Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградра ĕçлесе пурăннă чăваш журналисчĕ, сăвăçи тата çыравçи Яков Рогачев вилсен ун тăванĕсем килти библиотекăри кĕнекисене «Канаш» редакцине кӳрсе пачĕç. Вĕсем хушшинче çыравçа ытти авторсем автографпа панисем те чылай. Ку кĕнекесем чăваш литературишĕн, халăх историйĕшĕн хаклă.
Акă чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм сăвăçин Ваççа Аниççин «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» ятлă кĕнекине уçатăп. Ăна 1966 çулта Чăваш АССР Кĕнеке издательствинче (Чăвашиздат) кăларнă. Кунта авторăн 1930 çулхи сăнӳкерчĕкĕ те пур. «Ваççа Аниççи – тăван поэзин пирвайхи чĕкеçĕ» ятлă умсăмахне Стихван Шавлы çырнă.
Кĕнекене авторăн 22 сăвви тата 9 калавĕ кĕнĕ. Вĕсене Константин Петров пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – Стихван Шавлы. Хайлавĕсене Ваççа Аниççи 1906-1907 çулсенче çырнă. Пĕрне çеç 1966 çулта хайланă, вăл «Çутă çăлтар хăпарчĕ» ятлă. Унта автор Ленин йĕркеленĕ коммунистсен партийĕ çĕршыва, халăха тĕттĕ-млĕхрен кăларни пирки çырать. Акă пĕррремĕш куплетне илсе кăтартар:
Çутă çăлтăр хăпарчĕ,
Тĕттĕм каçа çутатрĕ.
Ылтăн пуçлă сар хĕвел
Пурнăç пăрне шăратрĕ.
 
Çичĕ куплетран тăракан сăвă çапла вĕçленет.
Кĕтнĕ ĕмĕр çитрĕ манăн,
Мĕн калам тата, тăванăм/
Шурчĕ хура пурçăнçăм,
Çамрăкланчĕ чунăмçăм.
 
Автограф патне таврăнар-ха. Ăна авторĕ çапларах шăрçаланă:
«Яков Капитоновича.
Асăнмалăх кĕнеке
Парнелетĕп эп Сире.
Эпĕ пулмăп тĕнчере,
Пурăнăç çаплах вĕркĕ.
Çак пĕчĕкçĕ кĕнеке
Ман çинчен ас тутарĕ.
Тен, пушă вăхăтсенче
Çак пĕчĕкçĕ парнене
Тытса пăхăр е вулăр,
Çыраканне асăнăр.
 
29.08.67 ç. Ваççа Аниççи».
 
Аялта А.Княгинина тесе алă пуснă.
Малашне эпир Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ Ваççа Аниççин пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тата хайлавĕсемпе «Канаш» хаçат вулаканĕ-сене майĕпен паллаштарса пырăпăр.
 
: 683, Хаçат: 33 (1382), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: