Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юрă авторĕ – хор дирижерĕ, СССР халăх артисчĕ Александр Васильевич Александров.
Сăввине халăх хушшинче анлăн сарăлнă, нумай юрă хайланă Василий Иванович Лебедев-Кумач поэт вăрçă пуçланнă кун çĕрле пĕрре ларсах çырнă. Тепĕр кунне "Красная звезда" тата "Известия" хаçатсенче пичетлесе кăларнă. Вăл "Çĕклен, мăнаç çĕршывăмăр!" сăмахсемпе пуçланнă. Çак сăмахсен никĕсĕнче "Священная война" юрă çуралнă. Ăна Александр Васильевич Александров кĕвĕленĕ, каярах вăл СССР Гимнĕн авторĕ те пулса тăнă.
Паллă поэт юрă сăмахĕсене темиçе хутчен юсанă. "Эпĕ нихăçан та çар специалисчĕ пулман, апла пулин те манăн алăра юрă пулнă. Юрă та кирек мĕнле хĕç-пăшал пекех тăшмана аркатма пултарать", - тесе çырнă каярах вăл хăйĕн паллă юррисем пирки. Тăшман та çав хĕç-пăшал пĕлтерĕ-шне лайăх ăнланнă. Ю.Б.Левитан дикторпа пĕрле ăна рейх тăшманĕ тесе пĕлтернĕ.
А.В.Александров пулас юррăн текстне вуланă хыççăнах кĕвĕлеме пуçланă. Ăна черетлĕ репетицирех юрлаттарса пăхнă. Ун чухне "Священная война" юрă нотине пичетлесе те ĕлкĕреймен пулнă-ха. Александров ăна малтан грифель хăми çине, ансамбль музыканчĕсем тетрадьсем çине çырса хунă. Кайран вăраха ямасăр юрлаттарнă. Ун чухне ансамбльти музыкантсенчен хăшĕ-пĕри фронта тухса кайнă пулнă. Александров ертсе пыракан ушкăн вăхăтлăха çар чаçĕсенче, госпитальсенче, радиопа юрлама тытăнса юлнă. Ăна чи малтан тĕп хулан Белорусси вокзалĕнче июнĕн 26-мĕшĕнче юрланă.
Акă мĕнле аса илнĕ кун пирки композитор ывăлĕ, 1946-1987 çулсенче ансамбле ертсе пынă Борис Александров. "Вокзал тулли салтаксем хĕвĕшнĕ, похода хатĕрленнĕ-скерсем: пĕрисем вăрăм саксем çинче ларнă, теприсем чăматан йăтса çӳренĕ, чикарккă мăкăрлантарнă. Кашни хăйĕн шухăшĕ ăшне путнă. Малтанах пире никам та асăрхамарĕ. Акă юррăн малтанхи сыпăкĕсем янраса кайрĕç. Эпĕ хорпа юнашар тăраттăм. Çар çыннисем сасартăк юррăн кашни сыпăкне тимлĕн итлеме пуçларĕç. Пĕри ура çине тăрать, тепри, виççĕмĕшĕ... Кĕçех пурте хытса кайса итлеççĕ, кайран çине-çине юрлама ыйтаççĕ..."
Вăрçă çулĕсенче ансамбль артисчĕсем 1400 яхăн концерт панă. И.В.Сталин çар çыннисене çав концертсем епле хавхалантарнине ăнланса ансамбльти артистсене никама та фашистсемпе çапăçма çара яма хушман.
"Священная война" юрра вăрçă çулĕсенче икĕ хутчен грампластинкăсем çине çырса илнĕ, малтанхи хут июнĕн 28-мĕшĕнче. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Кремльти курантсем янранă хыççăн радиоэфир çав юрăран пуçланнă. Çĕнтерӳчченех вăл Хĕрлĕ Çар гимнĕ пулса тăнă.
 
Сăваплă вăрçă
(Священная война)
 
Çĕклен, мăнаç çĕршывăм,
Тух вилĕмлĕ вăрçа!
Фашист эшкер хура вăйне
Хире-хирĕç тăрса.
 
Хушса юрламалли:
Хум пек сиксе кĕрлетĕрех,
Тӳр халăхăн çилли.
Пырать вăрçă кĕретĕнех,
Сăваплă ун кĕлли.
 
Пĕрне-пĕри пач хирĕçле
Мĕнпур енчен эпир.
Çын ыр шăпана тивĕçлĕ,
Вĕсемшĕн – çывăх чир.
Хушса юрламалли.
 
Тăрсамăр хирĕç тĕрлĕрен
Хаяр вăр-хураха.
Çаратакан та пăвакан
Тӳр чунлă халăха.
Хушса юрламалли.
 
Ан хăйччăр хура çунатсем
Çĕршыв çийĕн вĕçме.
Ан хăйччăр сăхă тăшмансем
Тыр пуссине ишме!
Хушса юрламалли.
 
Фашистăн çĕрĕк çамкине
Шăтарăпăр персе.
Хурар этемлĕх йĕрĕхне
Пĕр тупăка чиксе.
Хушса юрламалли.
 
Чун-чĕререн çĕкленĕпĕр
Пĕтĕм вăя хурса.
Таса юратнă çĕрĕмĕр,
Союзшăн тавăрса!
Хушса юрламалли.
 
: 497, Хаçат: 30 (1379), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: