Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Канмалли кунсене Павăл тăван килне таврăнчĕ. Кунта çывăх çыннисем çеç мар, пиччĕшĕпе кукашшĕ те хăнана килнĕ иккен. Тăван çăршывăмăра тăшманран хӳтĕленĕ икĕ ватă темĕн-тĕр чипер калаçса ларатчĕç.
Павăл ăçта ĕçленине тата вăл нумай япалана юсама-тӳрлетме пултарнине питĕ лайăх пĕлеççĕ-ха вĕсем. Çавăнпа та кукашшĕ маçтăра килĕнчи чăх-чĕпе шыв ярса памалли савăчĕ шăтни пирки пĕлтерчĕ.
-Вĕсене тӳрлетме тĕрлĕ калăпăшлă болт, гайка таврашĕ илсе килейместĕн-ши/ - тесе ыйтрĕ.
Пиччĕшĕн холодильникĕ ĕçлемест иккен. Павел çаксене юсаса парсан ватăсем тем пек савăннă пулĕччĕç.
-Сана, сакăрвуннăран иртнĕ старике мĕн холодильникĕ кирлĕ/ Ав санăн халодильник, - тесе кукашшĕ сылтăм аллине тăсса масар еннелле кăтартрĕ.
-Сана хăвна тата мĕн тума чăх-чĕп кирлĕ/ Савăтне лавккаран туянаймастăн-и вара/! - çиллессĕн каласа хучĕ тепри.
Кусен калаçăвĕ ырăпа вĕçленмессе сиссе Павăл ватăсене лăплантарма тăрăшрĕ. Иккĕшĕн нушине те тивĕçтерме шантарчĕ. Вĕсем вара унчченхи пекех шăкăл-шăкăл калаçма тытăнчĕç.
 
: 518, Хаçат: 29 (1378), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: