Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха «Канаш» хаçата çырăнтарас тапхăр хĕрсех пырать. Раштавăн 20-мĕшĕччен тата икĕ уйăх çеç юлчĕ. Шутлă кунсем хăвăрт иртсе каяççĕ.
Çакна шута илекенсем, хаçатăмăра юратсах вулакансем тахçанах почта уйрăмне кайса е почтальон урлă çырăннă ĕнтĕ. Вĕсене «Çырăнăр-ха», - тесе ӳкĕтлемелле мар. Вĕсене çакна тума наци туйăмĕ хистет. Телее, ентешĕмĕрсем хушшинче ыттисене хăй укçипе çырăнтаракансем те пур. Хула Думин председателĕн çумĕ П.К.Столяров Çĕнĕ хулари Культура центрне (64-мĕш шкул) çӳрекен 10 чăваш ачисене «Канаш» хаçат çырăнтарма укçа уйăрчĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Хула Думин депутачĕ Н.Г.Абрамов та Чукун çул районĕнчи чăвашсене çулсерен хăй укçипе çырăнтарса тăрать. Çаплах Чăнлă районĕнчи «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Р.Н. Насуртдинов (унччен пуçлăх пулнă Н.З. Гайниев та) çулсерен хăйсен хастар ĕçченĕсене 50-шар экземпляр пĕрре аса илтермесĕрех çырăнтарса парать. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем пире савăнтараççĕ. Анчах чуна ыраттараканисем те çук мар. Чăвашлăхшăн тар тăкса ĕçлекенсем хушшинчех хаçатăмăра çырăнса илменнисем пур. Хăйсене мĕн-тĕр кирлĕ пулсан вара шырама тытăнаççĕ.
«Канаш» хаçатпа пĕрле пулма кăмăл тăвакансене, редакци ĕçне ăнланса пулăшса тăракансене эпир чĕререн тав тăватпăр. Пурнăçра ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
 
: 1079, Хаçат: 44 (1136), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: