Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сывă-и, «Канашăм»/ Халĕ илемлĕ вăхăт – çулла!
Эпĕ хам çулла çуралнăшăн савăнатăп. Ăш-чикре вут çунать пулсан та çуралнă кунра йĕрсе те хурланса лармарăм. Хама килĕшекен тума тăхăнса урампа мăнаçлăн утса пыни хăй пĕр телей пуль тесе уçăлса çӳрерĕм. Яланхи пек сехет çурă мар – тăватă сехет! Мана çын вырăнне хуракансем ăшшăн саламланипе савăнса çӳренĕ хыççăн киле хавас кăмăлпа таврăнтăм. Мана нумаях та кирлĕ мар вĕт, ырă сăмах чун-чĕрене ăшăтать.
Çĕртме пуçламăшĕнче манăн юратнă уяв – Пушкин кунĕ – пулса иртрĕ. Эп ăна çулталăк кĕтетĕп. Мĕн чухлĕ юрă-ташă янăрать унта! Акă Чĕмпĕр хулинчен килнĕ юрăçăсемпе ташăçăсем питĕ савăнтарчĕç мана. Хуларан килнĕ пĕр çамрăк çын юрланине итлесе савăнса лартăм. Вăл Михаил Григорьев. Ун юррисене тепĕр çул та итлеме ĕмĕтленетĕп.
Тата çакна та çырам-ха. Кунта пирĕн, чăвашсен, хăш чухне 2-3 çын пĕрле пухăнни пулкалать. Пĕр-пĕ-рне чун ыратăвне калатпăр çавăн чух. Языковăра никама та кирлĕ мар чăвашсем пурăнаççĕ пек туйăнать. Пирĕн чăваш артисчĕсене курас килет, вĕсем мĕншĕн пирĕн пата пĕрре те концертпа килмеççĕ-ши/ Чăнах та, ытла та хурланмалла:Тагайра пулаççĕ, Языковăна çитме мĕн чăрмантарать-ши вĕсене/ Пирĕн поселок та Ульяновск облаçне кĕрет-çке. Мăшкăлланă пекех туйăнать. Паллах, правуртараххисем чăваш концертне таçта кайса та кураççĕ. Анчах та пурте тухса çӳреймеççĕ-çке ун пек. Пирĕн артистсене Языковăра курас килет. Ытла тӳрĕ çырнăшăн ан çилленĕр, чун хурланни çапла çыртарать мана.
Çуллахи ăшă хĕвел пек салам сире! Хальхи çăмăлах мар пурнăçра «Канаш» хаçат кăларса тăрса савăнтарнăшăн пысăк тав сире пурсăра та!
 
Карсун районĕ.
 
: 478, Хаçат: 30 (1379), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: