăраттарчĕç, ура хуçса ташăсем ташларĕç.
Крым Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем чăваш йăли-йĕ-ркине, культурине курса хавхаланчĕç, пирĕн халăхăн историйĕ еплерех тарăн та пуян пулнине курса тĕлĕнчĕç.
Уяв çĕрлеччен тăсăлчĕ. Юлашкинчен чăваш эстрада артисчĕсем – Валерий Клементьев, Татьяна, Стас Владимиров, Алена Савельева, Фарида – уява килнисене савăнтарчĕç. Акатуй çĕрлехи дискотекăпа тата çамрăксен «Çеçпĕл кăвайчĕ» форумĕпе вĕçленчĕ.
Ульяновск делегацийĕнчен – Сергей Морозов саламĕ
Крым Республикинче иртнĕ уява кашни делегаци хăй шутĕнчен пынине каласа хăвармалла. Йыхрава регионсенчи наципе культура атономийĕсене янă. Ульяновск облаçĕнчи УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев ертсе кайнă делегаци 19 çынран тăчĕ. Чĕмпĕрсене сцена çинче сăмах парсан Олег Мустаев кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозовăн Крым чăвашĕсене тата Севастополь кĕпĕрнаттăрне Сергей Меняйлона Акатуйпа саламласа янă çырăвне вуласа пачĕ. Вырăнти чăваш автономине парнесем тыттарчĕ. Пирĕн область пурнăçĕпе паллашма чăваш çыравçисен кĕнекисене, «Канаш» хаçатăн тĕрлĕ номерĕсемпе «Атăл юрри» журнала парнелерĕ. Çаплах Николай Угасловпа пĕрле «Чунташ» çулçӳреве йĕркелекен тата Фанагорире пăлхар-чăвашсен патшисене халалласа асăну чулĕ лартнă Улатимĕр Болгарскине шупăр тăхăнтартрĕ.
Ульяновск чăвашĕсен культурипе Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи Еленăпа Владимир Лянкинсен «Хĕвел» çемье ансамблĕ паллаштарчĕ. Уява йĕркелекенсем "хĕвелсен" репертуарĕ-нчен икĕ юрă («Яковлев мăнукĕсем», «Кукамай») тата пĕр ташă суйласа илчĕç. Ятарласа Крыма кайма çĕлеттернĕ илемлĕ чăваш тумне тăхăннă пĕчĕк артистсене куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Крым тăвĕсен çийĕн ачасен сасси çепĕççĕн юхса çынсен чунĕсене çемçетрĕ.
Акатуйра ачасен пултарулăх ушкăнĕ иккĕ кăначчĕ. Тепри – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ташă ушкăнĕ. Малашлăх ачасенче. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăвăн йăла-йĕркене вĕренсе юлмалла, культурăна малалла тăсмалла. Çакна шута илсе суйласа илнĕ те ĕнтĕ "хĕвелсене".
Крым Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем чăваш йăли-йĕ-ркине, культурине курса хавхаланчĕç, пирĕн халăхăн историйĕ еплерех тарăн та пуяннине курса тĕлĕнчĕç.
 
: 555, Хаçат: 29 (1378), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: