Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халĕ шăпах хăярпа кабачок (мăн хăяр), помидорпа сухан пулса çитнĕ. Пахча тулăх çимĕçпе пуян. Вулакансене пулăшса хĕллене хатĕрлемелли рецептсемпе паллаштарасшăн.
Ананас евĕр кабачок салачĕ
Кирлĕ: 1 кабачок (500 г), 80 г сахăр, çур чей кашăкĕ лимон йӳçекĕ, 1 стакан ананас сĕткенĕ.
Çунă, хуппине тасатнă кабачока 5-7 мм хулăнăш çаврашкасене касмалла, варринчи вăррисене тирпейлĕн пĕр-пĕр формăпа е черккепе кăларса илмелле. Вĕсем ананас пек çаврашка пулччăр.
Маринад хатĕрлетпĕр: 1 стакан ананас сĕткенне кастрюле ярса вĕрететпĕр, лимон йӳçекне, сахăр хушатпăр, касса хатĕрленĕ кабачока яратпăр. 15 минут вĕретнĕ хыççăн пăспа пăшăхланă таса çур литрлă банкăсене тирпейлĕн вырнаçтаратпăр, тимĕр хупăпа хупатпăр.
«Ани чĕлхи» салат
Кирлĕ: 2,9 кг кабачок, 1,4 кг помидор, 200 г сахăр, 15 г тăвар, 4 пылак пăрăç, 1 йӳçĕ пăрăç, 17-18 шăл ыхра (чеснок), 30 г уксус эссенцийĕ, 1 стакан типĕ çу.
Пылакпа йӳçĕ пăрăçсене вăрринчен тасататпăр, помидорпа пĕрле аш арманĕ витĕр кăларатпăр. Пулнă хутăша çулăм çине лартса вĕреме кĕртетпĕр. Çав вăхăтра кабачока хатĕрлетпĕр: хытă хупăллисене шурататпăр, цуккиние хуппипех тăватпăр. Вăррисем пысăк пулсан – варрине тасататпăр. Çимĕçе малтан тăватă пая пайлатпăр, кайран кашни пайне çӳхе (чĕлхе пек) касатпăр. Вĕрекен хутăша кабачок, сахăр, тăвар, çу яратпăр, пăтрата-пăтрата çур сехете яхăн пĕçеретпĕр. Кун хыççăн вĕтетнĕ ыхра, уксус хушса тата 7 минут вĕрететпĕр. Пăспа пăшăхланă таса банкăсене яратпăр, тимĕр хупăпа хупатпăр.
Горчицăри кабак
Кирлĕ: 1 кг кабачок, 300 г сухан, 3 шăл ыхра, петрушка, 2 апат кашăкĕ типĕ горчица çăнăхĕ, çур стакан типĕ çу, 2 апат кашăкĕ уксус, 1 апат кашăкĕ сахăр, 1 апат кашăкĕ тăвар.
Тасатнă кабачоксене тăрăхла вĕтĕ йăрăмсемпе касатпăр, сухана - çурма çаврашкалла, савăта яратпăр. Унта вĕтĕ туранă ыхра, петрушка, горчица, типĕ çу, уксус, тăварпа сахăр хушатпăр, хутăшра икĕ сехет тытатпăр. Банкăсене яратпăр та кĕске хумлă кăмакара (микроволновка) 5-10 минут вĕрилентерсе тасататпăр. Кăларсан тимĕр хупăпа хупатпăр.
 
: 146, Хаçат: 32 (1381), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: