Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйнеевĕр илемлĕ, илĕртӳллĕ. Çак тапхăрсемпе çыхăннă йăла-йĕрке, ĕç-пуçпа хатĕр-хĕтĕр те пурнăçа капăрлатаççĕ.
Çакна кăна илсе пăхар-ха: çуркунне юр ирĕлсе пырать. Пахчасемпе анкартисенчи çĕр лаптăкĕсенчен пăс тухать. Ваттисем каланă тăрăх, ку аван хыпара – пахча çимĕç, çĕр улми, тырă-пулă тухăçлă пулать. Типсе каясран çынсем пахча, анкартисенчи çĕрсене сӳрелеççĕ. Çĕр лаптăкĕсем илемлĕ курăнса тăраççĕ.
Вăхăт нумай та иртмест - ентешсем çĕре кăпкалатса çĕрулми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти культурăсене акса, лартса хăвараççĕ. Аван çанталăкра виç эрнерен çĕрулми шăтса тухать. Анкартинчи лаптăк ытарайми сип-симĕс кавирпе витĕнет.
Пахчасене ял çыннисем çумкурăкĕ-нчен тасатса тăраççĕ, вĕсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран им-çам сапаççĕ, 1-2 уйăхран çĕрулми шурă, кăвак, кĕрен тĕслĕ чечеке ларса хăй çине пăхтарса савăнтарть.
Ака тунă хыççăн 3-4 уйăх та çитет, çуллахи ăшă кунсем иртсе пыраççĕ. Ĕçченсем çĕрулмие кăларса илме хатĕрленсе вĕсен аврине çулса илеççĕ. Анкартинчи çĕрулми йăранĕ-сем пĕр юмахри пек тӳрĕ курăнса выртаççĕ.
Аврине çулнăранпа эрне иртрĕ – çĕрулмие кăларма та вăхăт. Маларах ку ĕçе алă вĕççĕн кĕреçепе чавса е йăрансене сухапуçпа лашапа çулса кăларнă. Халĕ вара тракторпа чавтарса кăлараççĕ.
Акă трактор пĕтĕм анкарти лаптăкне чавса тухрĕ, çĕр лаптăкĕ шурă, сарă, хĕрлĕ тĕспе çăлтăрланса хитрен курăнса выртать.
Ял ĕçченĕсем лаптăкран çĕрулмие пуçтарса нӳхрепе, путвала майласа вырнаçтараççĕ, анкартинчи çĕр лаптăкне тасатса кĕрхи çĕртме туса хăвараççĕ. Лаптăк çитес çул валли çынсене усă пама хатĕрленсе илемленсе юлать.
Каярахпа сивĕ хĕл те çитет. Çĕр лаптăкĕ юр çунă хыççăн шурă тĕспе витĕнсе çитес çуркуннехи ырă та ăшă кунсене кĕтет.
Çапла пирĕн çутçанталăк пулăмĕ-семпе, таврари илемпе пуянлăха - уй-çарана, вăрмансене, çырма-çатрана – çамрăк ăрăва кăтартса вĕрентсе пымалла. Вĕсем çынсемпе çумлăнах! Çакăн пек илемпе пирĕн савăнăç тупма тăрăшмалла, вара пурнăç тата та пуянланĕ.
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 234, Хаçат: 33 (1382), Категори: Таван тавралах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: