Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Промышленность этем валли лайăхран та лайăх япаласем шутласа кăларать. Вăхăтĕнче тимĕр çав тери тӳсĕмлĕ материал шутланатчĕ. Халĕ ун вырăнне металлопластикпа е полипропиленпа усă курма тăрăшаççĕ. Улшăнусем Павăл ĕçлекен çĕре те çитрĕç. Анчах пуçлăхсем чипер ĕçлекенсене çăмăл пултăр тесе мар, пачах урăхла, ĕç вырăнĕсенче пушă вăхăт ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ. Чи малтан ĕç йĕркине пăсакансемпе кĕрешме шутларĕç. Вĕсен ĕç вăхăтĕнче комплекс тăрăх çӳреме, патшалăх пурлăхне пĕр цехран теприне йăтса кайма юраманни пирки калаçрĕç. Эпир пурте чĕрĕ çынсем вĕт. Тепĕр цехра пĕрин пиччĕшĕ, теприн юлташĕ ĕçлет. Унччен ирĕклĕ çӳренĕ пулсан пĕр кунта çак йĕркене улăштарма питĕ йывăр. Кирлех пулсан пуçлăх патне кайса вăхăтлăх пропуск илме пулать-ха. Анчах малтан ăна ăнлантарса пама тивет: ăçта каятăн, миçере таврăнатăн/ Енчен те санăн аллунта кирлĕ мар япала çуккине ĕнентерейрĕн пулсан – пропуск илме пултаратăн. Кун пекки кашнинех лекмест çав...
Ĕç вăхăчĕ. Павăл алăк умĕнче юлташĕсем тăнине асăрхарĕ. Вĕсем алăка уçса пăхаççĕ те – каялла хупаççĕ. Павăл мĕн пулнипе кăсăкланса вĕсен умне пырса тăчĕ.
-Мĕскер эсир салхуллă паян/- ыйтрĕ вăл.
-Ыран пулла каясшăн. Юлташăн пĕр вăлти çĕмĕрĕлнĕ те мана юсама пачĕ. Халĕ ăна тавăрса памалла. Анчах тухса çӳрекенсене тĕрĕслеççĕ иккен, - ним тума аптăраса калаçрĕç пулăçсем. Премие никамăн та çухатас килмест-çке-ха...
-Эпĕ сире пулăшма пултаратăп. Анчах пирвайхи пулă – манăн, килĕ-шетĕр-и/ - сĕнчĕ кирек мĕнле йывăрлăхран та тухма пĕлекен Павăл. Лешĕсен килĕшмелли çеç юлчĕ. Павăл ĕçри тумне çĕннипе улăштарма каясси пирки пĕлтерчĕ.
-Эсир эпĕ кайнине пăхса тăрăр. Йĕрке хуралçисем мана чарнă хушăра эсир никама систермесĕр тухса шăвăнăр. Каялла таврăннă чух сире никам та тĕрĕслемĕ,- терĕ Павăл.
Хăй кивĕ тумтирне хĕвне чикрĕ те цех тăрăх утса кайрĕ. Умра никам та курăнмарĕ. Хыçра çăмăл машина чарăннине, унтан икĕ çын тухнине илтрĕ вăл. Павăл тумтир ылмаштармалли пӳлĕм алăкне пырса шаккарĕ, мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерчĕ. Ун хыççăнах йĕрке хуралçисем пырса çитрĕç. Ахăртнех, вĕсем Павăл хĕвне мĕн-тĕр вăрласа чикнĕ тесе шутланă.
- Ку сирĕн япалăр-и/ - ыйтрĕç хайхисем Павăл хĕвĕнчен кăларнă тумтире курса.
-Манăн,- хуравларĕ Павăл.
-Мĕншĕн эсир ăна пытарса илсе килтĕр/
-Ара, çын умĕнче таса мар япалана йăтса пыма аван мар,- айăпа кĕнĕн калаçрĕ Павăл.
-Вăтанма кирлĕ мар, тепрехинче пытармасăр йăтса çӳре,- терĕç те хуралçăсем тухса кайрĕç.
Кладовщица ним ăнланмасăр Павăла çĕнĕ тум тыттарчĕ. Павăл ăна хулпуççи çине хурса ĕç вырăнне таврăнчĕ. Вăл пынă çĕре юлташĕ-сем хăйсен «ĕçне» тума ĕлкĕрнĕччĕ. Павăла вĕсем хаваспах кĕтсе илчĕç. Унăн аллинчи çĕнĕ тума курсан ăна «çума» сĕнчĕç.
-Ку çĕнĕ пушмака эпĕ яла кайсан кама та пулин сĕнетĕп те уншăн мана пилĕк килона яхăн какай парĕç,- ĕнентермелле хушса хучĕ те Павăл ĕç вырăнне кайса тăчĕ. Унччен те пулмарĕ - хыçалта арçын сасси илтĕнсе кайрĕ: «Ак çак пушмакшăн мана миçе килограмм аш парĕç-ши/ - ыйтрĕ вăл аллинчи 45-мĕш калăпăшлă пушмакне кăтартса. Çак арçын Павăл чăнласа каланă тесе ĕненнĕ иккен. Хăйĕн «пурлăхĕпе» усă курасшăн пулнă.
-Пирĕн ялта кун пек калăпăшлă ураллисем çук çав,- ку хутĕнче те шӳ-тлесе хуравларĕ Павăл.
Тунтикун вара, калаçса татăлнă пекех, пулăçсем Павăла пулăпа хăналарĕç, пулăшнăшăн тав турĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 584, Хаçат: 33 (1382), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: