Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр çĕрĕ – нумай нациллĕ кĕпĕрне. Вырăссемпе пĕрле кунта чăвашсем, тутарсем, мордвасем тата ыттисем те пурăннă.
Кашни уесрах, Пăвасăр пуçне, пуринчен те ытларах вырăссем пулнă. Пăва уесĕнче чăвашсемпе тутарсем пĕр тан пурăннă. Ардатов уесĕнчи кăнтăрпа çурçĕр енче мордвасем ытларах вырнаçнă, çурçĕр-хĕвелтухăçри Курмăш уесĕнче – чăвашсем.
1897 çулхи Раççей империйĕнчи пирвайхи перепиç тăрăх, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пурăнакансем 1 миллион та 527 пин те 848 çын шутланнă, хуларисем – 7 процент. Вĕсенчен вырăссем – 1 миллион та 41 пин те 219 çын, мордвасем – 188 пин те 979, чăвашсем – 159 пин те 766, тутарсем – 133 пин те 977 çын.
Хутла пĕлекенсем вăл вăхăтра çав тери сахал пулнă: пурăнакансенчен 83 проценчĕ вулама та, çырма та пĕлмен. Хĕрарăмсенчен хутла пĕлекен 7 процент анчах пулнă. Кăтарту тăрăх, чи пĕлӳллисем - нимĕçсем, пĕлӳсĕррисем – чăвашсем шутланнă. Вырăс арçыннисем 29,6 процент, хĕрарăмсем – 8* мордва – 17,7 арçынсем, 2,2 – хĕрарăмсем* тутар – 15,2 арçыннисем, 6,6 – хĕрарăмсем* чăваш – 15,6 арçынсем, 1,3 – хĕрарăмсем вулама та, çырма та пĕлнĕ.
Чĕмпĕр кĕпĕрниче 1908 çулта 149 вырăс мар çынсен халăх училищи пулнă, вĕсенчен чăвашсен – 79, мордвасен – 58, тутарсен – 9, эстонсен – 3.
И.Я.Яковлев - Чĕмпĕр хулинче пурăнакан чăвашсенчен пĕрремĕшсен йышĕнче. Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă хыççăн вара унти учительсемпе вĕсен çемйисем, вĕренекенсем те çак хулан çыннисем пулса тăнă.
1898 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче 168 ача пулнă, хĕрарăмсен училищинче – 63. Пурĕ 231 çын.
1897 çулта иртнĕ перепиç Чĕмпĕ-рте тата кĕпĕрнере мĕн чул чăваш пурăннине туллин пĕлтерни паллă. Чĕмпĕрте 229 арçын, 74 хĕрарăм – пурĕ 303 çын шутланнă. Вĕсенчен хутла пĕлекен 150 арçын тата 59 хĕрарăм пулнă.
1897 çулта Чĕмпĕр хулинче пурăнакансем вырăссем, украинсемпе беларуçсем – 38 пин те 101 çын, тутарсем – 2 пин те 191, мордвасем – 189, чăвашсем – 303, поляксем – 390, нимĕçсем – 172, еврейсем – 237 тата ыттисем – 101 пулнă.
 
: 504, Хаçат: 31 (1380), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: