Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ыравçăн, поэтăн, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Федорович Юманăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку "Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/" халал-поэмăн "Чĕмпĕр Юманĕсем" ятлă иккĕмĕш кĕнеки.
А.Юман çак кĕнекере хăйĕн пултарулăх çулне çĕнĕ куçпа пăхни курăмлă. Вăл çамрăк авторсене И.Я.Яковлев пуçарнă ĕçсене хальхи саманара аталантарса пырса тăван халăхпа çепĕç чăваш чĕлхине вилĕмсĕрлетме сĕнет.
"Эпир, чăвашсем, вак халăх,
Хывасчĕ çакна ăша.
Туслăх та пĕрлĕх, тăванлăх
Сунатăп ĕçчен чăваша", -
тесе вĕçлет халалне автор.
Кĕнеке вĕçĕнче авторăн сăввисем тăрăх Чăваш Енри паллă композитор Юрий Кудаков кĕвĕленĕ икĕ юрă нотисемпе вырнаçнă.
44 страницăллă кĕнекере автор чăвашсене пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, ватăсене, ашшĕ-амăшне хисеплеме, тăван чĕлхене упраса хăварма чĕнсе çырнă.
Кĕнеке тиражĕ – 150 экземпляр.
 
"Средние Алгаши: Защитники Отечества"
Çакăн пек ятпа тухрĕ Мария тата Висилий Селендеевсен çĕнĕ кĕнеки.
Мария Алексеевна ку кĕнеке тухнине кураймарĕ пулин те ун валли нумай материал хатĕрлесе хăварнă. Селендеевсем – ялăн чăн-чăн тĕпчевçисем. Чи малтанах ялти кашни килĕн йăх-тымарне тĕпчесе питĕ сумлă кĕнеке кăларчĕç. Каярах йăла-йĕрке тата тĕрлĕ уявсенче шăрантаракан такмаксемпе халăх юррисене пичетлерĕç.
Василий Алексеевич вара килĕрен киле çӳресе тата архиври документсем тăрăх тĕрлĕ вăрçăсенче тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçне хунă кашни çемьен паттăрĕ çинчен тĕпчесе пĕлсе тепĕр кĕнеке хайларĕ. Ку ял çыннисене пысăк парне пулчĕ.
Кунта шкул ачисен "Эпир паттăрсене манмастпăр" ятпа çырнă сочиненийĕсем те пур. Вĕсем хăйсен килĕнчи вăрçă ветеранĕсем, кукашшĕсемпе аслашшĕсем çинчен çырса кăтартнă.
Кĕнекери юлашки страницисене вăрçă ветеранĕсен сăнӳкерчĕкĕсем илемлетеççĕ. Тиражĕ – 100 экземпляр.
 
: 450, Хаçат: 30 (1379), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: