Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кулăшла калав
 
Артистка арăм мар, шофер упăшка мар теççĕ халăхра.
Ваççук шăпах çав шоферĕ ĕнтĕ. Çитменнине, «дальнебойщик» теççĕ ăна. Авланнă-ха, çапах та хăйне çемьеллĕ пек туймасть. Аяк пĕрчинче леш темскерри алхасма пăрахман-ха унăн. Çапла пулма унăн ĕçĕ те хистет. Час-часах инçе çула тухма тивнĕ май килĕнче вăл хăнари пек кăна пулса каять. Арăмĕпе ачи çакна хăнăхнă ĕнтĕ. «Килте тулăх пулсан ытти-хыттине чăтма пулать», - текелет арăмĕ.
Ваççук çемçе чĕреллĕ. Вăрăм çула тухсан çул çинче сасăласа тăракан пĕр-пĕр çынна курсан машинăна чарса лартмасăр нихăçан та иртсе каймасть. Унăн кун пек путсĕр йăла çук. Тахçан автобуссем сайра çӳренĕ вăхăтра çула тухсан еплерех нушаланнисене манман вăл. Çавăнпа та хальхи саманара çын ырăран çул çине тухса сасăламасть тесе шутлать. Тĕрлĕрен пурăнакансем пур вĕт. Укçи çителĕклĕ пулсан çын таксипе те ларса каять. Эппин, унăн укçи çук, çавăнпа алă çĕклесе тăрать.
Хальхинче те вăл вăрман хĕрринче сасăлакан вăтам çулсенчи хĕрарăм умĕнчен иртсе каяймарĕ. Тормозĕ çине хуллен пусрĕ те пуйăс пек вăрăм машинăна чарчĕ. Кабина алăкне Ваççук хăех уçрĕ.
-Атя, лар, чиперкке, ăçтарах çул тытрăн/
-Ман Ульяновска çитмелле те-ха... Эсир мĕнле çулпа каятăр/
-Манăн та Ульяновскра, как коворится, «конечный пункт». Атя, хăпарса лар. Ман машина çӳллĕ, урусене хытăрах çĕклемелле пулать. Кирлĕ пулсан хам анса сана хăпарма пулăшăп.
-Ай, ытлашшиех ан кул-ха. Пит кулма юрататăн пулмалла эсĕ, шохвер. Ват çын мар вĕт, хамах улăхса ларăп. Урасем те хальлĕхе çĕкленеççĕ-ха.
-Ой, эппин, пит лайăх.
Хĕрарăм вырнаçса ларсан пĕр-пĕ-ринпе паллашрĕç.
-Эп ялан çул çинче. Хам калаçма юрататăп та сан пек çул çинче тăракансене лартатăп. Пĕр енчен шел çынна, тепĕр енчен хама кичем мар. Пĕр услови тульккă, ятна каламалла. Эп Ваççа ятлă. Эсĕ/
-Эп Маруç.
-Паллашрăмăр апла. Эп пакăлтатма юрататăп та ятпа чĕнмесен аплах мар пек. Эй тесе калаймастăн вĕт.
-Çапла. Эп хам та сăмах ваклама юрататăп. Чĕлхене калаçма лартса панă вĕт, чăвашла каласан – пăх хырма мар.
-Çул çинче темле çынна та тĕл пулатăп, тĕрлĕрен историсене çакланни те пулкаланă, - сăмах чĕнмесĕр пĕр çеккунт та пыраймарĕ Ваççук. - Пĕрре çапла çĕрле вăрман варрипе пыратăп. Хирĕç килекен машинасем те çук, иçмасса. Сасартăк машина умĕнче пăлан пăрăвĕ выртнине асăрхарăм. Хыçалти урипе тапаланать хăй. Хăрамасăрах кабинăран сиксе тухрăм. Пăлан пăрăвĕ патне пытăм. Мĕскĕнскер вилет ĕнтĕ тесе пăхса тăратăп, хам сунарçă пулманнишĕн кулянатăп. Çак самантра пăру темле çаврăнкаласа сиксе тăчĕ те мана хыçалти урипе пĕррех çамкаран çатлаттарчĕ. Кайса ӳкрĕм. Мĕн чухлĕ тăнсăр выртнине пĕлместĕп. Тăна кĕтĕм – урамра çутăлнăччĕ. Çамка çинчи ак çак йĕре шăпах пăлан пăрăвĕ асăнмалăх лартса ячĕ, - суран паллине уçса кăтартрĕ Ваççук.
-Шӳт тума юрататăн та эсĕ, - ахăлтатса кулса ячĕ Маруç. – Лапшу Çтаппанĕ пек чике тăршшĕ лартасшăн-и мана/
-Вăт, ĕненмест тата. Чăн сăмах, ак хам çине хĕрес хыватăп.
-Юрĕ, ĕненетĕп тейĕпĕр. Тульккă рульна алран ан яр. Унсăрăн шоссе айккине чăмма пултаратпăр.
-Çу-ук! Миçе çул руль умĕнче, тьфу-тьфу, кун пекки пулманччĕ-ха. Çынсене куркаланă. Пĕррехинче юлташăн çăмăл машинипе таçта кайма тухнă эпир. Халь астумастăп ĕнтĕ. Машинăсем туллиех умра. Пăхатпăр та, çул айккинче çурăмĕ çине çаврăнса ӳкнĕ машина выртать. Вăл çул çинчен ыткăнни нумай вăхăт иртмен пулмалла, ураписем те çаврăнса тăраççĕ. Пĕр машина та чармасть вĕт, иçмасса. Пурте васкаççĕ. Юлташ ман паллă çын, ăна облаçра палламан çын сахал. Тепĕр майлă каласан – шишка! Анчах мăн кăмăллă çын мар, çынлăхне çухатман. Инкеке курсан вăл часрах чарăнма ыйтрĕ.
-Атя кайса пăхар, пулăшу кирлĕ мар-и водительне/ - терĕ.
Иксĕмĕр те машина енне ыткăнтăмăр. Çитрĕмĕр, пăхатпăр. Водитель хăрушсăрлăх пиçиххине çыхнă та кабинăра пуçхĕрлĕ çакăнса тăрать. Пăштик-пăштик сывлать хăй. Ахăртнех, никам та чарăнманнине кура капкăнран мĕнле хăтăлмаллине шутлать. Хайхи ман юлташăма курчĕ те хытсах кайрĕ. Пулăшу ыйтмасть-ха: «Здрасьте», - тет. Эпир кулсах ятăмăр. Хăйне часрах кабинăран кăлартăмăр.
-Шутник та эсĕ. Тата мĕн каласа култаран/ - Ваççука куçĕнчен тинкерчĕ Маруç.
-Тата мĕн калас/ Ман пурнăçра мыскара нумай пулнă. Çак руль умĕнче эпĕ вунпилĕк çул. Чечен вăрçи вăхăтĕ-нчи ахăрсаманара тыткăнра та пулса курнă. Çур çул.
-Ку хальхи летчиксем пирки кăтартнă кинори пек тыткăнра-и/ - Маруçăн кăлтăр-кăлтăр куллипе тулчĕ кабина.
-Ĕненмесен – ан ĕнен! Эппин, ху çинчен каласа пар. Ăçта пурăнатăн/ Мĕн ĕçлетĕн/
-Хулара пурăнатăп. Ак халь тăван ялтан хăнаран таврăнатăп. Ялта çуралнă çынна ялан ял туртать вĕт. Шурлăх пек çăтать çав ял тени. Атте-анне пурăнмасан та тăван кил-çурта тасатса-тирпейлесе тăрас килет.
-Ан та кала. Яла уйăхра пĕрре каймасан апат çимен пек, выçă туятăп хама. Ман хăть тăван кил хупăнман. Унта шăллăм мăшăрĕпе пурăнать. Эп унта ĕçлеме мар, канма çӳретĕп. Тетĕшне хисеп тумалла вĕт вĕсен! Хисеплеччĕр, пăхчăр!
-Сана лайăх. Эп тăван килте нихăçан та хăна пулса курман. Упăшка килĕнче те. Ялан тĕпелте ĕçлеме тивет, сан пеккисене пăхма.
-Хе-хе-хе! Хуçа пулма та пĕлмелле. Эп хамăн арăма вара ялан юнашар лартатăп, вăл аслă кинĕ. Тĕпелте ĕçлекеннисем унсăрах тупăнаççĕ.
-Эп аслă кин мар çав. Аслине пирĕн те нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, вăл килессе куç пек кĕтеççĕ, çитсен тӳрех сĕтел хушшинче хăналама тытăнаççĕ, - терĕ те Маруç шухăша кайрĕ. Шухăшĕ тĕллĕн пулмасан та унăн урăх шоферпа калаçăва тăсас килмерĕ. Килĕнче ахаль те ĕçлесе ывăннăскерĕн кăштах куçне хупса тĕлĕрес килчĕ. Анчах Ваççа калаçрĕ те калаçрĕ...
Маруç унăн сăмахне веçех илтмерĕ.
-Ăхă, ăхă, - тесе малтан вăл пуçне сĕлтсе кăна пычĕ. Унтан тĕлĕрсех кайрĕ.
Пуçĕпе кабина алăкне пырса тĕрĕннипе кăна вăранса кайрĕ хĕрарăм.
-Вăрантăн-им/ Ульяновск облаçне кĕрсен пурте вăранаççĕ. Çулĕ тумхахланать. Тутарстанри çул сăпкари пек ярăнтарса лăпкаса çывăрттарать. Хам та руль умĕнче куç хупăнасран сыхланса пыратăп. Сан патна ман пĕр ыйту пурччĕ те – вăратас темерĕм.
-Ыйт, эппин.
-Эс çемьеллĕ çын-и/ Пит чипер курăнатăн.
-Çемьеллĕ те пулнă, çемьесĕр те, савнисем те пулнă пурнăçра, савманнисем те... Халĕ пĕчченех пурăнатăп.
-Кĕскен калаçма юрататăн эсĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 211, Хаçат: 33 (1382), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: