Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕрлĕ çĕрти чăвашсен пурнăç йĕркисем, юрри-кĕвви, вăййи-кулли, хăнари йĕркесем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăма та пултарнă, анчах та авалхи тапхăртан юлнă йăласем паянчченех сыхланса юлнă.
 
Вăл йăласене çынсем тăрсан-тăрсан аса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри хăнана кайсан, тĕрлĕ ĕçкĕ-çикĕре, ĕç вăхăтĕ-нче, апат çинĕ вăхăтра – чăхă ашĕ çинĕ чухне – йĕтес туртас йăла халĕ те пур-ха. Йĕтес шăмми (ключица) пĕкĕ евĕрлĕ-рех, анчах та çӳлти пайĕ чăмăртансарах тăрать. Тĕрлĕрен каланă: йĕтес туртасси, йĕтес уйăрасси.
Йĕтес шăммине туртнă (уйăрнă) хыççăн пĕр-пĕрне вăлтма тăрăшнă. Кам маларах вăлтать (улталать) – вăл "ăсли" пулать, улталанни "ухмахĕ" пулать.
Йĕтес шăммине уйăрнă чухне шăмă пĕр пек пайланмасть, кама-тăр çӳлти пайĕ пысăкрах (муклашкипех) лекет. Ун пек чухне кама пысăкрах пайĕ лекет, вăл ăсли пулать.
Хăш-пĕр вăхăтра йĕтес шăммине уйăрнă чухне улталамалла та, улталамалла мар та калаçнă. Вăйă пуçланиччен пĕр-пĕринпе калаçса татăлаççĕ, килĕшӳ тăваççĕ: мĕнле парне памалла, хăнана камăн чĕнмелле е тата урăхла килĕшӳ-сем пулма пултараççĕ.
Улталаканни – «ăсли», улталанни – «ухмахĕ». Улталамалла мар калаçсан икĕ енчен те пĕр-пĕрне парне параççĕ. Япалисем те (парнисем) тĕрлĕрен пулма пултарнă: кĕпе тăхăнтартасси, тутăр парасси, килте тунă çĕрĕ-сулă парнелесси, эрех çинчен те манман. Ку вăййа нумайрах чухне хĕрарăмсем выляса ирттернĕ. Йăлана пăхса йĕтесе татмалла пулнă, мĕншĕн тесен йĕтесе татмасан çылăх пулать е пурнăçра мĕнле те пулин инкек пулма пултарать тенĕ. Улталанни («ухмахĕ») малтан ятарласа улталаканнине («ăслине») килне кайса хăй патне хăнана чĕннĕ, «йĕтес туспа» лайăх ĕçкĕ-çикĕ туса ирттернĕ, парнисене те панă.
Йĕтес шăммине уйăрнă чухне, ун çумĕнчи ашне пурне те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уйăрса панă, кайран вара ку çынсене те хăнана чĕннĕ. Хăнасем юрланă, ташланă – пĕр-пĕринпе савăнса «йĕтес хăнине» ирттерсе янă.
Шӳтсем çинчен те манса кайман. Йĕтес туртас умĕн йытăлла вĕрме, автанла авăтма, юрласа тата ташласа пама е тата урăхла шӳтсемпе юптарусем туса ирттерме калаçса татăлнă.
Хăнара шӳтлесе те юрласа, калаçса та юптарса ларни – ĕçке-çике илемлетнĕ, çынсен хушшинчи туслăха çирĕплетнĕ, пĕр-пĕрне хаклама, хисеплеме хистенĕ, вĕрентнĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 148, Хаçат: 31 (1380), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: