Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтел ялĕнче 94 çулхи Вера аппапа тĕл пулса калаçни нумайлăха асра юлĕ. Тăхăр теçетке çул урлă каçнă ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, пурнăçа хаклани, нумай нуша-терт курсан та никама ӳпкелешмесĕр асаилӳ авăрне путни хавхалантарчĕ.
 
– Аттем – Киркка, хам – Веркка, хушаматăм – Шубина, – терĕм эп шкулта иртнĕ ватăсен кунĕнче вĕренекенсене хампа паллаштарса. Вĕсем алă çупсах ячĕç. Манмаççĕ мана çамрăксем. Ак çапла пĕчченех пурăнатăп халь. Аппапа йысна вилчĕç. Шанчăклă пулăшакансем пур-ха. Тавах Генука (кӳршĕри Лидия тата Геннадий Шубинсем) мана куллен пулăшнăшăн, кăçал анкартие мотоблокпа сухаласа панăшăн. Мăшăрĕ кил-çурта тирпейлесе тăрать, урай çăвать, лавккана, почтăна кайса килет. Тăван аккан ывăлĕпе кин те – Клавдийăпа Геннадий Нагорновсем – ман пата йăпăрт кăна кĕрсе тухаççĕ. Мана пăхаççĕ.
Вера Кирилловна 1922 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Пухтелĕнче çуралнă. Йăрăскер ялти пуçламăш шкула тантăшĕ-сенчен икĕ çул маларах кайнă. Хĕрачан çав тери вĕренес килнĕ. Вĕрентӳçи – Мария Бюргановская – çырма-шутлама пĕлесшĕн çунакан Верăна 1-мĕш класа илнĕ.
– Мария Ильинична Пухтел шкулĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Астăватăп-ха, унăн Çинкка ятлă хĕрĕ пурччĕ. Эпĕ шкула кайнă çул класра ача пит нумайччĕ. Пукан пурне те ларма çитместчĕ. Ура çинчисене çырма кансĕрччĕ. Никама та кӳренмелле ан пултăр тесе учительница ларакансене тăрса çыртаратчĕ, – аса илет Вера аппа. – Тăватă çул çеç вĕрентĕм çав. Юнашар Тимĕрçенпе Улхашра шкулсем пурччĕ ĕнтĕ. Унта çуран çитмеллеччĕ, хваттер шырамаллаччĕ. Ни пушмак, ни пальто таврашĕ пулман. Çапла вара малалла вĕренме май килмерĕ. Пĕррехинче аннепе, Анастасия Абрамовна Шубинапа, Кивĕ Улхаша ĕçпеле кайрăмăр. Хăнана кĕтĕмĕр пĕр курка чей те пулин ярса параççех тесе, шăрăх çанталăк ĕшентернĕ хамăра, ывăнтарнă. Пире вара тĕпелелле те иртме сĕнмерĕç. Аран киле çитсе ӳкрĕмĕр. Çемьере эпир сакăр пĕртăван пулнă. Аслă тете вăрçăран таврăнаймарĕ. Ман хыççăнхи, Санькка, пит ташлама юрататчĕ. Пĕррехинче ял хĕррине чикансен тапăрĕ килсе вырнаçнă. Каçсерен çав енчен илемлĕ юрă-ташă илтĕнетчĕ. Санькка урама тухсан ташламасăр кĕместчĕ, чикансенчен ташлама вĕреннĕ те – хайхи çунтарать ташша! Илемлĕ, илĕртӳллĕ хăй, сăнĕпе те, хусканăвĕсемпе те чăн-чăн артист. Ентешсем халĕ те аса илеççĕ унăн ăсталăхне. Вăрçă алхасман пулсан, тен, паллă çын пулнă пулĕччĕ. Фронта лексен Санькка Питравкка уявĕ вăхăтĕнче паттăрла вилĕмпе вилнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн çемьере кӳршĕ-аршăри пекех пурте хăйнеевĕр маçтăр пулнă, çамрăклах ĕçлеме тухнă. Вуникĕ çулта эпĕ колхоза кĕлте çыхма кайрăм. Пĕчĕк те ырханкка хĕрачана пĕр бригадăна та илесшĕн пулмарĕç. Çак хытанкка пӳрнӳсене сусăрлатса хăварасшăн-и, аллу сана малашне ай-ай епле кирлĕ пулать-ха терĕç. Çирĕп кăмăл мĕнпурне çĕнтерчĕ. Мана, йĕрес патне çитнĕ хĕрачана, Васса Абдрехменова йышăнчĕ. Вăл жнейкăпа вырса çыхса пычĕ, эпĕ – кĕлтесене пĕр-пĕрин çине хурса. Васса аппа мухтатчĕ, вăйлă эс тетчĕ. Çакă тата та хавхалантарнă пуль. Ачасен, ахăртнех, пылак та çиес килнĕ. Сахăр çукчĕ. Сĕтпеле чей ĕçеттĕмĕр те колхоза ĕçе каяттăмăр. Ывăннине туймасăр вăй хума тăрăшнă. Ĕçлемесĕр пĕр кун та иртмен – тачка (урапа) тĕртсе Ирçел çулĕпе хăпараттăмăр, выльăх-чĕрлĕх валли курăк, кăмака хутма çапă кӳреттĕмĕр. Каçсерен вутă шырама кайнă. Кантăр тĕртнĕ. Ятне кĕпе валли пуса хатĕрленĕ – кантăр çинчи чи пирвайхи сийне маларах сӳсе илнĕ. Пирĕн атте, Кирилл Александрович Шубин, юмах калама юрататчĕ. Чăн-чăн сăмах ăсти пулнă, таврари ачасене пухса юмах-халап ярса паратчĕ. Ăçтан çавăн чухлĕ пĕлетчĕ! Шел, хут çине çырса пыман. «Атте, тархасшăн, мĕн-тĕр каласа пар-ха»,-теттĕмĕр каçкӳлĕм йышпа пысăк сĕтел тавра пухăнса. Пурте алĕç тăваттăмăр: кавир, пир тĕртеттĕмĕр, тĕрлеттĕмĕр, çыхаттăмăр, çăм авăрлаттăмăр – çăпата тунă чух пушăт туртнă майăн атте юмах юптаратчĕ. Вăл вăрçăран ырă-сывă таврăнни пирĕншĕн телей пулнă.
Веркка аппа еплерех хавхаланса урама выляма тухни çинчен те каласа пачĕ.
– Симĕс курăк шăтма пуçласанах Пухтел çамрăкĕсем урама (халь клуб ларакан вырăна) тухнă. Малтан купăспа ташланă. Шапа кăшкăрсан – сăвă такмак каланă, карталанса вăйă юррисене юрланă. Питравккаччен, куккук авăтма чарăниччен вылянă-кулнă. Киле таврăнса кăшт кăтăш пулнă та кĕтӳпе пĕрле хире ĕçлеме тухса кайнă. Япалак ялĕн хирне курăк татма васканă. Çимелли паянхи пек пуян пулман – тиркемен, веçех çинĕ. Пирĕн ĕне пулнă. Сĕт ĕçни чир-чĕртен, вилĕм-чĕрĕмрен хăтарнă, – аса илет сăмаха ухата кинеми.
Вера Шубинан аслашшĕсем те, кукашшĕсем те ялта ятлă, пуян çынсем пулнă. Кукашшĕсем ывăл пулман пирки (ултă хĕр çуралнă) усрава ывăл ача илнĕ, çавăн хыççăн хăйсен пилĕк улăп çуралнă. Ĕçлеме юратнăран мул çумне мул хушма пĕлнĕ çемьене кулак тесе килĕнчен кăларасшăн пулнă. Те ача нумай пулнипе кăларман – тӳресем пуç тавра шухăшласа пăхнă пулас. Аслашшĕсене кăларнă – пурлăхне тĕпĕ-йĕрĕпе туртса илнĕ. Вера Шубинан ашшĕпе амăшне те нимсĕр хăварасшăн пулнă – тăхтанă, икĕ ĕнерен пĕрне тата ытти выльăхсене хăваласа кайнă.
Веркка аппа сăваплă вырăнта – Хусан турамăшĕ ячĕллĕ часавай çумĕнче пурăнать. Тăхăрвунтăватă çул пурăннин вăрттăнлăхне ĕмĕр тăршшĕне çак таса шыва ĕçнипе çыхăнтарать.
– Эрех ĕçмен эп. Юлашки хут пĕр черкке хĕрлĕ эрех Генук (аппăшĕн ывăлĕ) туйĕнче ĕçнĕччĕ. Ку шĕвек çынна темĕн тĕрлĕ йӳнĕ хăваракан япала. Чи юратнă апат – çăрса пĕçернĕ салма яшки. Чи юратнă уявсем – Мункун, Çимĕк тата Кĕрсăри. Мункунра кашни касса таканккисем лартнă, ютран пынисене чи малтан ярăнтарнă, – терĕ Веркка аппа.
Амăшĕ ватăлса вилсен Веркка аппа ашшĕне пăхнă. Унтан аккăшĕпе йыснăшне пытарнă. Кинеми кашни куна усăллă ирттерме тăрăшать. Кун кĕнеки çырса пырать – ялта, çемьере пулса иртнĕ паллăрах ĕç-пуçа тетрадь çине тирпейлĕн шăрçалать. Уйрăмах хĕвеллĕ уяр куна кăмăллать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 577, Хаçат: 30 (1379), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: