Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат тĕпелне «Сăрнай» юрă ансамблĕн солистне, пĕр хутчен çеç мар Мускавра, Шупашкарта, Ульяновскра иртнĕ пĕтĕм Раççейри, регионсем хушшинчи, облаçри «Чăваш шăпчăкĕ», «Раççей çăлкуçĕсем», «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!», «Кала, хуткупăс» юрă фестивалĕсемпе конкурсĕсенче лауреат ятне тивĕçнĕ çынна, илемлĕ баритон сассипе юрлакан артиста Владимир Сорокина йыхравлама вăхăт çитрĕ.
 
Тăван халăхăмăра каласа кăтартмалли нумай Çĕпрел районĕнче çуралса ĕмĕрне Чĕмпĕр тăрăхĕнче ирттерекен мухтавлă чăвашăн.
- «Арман хуçин ывăлĕ арманçах пулать», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, сирĕн аçăр-аннĕр юрра-кĕвве ăста пулнă. Ача ытларах чухне аслисен çул-йĕрĕпе каять.
- Вĕсем чăнах та питĕ пултаруллă, вĕреннĕ çынсем пулнă. Анне те, Пелагея Кирилловна, атте те, Петр Егорович (шел, атте, Аслă вăрçă паттăрĕ, фронтран таврăнайман), иккĕшĕ те уяв кĕрекине илем кӳме пĕлнĕ. Туй-çуй, Сурхури, Çăварни, Мăнкун йăли-йĕркине курса ӳсрĕм, çак уявсенче шăрантаракан юрăсем ăса хывăнчĕç. Турă панине арчара пытарса усраймăн. Ачаран юрă-кĕвĕ илемне туйса ӳснĕ. Юрлама вара шкулта вĕреннĕ чухне пуçланă. Эпир, тăваньелсем (Çĕпрел районĕ, Тутарстан), Хурăнвар-Шăхаль шкулне çӳреттĕмĕр. Унта пур енĕпе те пултаруллă вĕрентекен П.Т. Суркин пурччĕ. Ĕç урокĕсене илсе пынисĕр пуçне Петр Тимофеевич пире юрлама вĕрентетчĕ. Хаваспах вĕрентӳçĕсем лартакан спектакльсене хутшăнаттăмăр. Эпĕ Николай Айзманăн пьесинчи Васкаканов рольне вылянăччĕ.
Пĕррехинче районта иртнĕ пултарулăх ушкăнĕсен курав-концертне хутшăнма пӳрнĕччĕ. Алексей Зайцевпа «Весна на Заречной улице» юрăпа тухрăмăр. Шел, ялта ун чухне пĕр купăсçă та çукчĕ. Пире итлесе тăракан тутар ачи чăтса тăраймарĕ – купăсне тăсса ячĕ. Халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕ пире. Çавăн чухне тем çунатлантăм – яланах юрăпа туслă пулмашкăн ĕмĕтленме тытăнтăм.
- Владимир Петрович, эсир 1956 çултанпах юрлатăп терĕр. Апла кăçал сирĕн пултарулăх çул-йĕрĕнче те хăйнеевĕр пысăк юбилей.
- Ульяновскра пурăнма, ĕçлеме пуçласанах «Строитель» Культура çуртне çӳреме тытăнтăм. Юрă ушкăнĕн пултарулăх ертӳçи Виктор Чеснаков пире вăрçă, çар, Тăван çĕршыв темипе çырнă патриотла юрăсене вĕрентетчĕ. Унтан трио йĕркелерĕмĕр. Облаçри конкурса хутшăнса Финляндие пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен фестивале каймалли ирĕке çĕнсе илтĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче эпĕ Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура çурчĕн вырăс ушкăнне çӳренĕ. 1986 çулта пĕрле юрлакан Мария Уткина «Эревет» ушкăн репетицине Николай Косырев патне пырса пăхма чĕнчĕ. «Чăвашсем сана еплерех хапăл пулĕç, атя», - терĕ. Николай Федорович ансамбле тӳрех илчĕ. Эпĕ пĕрремĕш «Чăваш шăпчăкĕнче» виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Пĕрремĕшне Нина Максимова тухрĕ, иккĕмĕшне – Дмитриево-Помряскин ăран килнĕ хĕрачасен юрă ушкăнĕ. Ун чухне пысăк шайра иртекен ăмăртăва мана Станислав Толстовпа Николай Косырев хатĕ-рлерĕç. Суймастăп, сцена çинче хама тытас ăсталăха, сассăма, юррăма пысăк хак пани тата пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарчĕ.
- Пĕлĕвĕрпе эсир – строитель, инженер. Нимĕнле музыка училищинче те, аслă шкулпа консерваторире те вĕренмен. Хăватлă сасă кăларма, çӳллĕ шайра юрлама кам вĕрентнĕ сире/
- Юрлас ăсталăха алла илессине çăмăл пулăм тесе калаймăн. Куракансен чĕрине витерме пуçличчен çичĕ хутчен тар тăкма тивĕ. Мана ку енĕпе ăнăçрĕ темелле. Çутçанталăк çакнашкал сасă парнеленисĕр пуçне тата сасăпа нумай ĕçленĕ. Телее, шăпа мана чаплă музыкантсемпе, хормейстерсемпе тĕл пултарнă. «Строитель» Культура çуртĕнче Станислав Станкевич пурччĕ. Халĕ Ульяновскри Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ (Анат Терраса) Культура керменĕнчи халăх хорĕн пултарулăх ертӳçи Владислав Корчев сасăсене лартаять, тĕрĕс сывлама вĕрентеет. Турă панă тата тепĕр чаплă музыкант, композитор, импровизатор тата йĕркелӳçĕ, паян «Эревет» ансамбле ертсе пыракан Станислав Толстов. Вĕсемпе юрлакана çăмăл. Халăх инструменчĕсен сассине кăларма нимĕнле оркестр та кирлĕ мар. Хăйсем – оркестр. Мухтанмалли, мăнаçланмалли пур пирĕн: Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш коллективĕсене чăн-чăн маçтăрсем хатĕрлентереççĕ: Виктор Коваленко («Сăрнай»), Николай Косырев (малтанхи «Эревет»), Валентина Сымова («Палнай»), Александр Чурбанов («Илем»), Ирина Иванюкова («Савăнăç» тата «Пилеш»), Петр Улюкин («Телей») тата ыттисем те. Пур енлĕ пултаруллă та харсăр вĕсем.
- Ĕлĕкрех «Эревет» тесен куç умне тӳрех Владимир Сорокин юрăç тухса тăратчĕ. Эсир ушкăн йышĕнче – нумай-и, сахал-и – 27 çул юрланă...
- Çапла, паян «Сăрная» çӳреме кăмăллатăп. Коллектив питĕ аван. Ăна Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-нче вĕреннĕ паллă çынсен – Федор Павловпа Степан Максимов – юррисене вĕренсе халăх патне çитерес тĕллевпе никĕсленĕ. Паян халăх, эстрада юррисене юрлатпăр. Нумай тухса çӳретпĕр. Пĕлтĕр кӳршĕллĕ Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи ялсенче, Тутарстанри Пăва, Теччĕ районĕсенче концертсемпе пултăмăр. Хамăр регионта та концертсемпе пулатпăр. Кăçал Ульяновскра Çĕнтерӳ паркĕнче тата Шупашкарта иртнĕ Акатуйсенче юрларăмăр. Шупашкар районĕ-нчи Станьял ялне пĕтĕм Çимĕк уявне кайма кăмăл пурччĕ те – тем пулаймарĕ...
- Пĕр хутчен çеç мар Сирĕн пирки калаçнă чухне «чăваш Шаляпинĕ», «чăваш шăпчăкĕ», «чаплă артист», «Чĕмпĕр мухтавĕ» тенине илтнĕ, ăçта кăйсан та сирĕн ятăрпа нумай ырă сăмах янăрать. Хăвăр пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе палăртма ыйтсан хăшне мала кăларнă пулăттăр/
- Эпĕ юрлакан юрăсене халăх кăмăллăн йышăнни хăпартлантарать. Тата та тата юрлас килет. Чăваш юррисĕр пуçне чуна урăх нимĕн те килентермест.
- Владимир Петрович, çак кунсенче, июлĕн 24-мĕшĕнче, эсир 75 çул тултартăр. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă тесе никам та калаймасть Сире. Эсир питĕ çамрăк курăнатăр.
- Камăн ватăлас килтĕр/ (кулать. - Е.А.) Вăрттăнлăхĕ пур-тăр çав: пирус туртман, эрех-сăрапа иртĕхмен эп нихăçан та. Сайра хутра улма-çырлапа иçĕм çырлинчен хам тунă хĕрлĕ эрехе ĕçетĕп. Çынсемпе яланах пурне те юратса чун-кăмăлтан калаçма тăрăшатăп, сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, усал йăласенчен хăтăлма тăрăшатăп. Пурнăçа хаклатăп, юрататăп. Нумай юрлатăп – юрă вара организма кислород нумай кӳрет, пурăнма хавхалантарать.
- Тавтапуç Сире калаçушăн.
 
Ульяновск хули.
 
: 540, Хаçат: 30 (1379), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: