Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Августăн 19-мĕшĕнче Аслă Нагаткинта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмăн – СССР Писательсен союзĕн членĕн (1994), Раççей Писательсен союзĕн членĕн (1995), Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕн (2000) – Валентина Тараватăн юбилей! Тата творчество çулĕ çине тăни – 45 çул.
 
Валентина Николаевна Игнатьева (Музыкантова) Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче 8 ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ – Николай Сергеевич – педагог, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ – Мавра Николаевна – ăста çĕвĕç, юрлама юратнă.
Питĕ пултаруллă çын вăл Валентина Николаевна, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă! Вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе халăхра тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. Паян эпир унăн пурнăçĕн тата пултарулăхĕн çулĕсене кĕскен те пулин йĕрлесе тухăпăр, унпа çамрăк вулакансене паллаштарăпăр.
 
Пĕлӳ илнĕ вырăнсем
Турхан Упири пуçламăш шкул – 1953-1957*
Çĕнĕ Упири сакăр çуллă шкул – 1957-1961*
Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкул – 1961-1962*
Пăвари медицина училищи – 1962-1965*
Ульяновск педагогика институчĕ – 1969-1972.
 
Хисеплĕ ятсем
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1996)*
Ĕç ветеранĕ (1998)*
Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ (2004)*
Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ (2007)*
Творчество профессийĕн ветеранĕ (2016).
 
Çитĕнĕвĕсем
1.Унăн ячĕ «Лучшие люди России» энциклопедие кĕнĕ (2007).
2. Пысăк ĕçсемшĕн «Лучшие люди России» медаль панă (2008).
3. Çутĕçне пысăк тӳпе хывнăшăн И.Я.Яковлев медальне панă (2008, Шупашкар).
4. И.Я.Яковлев 160 çул тултарнă тĕле УОЧНКА кăларнă медаль панă (2008, Ульяновск).
5. Ульяновск область правительствин ятлă парнине – алла çыхмалли сехет – тивĕçнĕ (2015).
6. «В честь 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» асăнмалăх паллă панă (2015).
 
Хорта юрланă тапхăрсем
1965-1967 – Пăвари (Тутарстан) район Культура çуртĕнчи хор*
1968-1972 – Ульяновскри УАЗ Культура çуртĕнчи хор*
1972-1973 – Амур облаçĕнчи Зея хулинчи район Культура çуртĕнчи хор*
1978-1989 – Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинти район Культура çуртĕнчи хор.
 
Ушкăн ертӳçинче вăй хунă
1989-2011 – студентсен «Ĕмĕт» ансамблĕ*
1989-2012 – шкул ачисен «Шăпчăк» ансамблĕ*
1990-2011 – студентсен «Русская песня» ансамблĕ*
2009 – паянччен – çитĕннисен «Шанăç» ансамблĕ.
 
Чăвашла кĕнекисем
Тараватăн чăвашла кĕнеки пĕрремĕш хут 1992 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, вăл «Ĕçчен мăнук» ятлă. Малалла вара çак кĕнекесем тухнă: «Уяв парни» (1993), «Хура хăлха» (1994), «Хаклă сасă» (2000), «Чун тараси» (2001), «Тавçăруллă Марине» (2004), «Кил ăшши» (2006), «Сенкер инçет» (2009), «Ӳссе çитĕн хăвăртрах» (2009), «Кĕтмен венчет» 2010), «Ытарайми çĕршыв» (2011), «Ĕмĕтсем» (2013), «Чарусăр чĕре» (2013), «Ырă кăмăллă Рая» (2015), «Аякри сасă» (2016). Пурĕ автор тăван чĕлхепе15 кĕнеке çырса кăларнă.
Вырăсла кĕнекесем –10
Вĕсенчен пĕрремĕшĕ 1994 çулта Саратовра тухнă – «Запишите в первый класс». Ыттисем – Ульяновскра тата Шупашкарта.
Малашнехисем: «С днем рождения» (1996), «Мне с надеждой повезло» (1997), «Эхо» (1999), «Узнай себя» (2002), «Проказник» (2005), «Мелодия» (2009), «Поскорее подрастай» (2009), «Заботы» (2011), «Распахнутое сердце» (2014).
Çаплах ун хайлавĕсем вырăсла 6 сборникра, чăвашла 10 сборникра пичетленнĕ.
 
Ун пултарулăхне хаклани
Валентина Тарават пурнăçĕ тата унăн пултарулăхĕ çинчен паллă çыравçăсем, ăсчахсем хăйсен кĕнекисенче çырса кăтартнă. Сăмахран, Иршад Гафаров «Наследие родного края» (Хусан, 2005) кĕнекере. Дмитрий Егоров ун ятне хăйĕн «Женщины-матери земли чувашской» (Шупашкар, 1999) кĕнекинче асăнать. Çаплах ун пирки кĕнекесенче Рафаил Субаев, Александр Филиппов, Анатолий Юман, Альбина Степанова, В.Ромашкин, В.Федорова, Л.Шабалина, А.Бруй, Дмитрий Кузьмин, Николай Кондрашкин, Николай Ларионов, Петр Ялгир, Валентин Абрамов, А.Леонтьев, Анатолий Чебанов, Серте Мишши, Александр Сидоров, Мария Бикмендеева, Порфирий Афанасьев, Михаил Аляпкин, М.Перова, Х.Ямбаев, Н.Асеева, Т.Сидоркина, В.Карцев тата ыттисем çырнисем пур. Çакă та интереслĕ: Тищенко хушаматлă çын Тарават пултарулăхне тĕпе хурса диссертаци çырнă, вăл ĕç Интернетра пур. Ăна шыракан тупма пултарать. Авторăн творчествине тишкерсе çырнă статьясем те чылаях. Ун пирки çаксем çырнă: Т.Ревякина (2006, «И снова в детство возвращаясь»), В.Мефодьева (2009, «Валентина Тарават – ача-пăча çыравçи»: Ачасене халалланă хайлавĕсенчи илемлĕх тĕнчи»), Тихонова, Е.Малкина, В.Архипова (2011, «Мир детства Валентины Тарават»), В.Архипова (2012,«Организация внеклассной работы по чувашскому языку и литературе». Сценарий по творчеству В.Тарават «Судьба – великий дар от Бога»), Римма Прокопьева (2012, «Утас килет хам çулпах»), Юрий Сементер (2012, «Шăнкăртатать çăлкуç»), Николай Ларионов (2009, «Валентина Тарават сăввисенчи тĕссен тăтăшлăхĕ» («Чун хушнипе пурăнсан» кĕнекере)* 2013, «Хисеп мулран паха»), Анастасия Сенькова (2013, «Тăван халăхшăн çунса кĕлленме хатĕр»), Светлана Матлина (2014,«Пусть будет доброта всему основа»), А.Мефодьев (2015,«Чăваш ача-пăча литератури». Хальхи тапхăр).
 
Мускавра – семинарта
1989 тата1990 çулсенче В.Тарават Мускавра Çыравçăсен союзĕ йĕркелекен семинарсене хутшăннă. Унта Сергей Михалков, Сергей Иванов, Валерий Медведев, Анна Масс, Леонид Яхнин, Игорь Мазнин пек паллă çыравçăсемпе пĕр сĕтел хушшинче калаçса ларнă, вĕсен маçтăр-класне тимлĕн итленĕ. Паян вăл хăй те шкулсем тăрăх çӳресе сăввисене вулать, литература пирки калаçать, ачасене вулав енне туртма тăрăшать.
 
Автор хайлавĕсем –
учебниксенче
Автор хайлавĕсемпе шкул ачисене вĕрентмелли кĕнекесем хатĕрленĕ чухне те час-час усă кураççĕ. Унăн сăввисем тата калавĕсем Шупашкарта тухнă çак учебниксемпе хрестоматисене кĕнĕ:
«Чăвашла калаçма вĕренетпĕр» (1991, 1-4-мĕш классем валли), авторĕ-сем – З.С.Антонова, Н.Н.Чернова*
«Пĕчĕккисен кĕнеки» (2006), Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимов*
«Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ» (2008)*
«Литература вулавĕ» (2014, 1-мĕш класс, 1-мĕш кĕнеке), Т.В.Артемьева, О.И.Печников*
«Литература вулавĕ» (2014,1-мĕш класс, 2-мĕш кĕнеке), Т.В.Артемьева, О.И.Печников.
В.Тараватăн сăввисем, калавĕсем, повеçĕсем тĕрлĕ чĕлхепе çак литература журналĕсенче пичетленнĕ: «Веселые картинки» (Мускав), «Хатĕр пул», «Пике», «Тăван Атăл», «Ялав», «Çилçунат», «Путене», «Кил», «Самант», «Халăх шкулĕ», «Капкăн» (пурте Шупашкар), «Карамзинский сад», «Атăл юрри», «Симбирск» (пурте Ульяновск), «Шурăмпуç» (Хусан).
 
Конкурс-фестивальте н –
наградăсем
Хăй пурнăçĕнче Валентина Николаевна мĕн чухлĕ конкурса, фестивале, смотра хутшăнман-ши! Хисеп грамоти, Диплом, Тав çырăвĕ – темĕн чухлех. Сăмахран, «Ульяновский комсомолец» хаçат редакцийĕ 1985 çулта панă Хисеп грамотинчен çакă паллă: вăл совет халăхĕ фашизма çĕнтернине халалланă литература конкурсне хастар хутшăннă.
1991 çулта сăвă ярăмĕшĕн «Пике» журнал Эмине ячĕллĕ премине илме тивĕçлĕ пулнă. 2001 çулта вара вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен «Еткер» фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ премин лауреачĕ пулса тăрать. 2006 çулта область шайĕнче иртнĕ «За гранью педагогического мастерства» конкурсран 2-мĕш пусăмлă Дипломпа таврăннă. 2008 çулта Чăваш Республикинче иртекен «Вирьял шевлисем» ятлă эстрада юррисен фестивалĕнчен 2-мĕш пусăмлă Диплом илсе килнĕ. Çакăн пекех Диплом ăна 2008 çулта Элĕкре иртнĕ конкурсра панă – «Чи лайăх автор (композитор, юрă çыракан поэт)». Чăваш наци конгресĕ ирттерекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсра н илсе килнĕ Диплом та пур унăн (2009). 2014 çулта «Симбирская книга» ятлă курав-конкурсра та ăна Диплом парса палăртнă. 2014 çулта вара Валентина Тараватăн «Распахнутое сердце» кĕнеки Шупашкарта ирттернĕ наци кĕнекисен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014 года» конкурсĕнче çĕнтернĕ.
 
Çемье
Çемье пурнăçĕ ăнни те çыравçа тухăçлă ĕçлеме май парать. Мăшăрĕ – Роберт Дмитриевич Игнатьев унăн пурнăçĕнчи чи çывăх юлташĕ, çыру ĕçĕнчи пĕрремĕш пулăшуçи, хайлавĕ-сене вак алапа аллакан тишкерӳçи тата хавхалану çăлкуçĕ. Вĕсем нумай çул килĕштерсе пурăнаççĕ ĕнтĕ, икĕ ывăл çуратнă. Çак материала хатĕрлеме те Роберт Дмитриевич питĕ пысăк пулăшу пачĕ. Тавах ăна.
 
Педагогика ĕçĕ
Çаплах В.Тараватăн педагогика ĕçне те палăртмалла. Каларăмăр ĕнтĕ, вăл нумай çул темиçе юрă-ташă ушкăнне пĕр харăс ертсе пынă. Ачасен «Ĕмĕт» тата «Шăпчăк» ушкăнĕсем Ульяновскра тата Шупашкарта ирттернĕ методика семинарĕсенче пĕрре мар хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем 1991-2009 çулсенче облаçри тата Шупашкарти смотрсене, фестивальсене, конкурссене час-часах хутшăннă, 1-мĕш пусăмлă Дипломсем илсе лауреат пулса тăнă. «Шăпчăк» ушкăн 2002 тата 2006 çулсенче Шупашкарти республика фестивалĕсене хутшăнса лауреат пулса тăнă, 2006 çулта ăна çаплах «Ника» ятлă гран-при панă.
Валентина Тарават хатĕрленĕ юрăçсем ăçта çитсе мĕнле кăна çитĕнӳ туман-ши! Вăхăтĕнче «Канаш» хаçат вĕсем пирки çырса кăтартнă, çапах паян аса илсен те ку питĕ вырăнлă пулмалла.
Людмила Лянкина – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсăн дипломантки (Шупашкар, 2002)*
Алена Кувшинова – облаçри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсăн çĕнтерӳçи (2003)*
Алена Кувшинова – пĕтĕм Раççейри «Суперстар» конкурсăн çĕнтерӳçи*
Алена Кувшинова – пĕтĕм Раççейри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсăн çĕнтерӳçи (Мускав)*
Анна Ширтанова – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсăн дипломантки (Шупашкар, 2004)*
Анна Ширтанова – пĕтĕм Раççейри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсăн çĕнтерӳçи (Мускав)*
Елена Ярускина – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсăн дипломантки (Шупашкар, 2005)*
Анна Буркина – пĕтĕм Раççейри «Сарпике» конкурсăн çĕнтерӳçи, гран-при илме тивĕçлĕ пулнă (Мускав, 2006)*
Олеся Лаврентьева – облаçри «Я люблю тебя, Россия» фестиваль-конкурсăн лауреачĕ*
Олеся Лаврентьева -- пĕтĕм Раççейри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра ЧНК президенчĕн парнине илме тивĕçлĕ пулнă (Шупашкар)*
Марина Петрова – регионсен хушшинчи «Вирьял шевлисем» фестивальте 3-мĕш вырăн йышăннă*
Марина Петрова – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă (Шупашкар, 2008)*
Екатерина Осипова – регионсен хушшинчи «Вирьял шевлисем» фестивальте гран-при илнĕ*
Юлия Архандеева – пĕтĕм Раççейри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра ЧНК президенчĕн парнине илме тивĕçлĕ пулнă (Шупашкар, 2009)*
Елена Васильева – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă (Шупашкар, 2010)*
Анна Чаукова – пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсра гран-при илнĕ (Шупашкар, 2011)*
Елена Васильева – пĕтĕм Раççейри «Сарпике» конкурсăн çĕнтерӳçи, гран-при илме тивĕçлĕ пулнă (Шупашкар, 2011).
Çакăн чухлĕ çитĕнӳпе тата кам мăнаçланма пултарать! Мĕн чухлĕ ĕç кунта, мĕн чухлĕ пăшăрхану, çывăрайман каçсем! Çак конкурссене çитме миçе пин çухрăм иртнĕ, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланă! Вĕсене маннă ĕнтĕ, халĕ Чĕмпĕр чăвашĕсен историйĕ валли пысăк çитĕнӳсем юлнă.
В.Игнатьева-Тарават чылай вăхăт Чăнлă районĕнчи УОЧНКА уйрăмне те ертсе пычĕ. Мĕн чухлĕ уяв-мероприяти йĕркелемен вăл хăй хастарлăхĕпе!
Сăвă çырнисĕр пуçне вăл хăех юрăсем кĕвĕлет, вĕсене Шупашкарти паллă артистсем пысăк сцена çинчен юрлаççĕ, юррисем Чăвашрадиопа та янăраççĕ.
Паян Валентина Николаевна литературăпа тухăçлă ĕçленисĕр пуçне Аслă Нагаткинта «Шанăç» ятлă халăх ушкăнне те ертсе пырать. Пĕр вырăнта лараймасть вăл: унăн яланах халăхшăн ĕçлемелле, çамрăксенче ырăлăх вăрри акмалла...
 
: 229, Хаçат: 33 (1382), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: