Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Повесть)
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 26-31-мĕш номерсенче.)
 
Çук пек кăна пулĕ çав. Тарăнрах шухăшласа пăхсассăн ӳкĕнмелли, канăçсăрланмалли самантсемпе пулăмсем пайтах-тăр...
Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм çыравçăн сăввин йĕркисем аса килчĕç. Кунти чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра асăрханăччĕ вăл хайлава. Хачăпа тирпейлĕн касса та илнĕччĕ.
Темĕн те пĕр, темĕн те пĕр
Çаврăнать паян пуçра ...
Тем те пулнă, темĕн те пур
Тĕрлĕ енлĕ пурнăçра...
 
Пурнăç анине пăхсассăн –
Шурă, сарă, хура йĕр...
Хăть йăл кул, сывла хăть ассăн,
Тăрмала пуçна та – йĕр.
 
Шуррине те манаймастăп.
Хури хăй памасть манма.
Йăнăшмасăр пурнаймастăп.
Тен, пĕлместĕп пурăнма...
Ыранхи шăнкăрав çинчен арăмĕпе ывăлне каламарĕ. Çĕрĕпех çывăраймарĕ. Ирхине яланхи пек стадиона та каймарĕ. Арăмĕпе ывăлне ăсатса кăларса ячĕ те темле пысăк, хаклă хăнана кĕтме хатĕрленнĕ пек тасан хырăнчĕ, ваннăна кĕрсе çăвăнса тухрĕ, тирпейлĕ утюгласа якатнă таса кĕпе тăхăнчĕ, мăйне галстук çыхрĕ. Чылайччен суйларĕ ăна, йăрăм-йăрăм тĕттĕм кăвак тĕслине суйласа илчĕ. Вара телефон умне вырнаçса ларчĕ. Стена çинче çакăнса тăракан сехетне пăхса илчĕ – тепĕр çур сехет иккен-ха çыхăнуччен. Вăл пĕрех вырăнтан та тапранмарĕ. Çаплах пĕр хускалмасăр, йăшăл тумасăр ларчĕ. Сехет йĕпписем кăлт-кăлт сике-сике куçрĕç. Сакăр сехет çурă, саккăр та хĕрĕх пилĕк минут, сакăр сехет те аллă, пилĕк минутсăр тăхăр сехет, тăххăр... Шăнкăрав çук та çук... Чĕтревех ерчĕ Семен Петрович.
Тинех пĕтĕм хваттере, Семен Петровичăн ӳт-кĕлеткине чĕтретсе телефон сасă пачĕ.
-Голубевсен хваттерĕ-и/ Сирĕнпе Киева çыхăнтаратпăр, - илтĕнчĕ трубкăра.
Шăтăр-шăтăр, çăтăр-çăтăр турĕ телефон, унтан уçăмланчĕ те – хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
- Алло, алло! Мана Семен Петрович Голубев кирлĕччĕ, -терĕ пăлханчăк сасă.
- Голубев/ Эпĕ...эпĕ вăл Голубев,- аран-аран чĕтренсе тухрĕ сасси Семен Петровичăн.
Каллех çăтăр-çăтăр турĕ телефон кĕпçинче. Çыхăну татăлчĕ. «Марианнах пулчĕ-ши/ Тен, вăл та мар. Тен, Оксана. Вăл аса илмен-ши мана/ Çавă шырамасть-ши мана/ «Манăн ача пулать!» - тесе кăшкăрманччĕ-ши вăл питĕ хитре мар уйрăлнă чухне/ "Сехĕрленсе аса илме тăрăшрĕ çав саманта Семен Петрович". "Çук, Оксана мар-тăр. Ача юлас-тăк вăл тахçанах шыраса тупнă пулĕччĕ. Алимент та шыраса илĕччĕ. Оксана вăл-ку япалана ыт ахальлĕн ирттерсе ярас çук. Суйнă вăл ун чух",- лăплантарма тăрăшрĕ ăшри сасă.
Телефон каллех сасă пачĕ.
- Сема, хаклă Сема, эпĕ ку – Марианна,- янăраса кайрĕ телефон кĕпçинче.
- Мари-а-а-нна/ Марианна! Эпĕ... эпĕ... - терĕ те Семен Петрович пуçне тумбочка çине хурса чĕтренсе сасăсăр макăрса ячĕ. Кăштахран çапах та хăйне алла илме пултарчĕ.
Телефон çĕнĕрен сас пачĕ.
- Сема! Сема! Татăлса кайрĕ пирĕн çыхăну,- илтĕнчĕ хаклă сасă.- Эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп. Атте йăлт каласа пачĕ вилес умĕн. Тĕрĕссине каларĕ. Эпĕ туйнă, ĕненнĕ эсĕ пире пăрахманнине. Сема, пирĕн иксĕмĕрĕн хĕр пĕрчи ӳссе çитĕнчĕ. Чăн-чăн пике халь. Эльза ятлă...Эльза. Вăл Америкăра пурăнать.
Телефон каллех пăсăлчĕ. Марианнăн сасси пĕр çухалать, пĕр тупăнать.
- Япăх илтĕнет! Питĕ япăх илтĕнет! Адрес!...Адрес!..- кăшкăрчĕ Семен Петрович.
- Çавах! Çавах! - илтĕнчĕ темĕнле шăв-шав витĕр...- Улшăнман. Эпĕ çавăнтах пурăнатăп. Эсĕ пырса çӳренĕ хваттертех!
Каллех шăтăр-шăтăр турĕ – çыхăну татăлчĕ... Тăп хытса ларнă Семен Петровичăн аллинчи телефон кĕпçинче çеç вăрăммăн пиклетни янăраса тăчĕ.
 
Пĕр эрне нушаланчĕ Семен Петрович. Каламалла-и, каламалла мар-и арăмне, хĕрĕпе ывăлне аякран килнĕ шăнкăрав çинчен/ Каламаллах пуль. Нимĕнле айăп та çук-çке арçыннăн хăйĕн туслă çемйи умĕнче. «Ирккапа, ачасен амăшĕпе, пĕрлешиччен пулса иртнинче шăпа анчах айăплă-çке. Шăпа та айăплă мар пуль»,- пĕтĕмлетӳ турĕ Семен Петрович.
Туять Ираида Петровна упăшкине мĕн-тĕр канăçсăрлантарнине. Туять, анчах та нимĕнле ыйту та памасть. Пĕлет хĕрарăм – вăхăт çитсен мăшăрĕ хăех уçать кăмăл-тăйăмне. Халиччен вĕсен пĕр-пĕринчен пытармалли нимĕн те пулман. Шанни, ĕненни, пĕр-пĕрне хаклани хуçаланать мăшăр хушшинче.
Вырсарникун яланхи пекех Таня хĕрĕ мăшăрĕпе, икĕ пепкипе алăкран кĕрсе тăчĕ. Ывăлĕ – Денис та вăранчĕ.
-Кукаçи, кукамай, сирĕн пирĕн валли тутли питĕ нумай!- салтăничченех кухньăналла тапса сикрĕ аслă мăнукĕ Марианна. Пĕчĕк Дима та унран юлмарĕ.
-Эй, эй, эсир алă çумасăрах кукăль патне ан çывхарăр-ха,- ăшшăн асăрхаттарчĕ кукамăшĕ.
- Майианна,- селĕппĕн сăрхăнтарчĕ «р» саспалли калайман Дима. – Пуçтах пулмалла май, анне калайĕш.
Аслисем пĕр-пĕрне куç хĕссе илчĕç.
- Мĕнле ăслă калаçать вĕт-ха пĕчĕк Дима.
Çакна савăнса сăнакан кукашшĕ ăшĕнче çапла тĕв турĕ: «Паянах, апатланнă хыççăн, уçатăп хамăн вăрттăнлăха».
Савăнса, кулса, шавлă иртет çемьере вырсарникунхи кăнтăр апачĕ. Пĕрле пухăнни ашшĕпе амăшĕшĕн те, тĕпренчĕкĕсемшĕн те чăн-чăн уяв-çке. Апат хыççăн икĕ мăнукĕ кукашшĕпе кукамăшĕн пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ. Унта вĕсен хăйсен кĕтесĕ: тĕрлĕ-тĕрлĕ теттесем, кĕнекесем.
- Пурте вырнаçса ларăр-ха, манăн сирĕнпе калаçмалли пур,- шăппăн каларĕ Семен Петрович чĕтрекен сасăпа.
Пурте ун çине тĕлĕнерех пăхаççĕ – ашшĕн сасси яланхи пек лăпкă та çав вăхăтрах савăнăçлă мар.
-Итлĕр,- пуçларĕ сăмахне Семен Петрович. – Ку манăн çамрăк чухнехи, сирĕн аннĕрпе çемье çавăричченхи, пурнăç ӳкерчĕкĕ...
Тимлĕн итлерĕç пурте ашшĕн калавне...
-Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕнтен каçару ыйтса эсир мана мĕнле виçепе хакласса кĕтетĕп. Каçарăр ĕнтĕ мана,- чĕркуçленсе ларчĕ пĕр эрне хушшинче шап-шурă çӳçлĕ старике çаврăннă Семен Петрович.
-Атте, эсĕ мĕн хăтланатăн/ - пырса çĕклерĕç ăна ывăлĕпе хĕрĕ. – Кунта санăн нимĕнле айăп та çук.
- Вăт тинех уçăмланчĕ атте мĕншĕн пĕрремĕш мăнукне Марианна ят хурасшăн пулни,- кулса ячĕ Наташа. – Маншăн пулсан – савăнăçлă хыпар ку. Мĕн пĕчĕкрен ыйтаттăм йăмăк парнелеме. Халĕ ĕнтĕ манăн аппа пур.
- Маншăн та телей,- савăнса аллисене сăтăркаларĕ Денис.- Тата тете е шăллăм пулсан та хирĕç мар. Ак Америкăна çитсе килме те сăлтав тупăнчĕ. Йыхрав илĕпĕр те – малалла!
Пурте амăшĕ енне тинкерчĕç. Тĕлĕннипе çăварне карса пăрахнă, чĕлхесĕре çаврăннă Ираида Петровна куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать...
 
ххх
Марианна Петровна ашшĕнчен тĕрĕссине пĕлнĕ хыççăн вуçех канăçне çухатрĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ арăш-пирĕш çаврăнать пек... Ашшĕне юлашки çула ăсатмалли тăрăшусем кăна ухмаха тухса каясран çăлса хăварчĕç пулинех. Ĕçре канăç тупаймасть хĕрарăм. Ĕçтешĕсем унăн канăçсăрлăхне ашшĕне çухатнă пулăмпа çыхăнтарчĕç. Отпуск илсе канма сĕнчĕç. Семена шыраса тупса унпа çыхăнсан кăштах чĕри лăпланнă пекчĕ. Унпа тĕл пулас, ăна савса ыталас шанăç вырнаçнăччĕ чĕринче. Анчах...
Эльза патне Америкăна шăнкăравласа ырă хыпар пĕлтерес тенĕ чухне хĕрĕ хăй шăнкăравларĕ. Çак эрнере Киева пырасси çинчен типпĕн пĕлтерчĕ.
Çаплах каларĕ. Киле темерĕ. Киева командировкăна пыратăп терĕ. Кĕçех хĕрпе тĕл пуласси хĕрарăма хăпартлантарчĕ те, çав вăхăтрах темле шиклĕх çуратрĕ. Еплерех йышăнĕ хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче ашшĕне пĕрре те курман хĕрĕ çак хыпара/ Вăл яланах ултавçă, пӳтсĕр çын тесе шутланă вĕт.
Чупа-чупа хатĕрленет Марианна Петровна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне кĕтсе илме. Киевра çине-çине пăлханусем пулса иртеççĕ. Украина Президентне Януковича ĕçрен хăтарасси, судпа айăпласси çинчен кăшкăракансем пур. Çак ĕçре Америкăн тӳпи пысăккине калаççĕ. Лавккасенче кирлĕ тавар тупса илме йывăрланчĕ, апат-çимĕçе пушшех те. Марианна Петровна, тухтăр пулса ĕçлекенскер, аптрасах каймасть-ха. Лавккасенче вăл ыйтнине яланах тенĕ пек тивĕçтереççĕ. «Каллех «блат» текен киревсĕр пулăм патне таврăнтăмăр иккен»,- кулянса шухăшлать хĕрарăм. Акă паян та палланă сутуçă патне шăнкăравлама тиврĕ.
- Стелла, пĕр-ик кило лайăх йышши ветчина кирлĕ. Эльза хĕрĕм Америкăран вĕçсе килет. Пăру какайĕ пулсан та лайăхчĕ.
- Марианна Петровна, сирĕншĕн çук япала çук,- чĕвĕлтетрĕ трубкăра çамрăк сасă.
- Килти пельмень, килти котлетсем хатĕрлĕп,- сасăпах савăнать телейлĕ амăшĕ. – Пилĕк çул хушшинче килти апатшăн тунсăхласа çитрĕ пуль пепкем.
Икĕ кун иртсе кайрĕ хĕрне кĕтсе. Акă кĕтнĕ шăнкăрав.
- Анне, эпĕ Киевра. Хăçан киле пырасси пирки калаймастăп,- типпĕн калаçать хĕрĕ. Сассинче нимĕнле савăнăç та туйăнмасть.
- Хĕрĕм, хĕрĕм, манăн ылтăнăм, ăçта эсĕ/ Кала. Наччас хам вĕçтерсе çитĕп.
Хĕрĕ урăх ним калаçмасăр телефонне сӳнтерчĕ. Веçех ăнланчĕ амăшĕ: хĕрĕ Киева килни те, унăн типĕ калаçăвĕ те çĕршывра пулса иртекен пулăмсемпе çыхăннă...
Чӳречерен куçне илмест Марианна Петровна. Кĕтет амăшĕ, ĕсĕклет унăн чунĕ, чиксе ыратать хĕрĕшĕн канăçсăрланакан чĕри. Икĕ кунран алăк шăнкăравĕ сасă пачĕ. Ним ыйтмасăр уçса ячĕ хĕрарăм алăка. Пӳлĕме зомби пек пăхкаласа Эльза кĕрсе тăчĕ.
- Ох, ывăнтăм, - вĕçерĕнчĕ вăл амăшĕн ытамĕнчен.
Марианна Петровнан аллисем лăштăрах усăнчĕç. Ăçта кайса кĕнĕ яланах савăнăçлă, телейлĕ, амăшне чунтан юратакан хĕрĕ/ Умĕнче, калăн, ют çын тăрать.
Сĕтел хатĕрлерĕ амăшĕ. Мĕн кăна çук кунта: Эльза юратакан «Кĕрĕк айĕнчи сельдь», илемлĕ хрусталь савăтпа «Оливье» салат, пельмень, килте хатĕрленĕ катлет...
Питех савăннине кăтартмарĕ хĕрĕ. Амăшĕ чунтан хатĕрленĕ апата унтан-кунтан тĕккелерĕ те:
- Эпĕ кун пек апатран писнĕ ĕнтĕ,- терĕ.
Марианна Петровна хĕрне хирĕç вырнаçрĕ. Юратса, чун-чĕререн савăнса пăхать вăл хĕрĕ çине. Пилĕк çул курман-çке пĕр-пĕрне. Илемлĕ Эльза, амăшĕ пекех йăрăс пӳллĕ, сарă хумлă-хумлă çӳçĕ кăпăшка. Ун пек çӳçе нимĕнле ятарлă прическа та кирлĕ мар. Сăнать амăшĕ, хĕрне тӳпе пек сенкер куçĕнчен тинкересшĕн, анчах та пепки амăшĕнчен куçне тартать. Хĕрĕ хăйĕнех, анчах питĕ улшăннă Эльза. Ĕлĕкхи пек пырса ачашшăн ыталамарĕ вăл хăйне çуратса ӳстернĕ, пепкешĕн нимĕн те шеллемен, пĕтĕм юратăвне, чун хавалне ăна парнеленĕ тăван амăшне. Çумне ларса, пуçне ун чĕрçи çине хурса кушак çури пек мăрлатмарĕ унчченхи пек. Кĕтни, тĕмсĕлни ахалех пулчĕ. Çемçелмерĕ хĕрĕн чунĕ.
Марианна Петровнăна пĕр пулăм аса килчĕ. Вăл пĕчĕк хĕрне хваттерте пĕччен хăварса йăпăртлăха çуртпа юнашар лавккана тухса чупнăччĕ. Киле васканă май чултан такăнса чикеленсе кайнăччĕ те икĕ чĕркуççине хытах, юн тухмаллах, суранлатнăччĕ. Çакна курнă пĕчĕк Эльза куççульпех макăрнăччĕ, йодпа вараланнă амăшĕн чĕркуççийĕ-сене вĕре-вĕре чуптунăччĕ. Марианна Петровна куççульпе тулнă куçĕсене Эльзăран вăрттăн шăлса илчĕ. Хăй куляннине кăтартасшăн пулмарĕ вăл. Хĕрарăм шкапран хĕрĕ валли хатĕрленĕ парнене – чăн-чăн шифонран çĕленĕ кĕпе – кăларчĕ. Вăл сенкер тĕслĕ, арки çинче – шурă чечексем.
- Кур-ха, хĕрĕм, мĕнле хитре ку кĕпе. Сан куçусемпе пит килĕшсе тăмалла. Фасонĕ те хальхи модăпа килĕшӳллĕ.
Эльза кĕпе çине куç хӳрипе пăхса илчĕ:
- Мана шăлаварсемпе свитерсем тивĕçтереççĕ. Çакăнса тăтăрах шкапра.
Хĕрĕ, пилĕк çул килте пулманскер, амăшне курманскер, пĕр татăк кучченеçпе те, пĕчĕкçĕ парнепе те пулин савăнтармарĕ.
Амăшĕ хальлĕхе нимĕнле ыйту та памасть хĕрне. Тĕрĕссипе каласан – пама хăрать те.
- Çывăрма юлмастăп,- кĕскен пĕлтерчĕ Эльза.
- Мĕнле-ха капла/ Тăван килте, тăван аннӳ патĕнче хăналаннăшăн сана никам та айăплас çук, хĕрĕм. Манăн санпа калаçмалли, сана пĕлтермелли савăнăçлă хыпар та пур.
- Кĕскенрех.
- Эльза, аçу тупăнчĕ, санăн тăван аçу тупăнчĕ.
- Мĕнле атте/! Мĕнле тăван/! Пулман манăн нихăçан та атте! Эсĕ пулнă, кукамай пулнă, кукаçи. Атте/ Кам манăн атте/ Леш ултавçă-и/ Санпа мана пăрахса таракан-и/
- Ăнлан, Эльза. Пире иксĕмĕре те улталаса пурăннă кукамупа кукаçу. Кукаçу вилес умĕн веçех тĕрĕссине пĕлтерчĕ. Аçу халиччен эсĕ çут тĕнчере пуррине те пĕлмен. Эсĕ çураласса пĕлсен аçуна Киевран урăх çĕре куçарнă кукаçу. Вăл Раççейре, Ульяновск хулинче, пурăнать. Çав хула – кукамун тăван çĕрĕ. Эпир унта эсĕ пĕчĕккĕ чухне темиçе те пулнă. Анчах та эпĕ пĕлмен-çке аçу çав хулара тĕпленнине. Эпĕ ăна шыраса тупрăм, телефонпа çыхăнтăм. Малашне пĕр-пĕринпе курнăçма пултаратпăр.
- Ман атте москаль-и/! Кирлĕ мар мана москаль атте!
- Хĕрĕм, мĕн калаçатăн эсĕ/ Эс калашле, эпир пурте москаль: эпĕ те, эсĕ те, кукамупа кукаçу та. Эсĕ те, эпĕ те вырăс. Тĕрĕссипе каласан – чăвашпа вырăсран çуралнă çынсем.
- Эпĕ хамăн шухăша каларăм. Эпĕ Раççее кураймастăп. Раççей – пирĕн тăшман.
Çакна илтсен Марианна Петровна тĕшĕрĕлсе анса тăнне çухатрĕ...
 
: 476, Хаçат: 32 (1381), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: