Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Васильевна Шурекова Кивĕ Улхашри тухтăр амбулаторийĕнче 31 çул вăй хурать. Вăл чирлĕ çынсене сиплеме тухтăр çырса панă процедурăсене пурнăçлать. Куллен 10-15 çын сипленме килет ун патне: хăшне укол тумалла, теприне система лартмалла, виççĕмĕшĕн суранне çыхса ямалла. Алли çăмăл теççĕ унăн, хăшĕсем укол тунине те туйса илмеççĕ. «Пулчĕ те-и/» - тесе тĕлĕнеççĕ.
 
Л. В. Шурекова (хĕр хушамачĕ Сяськина) çак ялтах çуралса ӳснĕ. Хăйсен урамĕнче пурăнакан З.П. Яргункина фельдшерицăн шурă халачĕ унăн ĕмĕтне çаврăннă. Пĕчĕк хĕрача тухтăр пулма тĕллев лартнă. Шухăшне пурнăçа кĕртес тесе шкулта пит тăрăшса вĕреннĕ.
- Эпĕ пысăк çемьере 1965 çулта çуралнă. Аннепе аттен 6 ача: 5 хĕр те 1 ывăл. Эп виççĕмĕш. 1982 çулта ялти шкулта вунă класс пĕтерсен тухтăр пулас шутпа Шупашкарти патшалăх университетне документсем патăм. Конкурспа иртеймерĕм. Вара тӳрех Ульяновскри медицина училищине килтĕм. Унта мана университетра панă оценкăсемпе вĕренме илчĕç, урăх экзамен партармарĕç. Училищĕре тăрăшса вĕреннĕ эпĕ. Хĕрлĕ диплом илеймесен те хамăр ушкăнта чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Астăватăп-ха чи малтан венăран чĕрĕ çынна укол тунине. Унччен муляжсем çинче кăна вĕреннĕ вĕт. Пĕрремĕш çул кăна вĕренетпĕр-ха. Практикăна ячĕç. «Васкавлă пулăшу» машини çинче ĕçлетпĕр. Çавăнта пĕр ватă çынна (82 çултаччĕ) венăран укол тума тиврĕ. Алă та чĕтрет, машини те чĕтрет, пурпĕр лекрĕм, - аса илет сиплев ĕçне мĕнле парăнтарса пынине вăл.
Алла диплом илсен, 1985 çулта, Лидия Васильевна тăван яла таврăнать. Сăлтавĕ те пулнă – унта юратнă çынни кĕтсе тăнă.
Ака уйăхĕнче Лидия тухтăр амбулаторине вырнаçать. Ăна унти туслă коллектив – М.Ф. Ледюкова, Н.А. Сандркина – кĕтсе илет. Ялти амбулаторирех тĕп практика иртнĕ хĕре вĕсем пĕлсе çитме тата юратма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çак çынсене Л.В. Шурекова хăйĕн наставникĕсем тесе шутлать. Теорипе практика пач урăхла япаласем пулнине ĕçлеме тытăнсан пит лайăх туйса илет çамрăк специалист.
Унтанпа ĕç вырăнне пĕртте улăштарман вăл.
Çав çулах Лидия Васильевна ялта водительте ĕçлекен Виктор Филиппович Шурековпа çемье çавăрать. Виçĕ хĕрача çуратса çитĕнтереççĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Халь тăватă мăнук. Мăшăрĕ çĕр ĕçĕпе тăрăшать, фермер. Хăйсен тата тăванĕсен çĕрне акса илет. Кил таврашĕ-нче те пысăк хуçалăх Шурековсен – выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал.
- Халĕ эпир икĕ ял халăхне пăхса тăратпăр – Кивĕ Улхаш тата Чăвашкасси. Унччен пĕр ял кăначчĕ. Ун чухне çыннисем те ытларахчĕ ĕнтĕ – 3 пин ытла. Хамăр амбулаторин ятарлă машина пулнипе эпир кунĕн-çĕрĕн ĕçре пулнă: ĕç кунĕ вĕçленсен те сасартăк аптăраса ӳкнисене пулăшусăр хăварман. Çакна хамăр тивĕç тесе шутланă. Укçашăн мар, совеçпе тăрăшнă çынсемшĕн. Ачасемпе аслисемшĕн пĕр пек яваплăх тытнă эпир. Хăш чухне çĕрле икĕ-виçĕ сехетре тăрататчĕç - каятăн. Чир вăл вăхăта пăхса тăмасть, хуть хăçан та аптăратать. Йывăр чирлисене район пульницине те хамăрăнах ăсатмалла пулнă. Çынна хакланă вăл вăхăтра, вăл чи пысăк пуянлăх шутланнă. Пирĕншĕн халĕ те çаплах-ха. Чирлекене пулăшмасан çылăх тесе шутлатпăр. Халĕ те кам шăнкăравласа чĕнет – тухса утатăп. Ялта пурте пĕр-пĕринпе тăван вĕт эпир. Пулăшусăр пĕр çын та ан юлтăр тесе эпир, амбулаторире ĕçлекенсем, хамăрăн кĕсье телефонĕсен номерĕсене ял халăхне паратпăр. Ырă сăмах, ырă сĕнӳ пани те пулăшать вĕт хăш чухне, - паллаштарать вăл ĕçĕпе.
Кăçал амбулатори çумĕнче аптека уçăлнă. Ку ял çыннишĕн питĕ кирлĕ япала. Фармацевт ĕçне те Л.В. Шурекова илсе пырать. Вăл ятарласа çулталăк вĕреннĕ çак ĕçе.
Л.В. Шурекова стажпа тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ, анчах юратнă ĕçне пăрахас килмест. Виçĕ хĕртен пĕри хăйĕн профессине суйласа илнипе те амăшĕ савăнать, вăтам хĕрĕ Ульяновскри Васкавлă пулăшу пульницинчи токсикологи уйрăмĕнче ĕçлет.
 
: 518, Хаçат: 32 (1381), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: