Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Анатолий ЫРЬЯТĂН «Вутра çунман уртăш» повеçĕ пирки)
 
Шел пулин те – чăвашсен паллă çыравçиĔ журналисчĕ Валентин Урташ çинчен Тутарстанра пурăнма тытăнсан çеç тĕплĕнрех пĕлтĕмĕ
Халĕ çакă тĕлĕнмелле пулĕĔ анчах ман ăрурисенчен ун çинчен питĕ сахалăшĕ илтнĕĕ Чи малтан Тăхăрьялăн мухтавлă ывăлĕ пирки мана Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ ялĕнче пурăнакан ватă учительĔ пенсионерĔ тыл ветеранĕ Людмила Андреевна Кириллова каласа панăччĕĕ Унăн асаилĕвĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕĕ Унтанах 1971 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕĔ прозаик тата куçаруçăĔ çĕр ытла паллă юрă тексчĕсен авторĕ фронтри паттăрлăхшăн чылай награда илме тивĕçниĔ Хусанта тухса тăнă чăваш хаçачĕн – «Хĕрлĕ ялав» – ятарлă корреспонденчĕ пулни çинчен пĕлтĕмĕ Çавах халĕ те фронтовик поэт çинчен пурте питĕ лайăх пĕлеççĕ теме çукĕ Çавăнпа та сăвăçпа пĕр ялта çуралса ӳснĕ журналистăнĔ çыравçăнĔ сăвăçăнĔ Ульяновскра пурăнакан Анатоли Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» çĕнĕ повеçне Пăва районĕнчи «Ялав»Ĕ Ульяновскри «Канаш»Ĕ Хусанти «Сăвар» хаçатсенче пичетлеме пуçласан шутсăр савăнтăмĕ Халĕ ку хайлава автор уйрăм кĕнекепе кăларма тĕллев лартнăĕ Ăна питĕ вырăнлă та кирлĕ тесе шутлатăпĕ Эпĕ ку кĕнекене Валентин Урташ пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарма шкул программине те кĕртме сĕннĕ пулăттăмĕ
Ку кĕнеке вăрçă çинчен çеç марĔ этем чысĕпе тивĕçĕĔ халăхсем хушшинчи туслăхĔ патриотизм çинчен теĕ Çĕнĕ хайлав этем ăс-тăнне çӳллĕ шая çĕклетĕ Çамрăксемшĕн вăл – пурăнма вĕрентекен çутă çăлтăрĕ Паллă сăвăçĔ юрăçĔ куçаруçăĔ журналист пурнăçĕ пире пурне те таса чунлă пулмаĔ ĕçеĔ тăван çĕршыва юратма вĕрентетĕ Пĕр ӳстермесĕр калатăп, повеçпе паллашнă хыççăн хама хам урăхларах туймаĔ тĕрĕслĕх яланах çĕнтерессе çирĕпрех ĕненмеĔ этемлĕх умĕнчи яваплăха ытларах туйма пуçларăмĕ Манăн шутпаĔ шкул ачисенеĔ аттестат илсе çĕнĕ çулпа утма пуçлакансенеĔ пурнăçра хăйсен вырăнĕсене шыракансене шăпах çакăн пек кĕнеке кирлĕ теĕ
Кам вăл сăвăçӲ Хăйне усă тăвасшăн-и е общество умĕнчи пысăк тивĕçне пурнăçласшăн-иӲ Хам литературăна чунран парăннисен йăхĕнчен пулнă майĔ поэт çыраймасăр пурăнма пултарайманнине питĕ лайăх пĕлетĕпĕ Повеçре автор тĕп геройăн туйăмĕ-сенеĔ савăнăçăпе чĕри çуннине питĕ ăста уçса панăĕ Унăн ăсталăхĕ вырăнĕ-вырăнĕпе куçран куççуль кăларатьĕ Повеçĕн кашни геройне автор пысăк тимлĕх уйăрнăĔ кашнине хăйнеевĕрлĕ кăмăлĔ чун хевти уйăрса панăĔ кашнине вулакан тусне çавăрнăĕ
Эпĕ хамăн пурнăçра вăрçă çинчен сахал мар кĕнеке вуланăĕ Вĕсенчен чылайăшĕнче вăрçа пĕр енлĕн кăтартаççĕĕ Тăшман унта – пĕр паха енсĕрĔ хăрушă та шелсĕрĕ Ăна хирĕç тăраканĕ вара хăюллă та тӳрĕ кăмăллăĔ пĕр начар енсĕрĔ йĕркеллĕ çынĕ Анатоли Ырьят повеçĕнче вара фашистсене хирĕçле агитаци плакачĕ курăнсах каймастьĕ Тăшмана пур енлĕн хурласа çак никĕс çинче питĕ тĕрĕс те лайăх совет халăхне ăсталас вырăнне автор ытлашши мухтамасăрĔ пурнăçра куллен тĕл пулакан чăн-чăн çынсене сăнарлатьĕ Ку повеçре кашни сăнар – чăн çынĔ хăйĕн паха тата япăх енĕсемпе пĕрлеĕ
Тĕп герой вара – икĕ-виçĕ хутчен чăн-чăн çын! Тĕнче çине çак чăн-чăн уртăш йывăççи – нихçан авăнман хăрах алăллă сусăр çыннăн пĕртен-пĕр куçĕпе пăхма вĕренерĕ Хăвăр вăйăра ĕненĕрĔ çухалнă шанăçа тупăрĔ нихăçан та аллăра ан усăрĕ
Повесть ман чунра тарăн йĕр хăварчĕĔ чылай шухăш патне илсе çитерчĕĕ Хайлав этемĕн тĕрĕслĕхĕĔ ăшри тасалăхĕĔ хăюлăхĕпе паттăрлăхĕĔ пурнăçаĔ тăван çĕршыва юратниĔ шалти вăй-халĕ çинчен каласа паратьĕ
Сюжет чăнлăхпа тулса тăнипеĔ чунаĔ чĕрене пырса тивнипе ăна куççуль кăлармасăр вулама çукĕ Вăрçăри ӳкерчĕ-ксене питĕ уççăнĔ чăнлăхпа çыхăнтарса çырса кăтартнăĕ Вуласа пынă май геройсем мĕн тӳссе ирттернине чун витĕр кăларатăнĕ Кунта пурте пур, вăрçă таĔ куççуль теĔ юрату таĔ çĕнтерӳшĕн ăнтăлни теĕĕĕ
Повесть çăмăл вуланатьĔ кăсăклăĔ усăллăĕ Çав вăхăтрах трагедиллĕ теĕ Мĕншĕн тесен тĕп геройăн шăпи питĕ те синкерлĕ килсе тухнăĔ йывăр çăк тиеннĕ унăн хулпуççийĕ çинеĕТепĕр тесен вăрçă нушине тӳссе ирттернĕ миллион-миллион çыннăн шăпи ĕнтĕ куĕ
Хайлав чăн пулăмсемĔ чăвашсен хастарлă журналисчĕнĔ пултаруллă сăвăçин шăпи çинче никĕсленнĕĕ Çынсен сăнарĕсенеĔ пулăмсене тĕрĕсĔ чăнлăха тĕпе хурса уçса пама тăрăшать авторĕ Хайлав стилĕĔ чĕлхи мĕнле хăйнеевĕрлĕ тата! ÇутçанталăкаĔ тавралăха епле ăстаĔ ĕненмелле уçса парать вăл! Акă илсе пăхар-ха повеçри танлаштарусене,
«Çуркунне кăçал ытла та ир килчĕĕ Çанталăк икĕ-виçĕ кун ăшăтса тăнипе юр кĕсел пек çемçелсе кайрĕĕ Сăрт тăррисемĔ çӳллĕрех вырăнсем юр ирĕлсе пĕтнипеĔ шурă катанпир çине тĕл-тĕл хура кайăк хурса çĕлетнĕ витĕнкĕч евĕрлĕ курăнаççĕĕ Унăн сăнĕ куллен-кун улшăнса пыратьĕ Кĕмĕл евĕр йăлтăртатса выртакан юр кĕрчĕсем те сайралса юлчĕç ĕнтĕĕ Çуна йĕрĕсем тăрăх шăнкăртатса шыв юхатьĕ Лапамрах çĕрте пысăк кӳлленчĕксем пухăнса тăраççĕĕ Çурхи хаяр çил хутран-ситрен варкăшса килсе кӳлленчĕксенчи шыва чӳхентеретĕĕĕ Катрам-катрам пĕлĕтсем хушшинчен йăраланса тухнă хĕвел вăрăм урисемпе юханшыв еннелле кармашать»ĕ
Е тата,
«Шурă тутăр çыхнă çĕмĕртсем шывалла усăнса лараççĕĕ Çил варкăшса килет те çĕмĕрт турачĕсене лăстăр-лăстăр силлесе хăваратьĕ Вĕтĕ-вĕтĕ çеçкесем çырмана вĕçе-вĕçе анаççĕĕ Хăш-пĕр чухне тĕрлĕ чечексем ӳкнĕрен шыв хăй те чечеке ларнă пек туйăнать»ĕ
Мĕн тери кĕвĕлĕхĔ поэзи хуçаланать ку йĕркесенчеĕ Кашни йĕркере сăвăĔ ытарлăхĔ ӳкерчĕкĕ
Автор повеçре Валентин Урташ сăввисемпе пĕлсеĔ вырăнлă усă куратьĕ Çакă хайлава хитрелететĔ вăйлатать çеçĕ Халăх каларăшĕсемпеĔ ваттисен сăмахĕсемпеĔ тĕрлĕ терминсемпе усă курни те ырă тĕслĕхĕ Историлле самантсене ĕнентермелле сăнланипе те паха Анатоли Ырьят повеçĕĕ Совет çыннисен вăрçăчченхиĔ вăрçăриĔ вăрçă хыççăнхи пурнăçне кăтартнипе пĕрлех манăçа тухма пуçланă истори пулăмĕ-сене куç умне кăларса тăратса та вăл ку чухнехи ăру валлиĔ уйрăмах çамрăксенеĔ патриотла воспитани парас тĕлĕшпе ырă ĕç тăватьĕ Аяларах илсе кăтартнă йĕркесем ырра вĕрентни пирки пĕр иккĕленмесĕр калама пулатьĕ Тепĕр енчен повеçри йĕркесем Валентин Урташ фронтовик сăвăçăн сăнарне туллинрех кăтартма та пулăшаççĕĕ
Валентин Яковлев корреспондентăн ырă ячĕĔ пархатарлă ĕçĕ пĕтĕм Атăл тăрăхне сарăлчĕĕ Хăюллă та никамран хăраман фронтовикĔ корреспондентĔ çыравçă тата поэт республикăра ĕçлесе пурăнакан тӳресемпе пуçлăхсемшĕн «уяр кунри аслати» пулса тăнине вăл повеçре ĕнентерӳллĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе паратьĕ
Çĕнĕ повесть Анатоли Ырьят пултарулăхне çĕнĕ пусăма çĕклетĕ Документлă повеçре поэтăн синкерлĕ шăпипе пĕрлех вăрçă нушине та ăста кăтартса панă-çкеĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи темĕн чухлĕ халăх пурнăçне татнăĔ миллион-миллион çын шăпине аркатнăĕ Этем кӳлепин чи шалти вăйĕсем уçăлнă тапхăрта ахаль чухне пултарайманни те пурнăçа кĕрсе пынăĕ Этем тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр хăй лартнă тĕллевсене пурнăçлама вăй тупнăĕ Анатоли Ырьят çакна хăйĕн çĕнĕ повеçĕ-нче уçса пама пултарнăĕ
Валентин Урташ пысăк чĕреллĕĔ пултаруллă та çирĕп кăмăллăĔ таса чунлă тĕлĕнмелле çын пулнăĕ Пултаруллă сăвăçĔ çыравçă пулнипе çеç марĔ хастарлăхпаĔ хăюлăхпаĔ тӳрĕлĕхпе паллă пулнă вăлĕ Унăн пурнăçне тĕплĕн тишкерсе документлă повесть çырса кăларни – хăй пĕр паттăрлăхĕ Шăпах çавăн пек кĕнекесем этемлĕхĕн чăн-чăн пахалăхĕсене йĕркелеççĕĔ тĕрĕс тĕнчекурăмăн никĕсне хываççĕĕ Кĕнекери чăнлăха ăнланса çеç илмеллеĕ
Çак чăнлăха ăнланма çăмăл – атте-асаттесенĔ тете-куккасенĔ аннесемпе асаннесенĔ вăрçă нушине тӳссе ирттернĕ мĕнпур çынсен эпир лайăх пурăнма пултарччăр тесе кăтартнă паттăрлăхне ăнланас шая çеç ӳссе çитмеллеĕ
 
: 102, Хаçат: 32 (1381), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: