Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧĂВАШ ЧУНĔ ПАТНЕ ÇУЛ ТУПНĂ ВĔРЕНТӲÇĔ
b>«Çитĕнӳ» тенĕ сăмах камшăн та чи илемли те илĕртӳлли. Каланинчен ытларах ăна ăшра туйса илни паха. Ку çеç те мар-ха, çитĕнӳ вăл пĕр вырăнта тăмасть, тĕреклĕ урхамах пек пĕрмаях малалла туртать. Çитĕнӳре этем ӳссе, тĕрекленсе пырать. Вăлах çемьешĕн, ытти çынсемшĕн татах та усăллă пулма çĕнĕ майсем туса парать. Çитĕнӳ çынра хуçа туйăмĕ çуратать. Чи пахи – çын хăйне хуçа пулни. Çакă этеме хăй мĕн тăвас тенине тума, пурнăçа хăйне килĕшнĕ пек улăштарса пыма пулăшать, тĕнчене хăй куçĕпе курма, таврари пурнăçа хăй майлă ĕçлеттерме вĕрентет. Пурнăç тилхепине кăна алăран вĕçертмелле мар.
Çакăн пек тарăн шухăшлă пурнăç тилхепине тытса пырать те ĕнтĕ Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче вунтăххăрмĕш çул çамрăк ăрăва тăван чĕлхене ăша хывма вĕрентекен Светлана Валерьяновна Телеева. Ăна чăннипех чăваш чунĕ патне çул тупнă вĕрентӳçĕ тесе хаклама пулать. Ахальтен мар Светлана Валерьяновна сăн ӳкерчĕкне 2011 çулхи кĕркунне Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳçĕсен Мухтав аллейине вырнаçтарнă.
С.В.Телеева сăнне Мухтав аллейине кĕркунне вырнаçтарни те хăйнеевĕр паллă – вăл 1971 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Анат Тимĕрçен ялĕнче тĕпленсе пурăнакан хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çак чыса вăл çуралнăранпа хĕрĕх çул тултарнă тĕле тивĕçнĕ.
Çемьере тăватă ачаран (пĕр ывăл та виçĕ хĕр) Светлана чи асли. Ашшĕ- Валерьян Фёдорович – колхозăн хастар механизаторĕ, амăшĕ – Анна Фёдоровна – малта пыракан доярка пулнă, вăл тĕрлĕ ĕçсенче те тар тăкнă. Çавăнпа та Светлана ашшĕпе амăшне, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене май пур таран пулăшнă. Шкулта аван вĕреннĕ, вĕрентӳçĕ пулма тĕллев лартнă.
«Çитĕнӳ» ăнлав пĕлтерĕшне ăша хывса Светлана Валерьяновна 1988 çулта вăтам шкул пĕтерет те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет.
1993 çулта историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк чăваш филологĕ тăван шкулне таврăнать. Çанă тавăрсах ачасене тăван чĕлхене ăша хывма вĕрентме тытăнать.
Вунтăххăрмĕш çул Светлана Валерьяновна Анат Тимĕрçен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Обществăлла ĕçсене, районта тата облаçра иртекен вĕрентӳçĕсен конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет. Вăл вĕрентекен ачасем те унран тĕслĕх илсе тĕрлĕ олимпиадăсенче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ. Тĕслĕхрен, 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Владислав Базарнов чăваш чĕлхипе тата литературипе Шупашкарта регионсем хушшинче иртекен олимпиадăра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илет. Çакăн пек тĕслĕхсене Светлана Валерьяновна ĕçĕ-хĕлĕнче вуншар илсе кăтартма пулать.
2010 çулта С.В.Телеева «Тăван чĕлхе вĕрентӳçи – 2010» конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухать. 2011 çулта вара «Инновационные ресурсы модернизации регионального образования» курава «Развитие одарённых детей в этнокультурной среде в сельской школе» проектпа тухса ятарлă Диплома тивĕçет.
Анат Тимĕрçен шкулĕнче «Шăпăрлан» çавра сĕтелĕ иртнĕ кун манăн Светлана Валерьяновна 8-мĕш класра тăван литература урокне ирттернĕ тĕле çакланма тӳр килчĕ. Хăйне урокран мĕнле-тĕр кирлĕ ĕçпе вăхăтлăха чĕнсе кăларсан ачасенчен вĕрентӳçи çинчен ыйтса пĕлтĕм. Саккăрмĕшсем пĕр харăссăн: «Светлана Валерьяновна урокĕсенче пĕлӳ илесси – тулли киленӳ!» - терĕç кăшкăрсах. Ăнлантармасăрах паллă. Сăн ӳкерĕнме те вĕрентӳçĕ ачасемпе пĕрле çеç килĕшрĕ.
Калаçура, паллăх, вĕрентӳçĕн харпăр пурнăçĕ çинче те чарăнса тăни вырăнлă, мĕншĕн тесен çитĕнӳ тени харпăр пурнăçĕпе те тачă çыхăннă.
Унăн мăшăрĕ – Георгий Николаевич – тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса çемье бюджетне пуянлатса тăраканскер мăшăрне пур енчен те пулăшса пырать. Телеевсем çут тĕнчене икĕ ывăл парнеленĕ: Николай (Ульяновск патшалăх университетĕнче иккĕмĕш çул экономист-менеджера вĕренет) тата Виталий (Ульяновскри медицина колледжĕнче виççĕмĕш курсра пĕлӳ илет).
«Главней всего – погода в доме», - тесе Лариса Долина шăрантаракан юрă сăмахĕсем пĕтĕмĕшпех Телеевсен çемйине те пырса тивеççĕ. Çемьере тăнăçлăхпа ăнлану, юрату тĕп вырăнта пулсан çитĕнӳсем валли çулсем уçăлаççех. Çапла пултăрах!
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 1132, Хаçат: 44 (1136), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: