Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн редакци «Канаш» хаçата çырăнакансем хушшинче кашни çур çултах лотерея ирттерет. Парнесем те пĕчĕккисем мар. 2016 çулхи 2-мĕш çурçуллăха облаçри чăваш хаçатне çырăннисем хушшинче лотерея ирттересси пирки те маларах пĕлтернĕччĕ, унта хутшăнма кăмăл тăвакансене абонемент хучĕсене е вĕсен ксерокопине ярса пама ыйтнăччĕ. Выляв кунĕ тĕлне редакци 76 абонемент илчĕ.
Лотерея çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре редакцире иртрĕ. Ăна тӳрĕ кăмăлпа йĕркелеме Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновскра пурăнакан Марина Владимировна Федорова (Грушина) пулăшрĕ. Алли çăмăл унăн. Виç-тăватă çул каялла «Народная газета» йĕркеленĕ лотерея вăййинче вăл телевизор выляса илнĕ. Эпир Марина Федорована пире пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Ку çурçуллăхри лотерейăна хутшăннисенчен выляса илекенсем çаксем пулчĕç:
1. Людмила Владимировна Титова (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен) – çутçанталăкра канса лармалли кресло*
2. Н.П.Ильина (Ульяновск хули, до востребования, индекс 432032) – утюг*
3. П.В.Великанова (Ульяновск хули, Созидательсен урамĕ, 8) – кофе вĕретмелли савăт – турка*
4. Нина Петровна Чернова (Чартаклă поселокĕ, ВЛКСМ 50 çул урамĕ,111) – «Императоры России» кĕнеке*
5. Екатерина Федоровна Беззубова (Ульяновск хули, Ватутин урамĕ, 24) – сĕтел çитти.
Ку парнесемпе «Ульяновская правда» издательство çурчĕ тивĕçтерчĕ.
Кунсăр пуçне редакцире ĕçлекенсем хăйсен парнисене те пачĕç.
Николай Ларионов редактор ачасем валли кăларнă «Вут хӳре» виçĕ кĕнекине вылянтарчĕ.
Телейлисем çаксем пулчĕç:
Роза Валентиновна Абдулкина (Чартаклă районĕ, Уçăркка ялĕ)*
Лида Семенова (Тереньга районĕ, Подкуровка ялĕ)*
Зоя Яровова (Тереньга районĕ, Подкуровка ялĕ).
«Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕн Валентина Ефимован «Анатолий Юман пултарулăхĕ» кĕнекине çак çынсем выляса илчĕç:
В.Н. Журавлев (Ульяновск, Овражная урамĕ, 63)*
Виктор Иванович Марков (Ульяновск, Тюленев пр, 28)*
Иван Николаевич Чавга (Ульяновск, Прокофьев урамĕ, 97).
Парне выляса илнисене редакцире ĕç вăхăтĕнче (9.00 – 17.00) куллен (шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне) кĕтетпĕр.
 
: 389, Хаçат: 31 (1380), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: