Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Леонид Еленкин – Чăнлă районĕнчи çамрăк фермерсенчен пĕри. Паян унăн тăван ялĕн – Кунтикав – çывăхĕнче 1 пин те 200 гектар çĕр. Унта ытларах пĕрчĕллĕ культурăсене туса илет вăл.
 
Иртнĕ вырсарникун хуçалăхри механизаторсем базăраччĕ: кĕрхи тĕш-тырра пуçтарса кĕртнĕ хыççăн хиртен таврăннăччĕ, комбайнĕсене унтан-кунтан юсатчĕç, механизмĕ-сене сĕретчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ хĕрӳ вăхăт пулсан та пирĕнпе калаçма кăмăл турĕ.
-Маларах ку хуçалăх анне – Раиса Николаевна – çинчеччĕ, 2004 çултанпа эпир унпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. 2011 çулта вара хам çине куçартăм. Халĕ те анне мана кирлĕ пулсан пулăшать-ха. Кăçалхи лару-тăру çинчен калас пулсан – кĕрхи тулла пухса кĕртрĕмĕр ĕнтĕ. Тухăç савăнтарать – гектартан вăтамран 38 центнер. Тунтикун урпана тухатпăр, вăл 150 гектар. Ку культура та 30 центнертан кая памасть пулĕ тесе шутлатăп. Кĕркунне валли сахăр кăшманĕ юлать – 155 гектар. Вăл та япăх мар çитĕнет, лайăх тухăç пулмалла. Хуçалăхăн 35 гектар нумай çул ӳсекен курăк та пур. Унпа сурăхсем ĕрчетме усă куратпăр,- каласа парать Леонид Владимирович.
Сурăхĕсене вăл хăй хуçалăхĕ валли тытать, ĕçлекенсене çитерме, столовăйра апат хатĕрлеме усă курать. Механизаторсене килĕ валли ĕç укçи шучĕпе те парать.
Леонид Владимирович Еленкин ячĕллĕ хуçалăхра çулталăкĕпех 7 çын вăй хурать. Вĕсем хĕлле техникăна юсаççĕ, тыр-пул илме килекенсен машинисене тиесе яраççĕ, базăна йĕркере тытаççĕ. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче вара хуçалăх пуçлăхĕ тата 8-9 çынна ĕçе илет. Вăл каланă тăрăх, тата пĕр механизатор пулсан аван, мĕншĕн тесен халĕ кашнине 2-3 техника лекет. Сăмахран, Иван Казаков ирхине бензовозпа мĕнпур техникăна заправка тăвать, кайран КамАЗ çине куçать.Тракторпа ĕçлеме те пултарать вăл. Иван Куркин та çакăн пекех темиçе ĕç пурнăçлать. Ялхуçалăх техникине аван пĕлекен, ăна пăхса-юсаса тăракан çын та тем пек кирлĕ, ун пекки тупăнсан пуçлăх ăна паянах ĕçе илме хатĕр.
Çак йывăрлăх пирки Леонид Владимирович çапла калать:
-Халĕ укçа пулсан ытти ыйтусене татса пама пулать. Çĕр çинче ĕçлеме кăмăл тăвакан çын тупасси вара – питĕ йывăр. Унччен техника туянаттăмăрччĕ те унпа ĕçлекен çын шырама пуçлаттăмăр. Халĕ ĕç-пуç урăхланчĕ: малтан çыннине шыраса тупатпăр, кайран ун валли техника туянатпăр. Мĕншĕн тесен хаклă техника туяннă хыççăн ăна хута ямалла, вăл пĕр вырăнта ларнин усси çук. Сăмахран, виçĕ çул каяллах эпир К-700 трактора ултă миллион тенкĕ-лле туяннăччĕ. «Полесье» комбайн та çавăн евĕрлех тăрать.
Л.В.Еленкин базăри кантур çуртне те кăтартрĕ, унта юсав ĕçĕсем пĕтсе пыраççĕ ĕнтĕ. Кунта пуçлăх пӳлĕмĕ те, столовăй та пулать.
Халĕ Леонид Еленкин хуçалăхĕ-нче тăватă комбайн (вĕсенчен иккĕшĕ – «Полесье»). Малашне тепĕр «Полесье» туянасшăн, унпа ĕçлекеннине тупса хунă ĕнтĕ пуçлăх. Вăл хулара пурăнать, çапах та тырçи вăхăтĕнче çак хуçалăхра комбайнпа ĕçлеме килĕшнĕ. Сăмах май çакна каламалла: комбайнер тырçи тапхăрĕнче – 3-4 эрнере – 50 пин тенкĕрен пуçласа 80 пине çити ĕçлесе илме пултарать.
Тепĕр йывăрлăх – пуçтарса илнĕ тырра сутасси.
-Çĕр ĕçченĕн ялан йывăрлăх: тырă ăнсан та, ăнмасан та. Тĕлĕнмелле: тырă пулмасан – укçа çук, тырă пулсан – ун хакĕ çук. Тырă туянакансем (перекупщик теççĕ вĕсене) хăйсем хушшинче калаçса татăлаççĕ те хака антарса лартаççĕ. Пирĕн ниçта та кайма çук – сутмаллах. Çĕр ĕçченĕн мĕнпур тыррине усрама кĕлечĕсем те çитмеççĕ, кредитне те вăхăтра тӳлемелле. Çавăнпа сутмах тивет. Сăмахран, пĕлтĕрхи тырă та пур-ха кăштах манăн. Хакланасса кĕтетпĕр. Халĕ, тырçи вăхăтĕ-нче, хакĕ чакрĕ – 3-мĕш класлă тыррăн пĕр килограмĕ 7 тенкĕ тăрать. Уйăх каялла кăна 10 тенкĕ пулнă. Çавăнпа çĕнĕ тырра кĕлете хуратпăр-ха. Паллах, унта пурте кĕмест, ыттине Чăнлă элеваторне турттарса упрама хумалла пулать ĕнтĕ. Хамăрăн икĕ КамАЗ пур, тата иккĕшне тара тытмалла пулать тырра унта турттарма. Пĕлтĕр перекупщиксем хак паманнипе эпĕ çапла тунăччĕ. Элеватор хакĕсем те пысăк, паллах, пурпĕрех чуххăм сутса янинчен усăллăрах пулчĕ унта усрани. Тырă сутасси лотерея вăййинех çаврăнчĕ. Паян мĕн тусан ыран мĕн пулнине малтан пĕлсе тăма çук,- тет фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ.
Хушса çырни. Эрнекуна кунта урпана çапса пĕтернĕ. Тухăçĕ вăтамран 1 гектартан – 35 центнер.
 
: 207, Хаçат: 31 (1380), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: