Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕ-нче иртнĕ область Акатуйне ытти регионсенчен те хăнасем чылай килнĕччĕ. Мурманск облаçĕнчи Мончегорск хулинчен килсе çитнĕ артистсем – О.Константинов тата унăн мăшăрĕ Т.Чернова пирĕн редакци тĕпелĕнче пулса кайрĕç.
 
Мончегорскра 45 пин çын пурăнать, вăл Мурманскран 120 çухрăмра вырнаçнă. Кунта металлурги вăйлă аталаннă – никель, кобальт, пăхăр, ылтăн тата ытти тĕслĕ металл кăлараççĕ.
Олег Яковлевич хăйпе паллаштарчĕ.
-Эпĕ Чăваш Республикинчи Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ.1971 çулта мана, 18 çулхи йĕкĕте, салтака Заполярье тăрăхне илсе кайрĕç – тинĕс çар авиацин флотне лекрĕм. Шкулта вĕреннĕ чухнех музыкăпа аппаланнă эпĕ, юрă ушкăнĕн ертӳçи пулнă, çавăнпа çар хĕсметĕнче те çак ĕçе шанса пачĕç. Гарнизон тăрăх çӳресе музыкантсене пуçтартăм. Вĕсенчен оркестр йĕркелесе ятăм. Хĕсмет срокĕ пĕтсен çакăнтах юлма шутларăм, прапорщиксен шкулне вĕренме кайрăм. Çапла вара тивĕçлĕ канăва кайичченех хамăн шăпана çар ĕçĕпе çыхăнтартăм. Шурă тинĕс хĕрринче 45 çул пурăнатăп ĕнтĕ,- каласа парать вăл.
Пенсие кайсан пушă вăхăт ытларах пулнине кура вăл Мончегорскри культура центрĕнчи наци культурисен «Единство» клубне (ăна шăпах унăн мăшăрĕ Татьяна ертсе пырать) çӳреме тытăнать. Унта чăвашсемпе паллашать, часах Олег Яковлевич чăваш ентешлĕхĕн обществин пуçлăхĕн тивĕçĕсене хăй çине илет.
-Пирĕн хулара 30 яхăн чăваш çемйи. Ытларах – Хĕрлĕ Чутай енчен килнисем. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр, тăтăшах çак клубра пуçтарăнатпăр. Пирĕн юрă ушкăнне 12 çын çӳрет. Эпир çакăнта пуçтарăнса юрланисĕр пуçне тĕрлĕ уяв-фестивале хутшăнатпăр, концертсемпе çӳретпĕр,чăваш юррисемпе ытти халăхсене паллаштаратпăр. Сăмахран, нумаях пулмасть Кандалакша хулине кайса килтĕмĕр. Мурманскра тĕнчери халăхсен фестивалĕнче те пултăмăр, унта артистсем Раççейĕн нумай хулинчен тата Норвегипе Финляндирен пухăннăччĕ. Атăл хĕрринчи Чĕмпĕре те килсе курас килчĕ, хамăр пултарулăхпа та паллаштарас терĕмĕр. Çапла вара Мускав урлă икĕ талăк çурă килтĕмĕр сирĕн пата. Акатуй килĕшрĕ пире, çын нумайччĕ. Анлă уяв пулчĕ.Кунтан ăшă туйăмсемпе, ырă асаилӳсемпе каятпăр, - терĕ Олег Яковлевич пирĕнпе сывпуллашса.
 
: 133, Хаçат: 30 (1379), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: