Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ эрнере УОЧНКА пуçарнипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем Атăлçи Пăлхар çĕрĕ çине кайса килчĕç.
Çулçӳрев
Çĕр-çĕр çул каялла пирĕн несĕлĕмĕрсем пурăннă Аслă Атăлçи Пăлхар çĕрне курма, хамăрăн йăх таврашне пуç тайма Ульяновск чăвашĕсем пысăк ушкăнпа пуçтарăнса пĕрремĕш хут 1991 çулта кайнă. Çулçӳреве «Волга» патшалăх телерадиокомпанири «Еткер» кăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев йĕркеленĕ. Унччен çулталăк маларах вăл хăй пĕччен унта кайса несĕ-лсене пуç тайса çĕр каçса килнĕ. 2004 çулччен çак çулçӳреве çынсене илсе кайнă. Çуллахи вăхăтра Атăлçи Пăлхар çĕрне çитсе курасси, кĕлĕ ирттерсе несĕлĕмĕрсене хисеп тăвасси йăлана кĕнĕччĕ. Калаçса татăлса пĕр вăхăтра кунта Чăваш Ен, Самар, Пушкăрт енчи чăвашсем килсе çитетчĕç. Палаткăсенчен тăракан хулари çын шучĕ 500 çитни те пулнă. Сумлă мăчавăрсем кĕлĕ туса, така пусса чӳклесе шӳрпе, пăтă пĕçернĕ, паллă çыравçăсем тĕлпулусем йĕркеленĕ, сăвăçăсем сăввисене вуланă, артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă. Икĕ-виçĕ куна тăсăлнă Аслă Пăлхар çĕрĕ çинчи уява, халăх тумĕпе çӳрекен чăвашсене вырăнти халăх та пит тараватлă кĕтсе тăнă.
Кăçал вуникĕ çул хыççăн пĕрремĕш хут УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев унчченхи пек çулçӳрев йĕркелерĕ. Ульяновск облаçĕнчи 37 çын хутшăнчĕ унта.
-Хамăрăн несĕмĕлсен çĕрĕ çине кайса курассине кăçалхи автономи ĕçĕн планне кĕртнĕччĕ. Яваплă çыннисене те палăртнăччĕ – таврапĕлӳçĕсемпе И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществи. Автономи çумĕнчи кашни комитет, кашни обществăн маларах палăртнă планпа ĕçлемелле-çке-ха. Хут çине çырнипе кăна мар, ĕçне тумалла. Шел, яваплă çыннисем Пăлхара хăйсем те пымарĕç - кашнин мĕнле те пулин сăлтав тупăнчĕ. Çулçӳреве хам йĕркелерĕм. Интереслĕ ирттерме пулăшнăшăн УОЧНКА Засвияжски районĕнчи уйрăмĕн председательне Анатолий Сайдяшева, Чăнлă районĕнчи «Укăлча», «Хĕвелсем» ансамбльсен ертӳçисене Еленăпа Владимир Лянкинсене, Владимир Ярухина, Николай Кирюшина, хĕрарăмсен комитетне ертсе пыракан Елена Уресметована тав тăвас килет. Лянкинсем пирки уйрăм сăмах, вĕсем йĕркеленĕ ансамбльсене çӳрекенсем таçта та çитсе курма, веçех пĕлме тăрăшаççĕ. Крымри Акатуй таранччен хăйсене кăтартрĕç. Çулĕсене пăхмасăр нимĕнле экскурсирен те юлмаççĕ артистсем. Вĕсен çумне «Шанăç» тата «Уйсас» ансамбльсене çӳрекенсем те хутшăнаççĕ, - каласа пачĕ УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев.
Халĕ музей-заповедник администрацийĕнчен ирĕк илмесĕр территорие кĕрсе палаткăсем лартса вырнаçма çук. Çавăнпа та УОЧНКА çак ыйтăва малтанах татса пачĕ.
Пирĕн пысăк делегацие Тутарстанри Пăлхар чăвашĕсен наципе культура автономи председателĕ Валентина Якличева, унăн пĕртăванĕ Лилиана, ывăлĕ Сергей, хĕрĕ тата автономин ытти пайташĕсем çăкăр-тăварпа, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Вĕсене УОЧНКА тимлĕхсĕр хăвармарĕ, Чĕмпĕр чăвашĕсенчен хаклă парнесем пачĕ.
Музей таврашĕ халĕ унччен «Кунта Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ пулнă» тесе çырнă чул палăк вырнаçнă çĕртенех тытăнать. Территорие йывăçран лартнă икĕ пысăк крепоçăн алăкĕсем витĕр кĕмелле. Малалла вара экскурси вырăнне электромашинасемпе çитме пулать.
Çитсе вырнаçсан Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕ хăй машини тавра Аслă Пăлхар çĕршывĕн паллă вырăнĕсенче пулса курнине сăнлакан сăнӳкерчĕксен куравне йĕркелерĕ. Раççейри мĕнпур патшалăх наградисен – медалĕсемпе орденĕсен – муляж-копийĕсемпе паллаштарчĕ. Экскурсие килнĕ ачасене (15 ача) кăна мар, аслисене те Николай Кирюшин каласа панине итлеме интереслĕ пулчĕ. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ Аслă тата Атăлçи Пăлхар çĕршывĕсем пирки илтмен те.
Паянхи Атăлçи Пăлхар 12 çул каялли мар, вăл тĕпрен улшăннă. ЮНЕСКО хӳ-тлĕхĕнчи музей Европа шайĕнчи тесен те йăнăш пулмасть.
Кунта экскурсие килекен нумай: Атăл тăрăх та, асфальтлă çулпа та çӳреççĕ. Шывпа килсен пристаньтен тӳрех музея лекетĕн. Вăл ултă хутлă: çӳлти пĕрремĕш хучĕ çĕр çинче, ыттисем аялта – çĕр айĕнче. Чи аялти хутра историе хунсенчен тытăнса каласа параççĕ. Вĕсен çар пуçĕ Атилла та тимлĕхсĕр юлмасть. Çӳлерех хăпарса пынă май истори Атăлçи Пăлхар вăхăтнелле çывăхланса пырать. Каласа хăварас пулать, музей чавса тупнă экспонатсемпе пуян. Унта Кубратăн пӳрнине тăхăнмалли чăн ылтăн çĕрри те пур.
Аслă Пăлхар тата Кубрат
Паян историре Аслă Пăлхар текен çĕршыв 7-мĕш ĕмĕрте Азов çывăхĕнчи çĕрсенчен тытăнса Дон шывĕн юххипе тăсăлнă, Тамань çурутравне йышăннă. Ăна пăлхарсен пĕрремĕш патши Кубрат йĕркеленĕ.
Аслă Пăлхар çĕршывĕн тĕп хули Фанагория пулнă.
Кубрат 607 çулта çуралнă, Византи императорĕн кил-йышĕнче Константинопольте ӳснĕ, 12 çулта христиан тĕнĕпе ăна шыва кĕртнĕ. Çитĕнсен пĕрле выляса ӳснĕ Византи императорĕпе Ираклипе тачă çыхăну тытнă. 632 çулта Кубрат темиçе пăлхар йăхне аварсен пусмăрĕнчен хăтарса пĕрлештерме пултарнă, патша пулса тăнă. Кубратпа Евдокин (пуян грек хĕрĕ) пилĕк ывăл пулнă теççĕ, вĕсем пурте христиансем пулнă. Пăлхарсем ĕмĕрех хазарсемпе çапăçнă. Вилес умĕн Кубрат ывăлĕ-сене пухса Аслă Пăлхар патшалăхне сыхласа хăварма, туслă пурăнма ыйтнă. Аслă ывăлне Батбаяна сăнă парать те хуçма хушать. Лешĕ çăмăллăнах хуçать. Унтан кĕлте пек çыхнă сăнăсен пуххине парать. Каллех хуçма хушать. Лешĕ хуçаймасть. Кубрат ывăлĕсене те хазарсене çапла пĕрле хирĕç тăма хушать, унсăрăн пĕчченшерĕн хăйсене çапса аркатĕç тесе асăрхаттарать.
Кубратăн вилтăприне Украинăри Полтава облаçĕнчи Перещепино ял çывăхĕнче тупаççĕ. Шăпах çавăнти раскопкăсенче музейра упранакан унăн ылтăн çĕрне тупнă.
Анчах ывăлĕсем ашшĕ сăмахне тимлемеççĕ, вăл вилсен кашни хăйĕн çарĕпе (çыннисемпе) урăх çĕрте телей шырать. Аслă ывăлĕ ашшĕ хушнă пекех вырăнта юлать. Пĕччене хазарсем час çапса аркатаççĕ, хăйсене куланай (налук) тӳлесе тăмалла тăваççĕ. Çапла Аслă Пăлхар çĕршывĕ пĕтет.
Иккĕмĕш ывăлĕ Котраг Дон шывĕн хĕрринелле каять. Малашне вăл Атăлçи тăрăхне çитсе Атăлçи Пăлхар çĕршывне туса хурать.
Виççĕмĕшĕ – Аспарух - пăлхарсене Дунай шывĕ енне илсе кайса паянхи Болгари çĕршывне йĕркелет.
Тăваттăмĕш ывăлĕ Кубер Аслă Пăлхарăн çурçĕр-хĕвеланăçĕнч е (Добруджа) вырнаçать, пиллĕкмĕшĕ – Альцек – хальхи Итали патшалăхĕн вырăнне йышăнать.
Паян эпир камсене пăлхарсем теме пултаратпăр/
Пăлхарсем – паянхи чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем, Крым тутарĕсем, болгарсемпе балкарсем. Тен, Итали çыннисем те...
Атăлçи Пăлхар
Атăлçи Пăлхар çĕршывне хальхи Пенза, Самар, Ульяновск облаçĕсем, Тутар тата Чăваш Республикисен çĕрĕсем кĕнĕ. Паяна Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă 10-14-мĕш ĕмĕрсенчи 2 пин ытла истори палăкĕ тупнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче – 200, Самарта – 160, Пенза облаçĕпе Чăваш Енре – 70-шер.
10-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ вăйлă аталаннă, уйрăмах 11-12-мĕш ĕмĕрсенче. Вăл Руçпа, Скандинавипе, Прибалтикăпа, Византипе, Китайпа, Хорезмпа, Индипе, Далмаципе, Персипе суту-илӳ тунă. Тĕп хули малтан Пӳлер, кайран Пăлхар пулнă.
13-мĕш ĕмĕрте шăпах Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ чи малтан монгол-тутарсемпе çапăçнă, ăна 1236 çулта çĕнтерсен кăна Чингисхан мăнукĕн Батыйăн çарĕ Руçа тапăннă.
Экскурси
Атăлçи Пăлхар заповедник музейĕ-нчи экскурси 4 сехете тăсăлчĕ. Эпир Пысăк минарет, Çурçĕр мавзолейĕ, туристсемшĕн кăçал кăна уçăлнă Хĕвелтухăç мавзолейĕ (унта монголсем киличченхи, пăлхар вăхăтĕнчи культура сыхланса юлнă), Успени чиркĕвĕ, Хан керменĕ, Хан мунчи, Пĕчĕк минарет, Шурă палата, Хура палата тата 13-18-мĕш ĕмĕрсенчи ытти архитектура палăкĕсемпе, вĕсен историйĕсемпе паллашрăмăр. Çаплах кунта çăкăр тата сиплевçĕсен музейĕсем ĕçлеççĕ.
Мечĕт евĕр хăпартнă, тăррине уйăх палли лартнă çурт – Коран историйĕн музейĕ. Унта Гиннес кĕнекине кĕртнĕ тĕнчери чи пысăк (сăран хуплашкаллă, хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ) Коран упранать. Ăна çулталăкра пĕрре мăсăльман тĕнĕн уявĕнче вулаççĕ, хуплашкине 4-5 çын вăйĕпе кăна уçма пулать.
Атăлçи Пăлхарта тĕрĕк çыннисем пурăннă. Экскурсовод пире: «Значение слова «тюркский» - крепкий, прочный, устойчивый», - тесе ăнлантарчĕ. Шăпах чăваш сăмахĕ иккен вăл – тĕрек!
15-20 çул каялла экскурсоводсем каласа панисем паянхинчен самай уйрăлса тăраççĕ. Кашни каймассерен унта «чăваш» сăмах сахалланса пырать. Чăвашсене Пăлхар патшалăхĕпе паян пĕр палăк кăна çыхăнтарать – Дмитрий Мадуров лартнă чул юпа. Апла пулин те пирĕн, чăвашсен, хамăрăн йăхсем унтан тухнине манмалла мар. Пăлхарти чул палăксене арап саспаллисемпе çырнă пулсан та вĕсем чăвашла вуланаççĕ. Çакна пурин те пĕлмелле. Çавăнпа та май тупса Атăлçи Пăлхара кайса килмелле! УОЧНКА çулçӳреве çĕнĕрен чĕртсе яма, кашни çулах илсе кайма шантарчĕ!
 
: 126, Хаçат: 32 (1381), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: