Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Роман Алексеев Çĕнĕ хулари 20-мĕш лицейра вĕренет. Каччă кăçал 11-мĕш класа куçнă.
Роман Алексеев пĕрремĕш класранах «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пырать. Халĕ те вăл ударник.
Шкул пĕтерсен вăл тухтăр профессине алла илме ĕмĕтленет. Хирург пуласшăн. Çавăнпа шкулта лайăх пĕлӳ илессишĕн питĕ тăрăшать. Юратнă предмечĕсем унăн – химипе биологи.
Вĕренӳсĕр пуçне Роман Алексеев спортпа питĕ туслă. Яштака та илемлĕ каччă хăрушă велосипед спортне – даунхилл - килĕштерет. Ку спорт – ту çулĕсемпе иртекен, чăрмавсене çĕнтерсе пымалли велочупу. Спортсменсем йывăр трассăна маларах парăнтарса тухассипе ăмăртаççĕ.
-Даунхилпа эпĕ виçĕ çул каялла паллашрăм та интересленме пуçларăм. Эп ачаллах велосипедпа ярăнма юрататтăм. Юлташсемпе трасса çине тухса пĕр-пĕринпе ăмăртма кăмăллаттăмăр. Пĕррехинче çапла трасса çине тухсан велосипедпа трамплин çинчен сикекенсене куртăм, тĕлĕнтĕм. Хамăн та вĕсем пек пулас килчĕ. Сиксе пăхрăм. Малтанах парăнтараймарăм çӳллĕ чăрмава, анчах хам та парăнмарăм. Тепре сикрĕм. Пулчĕ. Юлташăмсемпе куллен тренировкăсем ирттерме тытăнтăмăр. Икĕ çул хамăр тĕллĕн çапла даунхил ăсталăхне вĕрентĕмĕр. Интернет нумай пулăшрĕ. Иртнĕ çул Ульяновскра çак спортпа ăмăрту иртрĕ. Вăл 5 тапхăрпа пулчĕ. Эпĕ унта хутшăнтăм, 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Мана даунхиллсен Ульяновск облаçĕн командине илчĕç. Унта эпир пурĕ пиллĕкĕн: чи асли 27 çулта, чи кĕçĕнни 16-ра. Командăпа эпир Раççей ăмăртăвĕсене çӳретпĕр. Кăçал Чулхулара, Самарта пултăмăр. Çак кунсенче Магнитогорск хулинче пысăк ăмăрту иртрĕ. Шел, эп унта дистанцие чупса тухаймарăм, ӳкрĕм те велосипеда çĕмĕрсе пăрахрăм. Ăмăртусенче хальлĕхе пĕрремĕш вырăна тухман-ха эпĕ, иккĕ-виççĕмĕш вырăнсенчен те аяла анман. Малти пулма ĕмĕтленетĕп. Çакăншăн тăрăшатăп, - каласа пачĕ Рома.
Каччă ку спортпа Раççейре 6-мĕш квалификациллĕ спортсмен. Унăн пухминче хальлĕхе тăватă медаль, кубоксем. Кашни ăмăрту хыççăн мала тухнисене спорт лавккинчен тавар туянма сертификат параççĕ. Унпа усă курса каччă велосипеда çĕнетмелли, юсамалли япаласем туянать.
Сăмах май, чăваш каччи велосипедне яланах хăй юсать, ку кăткăс ĕçе никама та шанмасть.
 
: 632, Хаçат: 31 (1380), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: