Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Августăн 5-мĕшĕнче Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче çуллахи 31-мĕш Олимпиада пуçланчĕ.
Унта Раççей спортсменĕсем тулли командăпа кайман, мĕншĕн тесен допинг хирĕçĕвне пула çăмăл атлетсене ăмăртăва тухма ирĕк паман. Çапах та пирĕннисем аптрамаççĕ, августăн 18-мĕш тĕлне вĕсем пурĕ 41 медаль çĕнсе илнĕ, вĕсенчен 12 ылтăн, 14 кĕмĕл, 15 бронза. Раççей команди хальлĕхе 4-мĕш вырăн йышăнать. Малтисем – АПШ, Великобритани, Китай.
Уйрăмах пирĕн ĕçсем фехтованире ăнăçлă пулса тухрĕç: пурĕ 7 медаль, вĕсенчен тăваттăшĕ – ылтăн. Дзюдоистсем тата грекпа рим кĕрешӳçисем те икшер хут çĕнтерме пултарчĕç. Роман Власов кĕрешӳçĕ иккĕмĕш хут Олимп чемпионĕ пулса тăни те пире савăнтарать, мĕншĕн тесен вăл чăваш.
Çаплах Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ Инна Тражуковаран та çитĕнӳсем кĕтетпĕр, вăл кавир çине пĕрремĕш хут ĕнер тухнă. Ун çинчен тепĕр номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
Инна Тражукова виçĕ хут Раççей чемпионки, икĕ хут Европа чемпионачĕн бронза призерĕ пулнă. Тĕнче шайлă ăмăртусенче те çĕнтернĕ.
 
: 596, Хаçат: 33 (1382), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: