Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çанталăк шăрăх тăнипе Ульяновск облаçĕ-нчи вăрмансенче виççĕмĕш-тăваттăмĕш класлă пушар хăрушлăхĕ сыхланать.
Специалистсем куллен вăрмана тухса çӳреççĕ, лару-тăрăва тĕрĕслеççĕ. Инкекрен сыхланма çынсене вăрмана сахалтарах çӳреме ыйтаççĕ. Инкеклĕ ĕçсен министерствин регионти уйрăмĕ-нчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Кăлаткăпуç, Çĕнĕ Спасск, Николаевка, Радищево районĕсен вăрманĕсенче пиллĕкмĕш класлă пушар хăрушлăхĕ тăрать. Облаçра пушартан сыхланмалли уйрăм вăхăт тесе палăртнă.
Ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министерствин специалисчĕсем облаçри вăрмансенче пĕр кунта кăна 19 хут пушар тухнине, 15,4 гектар çинчи çулăма сӳ-нтернине палăртнă. Çаплах типĕ курăк тивсе кайнă тĕслĕх те нумай – 72 гектар çинчи 16 пушара сӳнтернĕ. Пурĕ вара кăçал çутçанталăкра 550 пушар тухнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманнипе пулнă.
- Телее, вăрмансенче пысăк пушарсем пулман. Çунма пуçланине çав кунах асăрхаса сӳнтернĕ. Пĕтĕм службăсем хатĕр тăнă, - пĕлтернĕ Александр Чепухин министр.
Кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов хушăвĕпе кашни муниципаллă пĕрлĕхре граждансене пухса калаçу ирттермелле. Унта пушар хăрушлăхĕ пирки тепĕр хут ăнлантармалла, çак шăрăх та типĕ çанталăкра йĕркене çирĕп пăхăнмаллине хытарса каламалла. Çаплах ирĕклĕ пушар дружинисен ĕçне вăйлатмалла, вĕсен вăрмана нумайрах тĕрĕслемелле.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăсакансене явап тыттарассине те хытарнă:
- уйрăм çынсене 2 - 4 пин тенкĕ штраф*
- должноçри çынсене – 15 – 30 пин тенкĕ*
- предприятисемпе организацисене – 400 – 500 пин тенкĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн 130 административлă явап тыттарнă.
Инкеклĕ ĕçсен министерствин регионти уйрăмĕ кашни çынна тимлĕ пулма, пушартан сыхланма, енчен те вăрман, çул хĕрринче е уй-хирте курăк çуннине курсан тӳрех: 01* 112* 8 800 100 94 00* 8 (8422) 46-91-27 – телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.
 
: 493, Хаçат: 32 (1381), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: