Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кабачок – корейла
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 0,5 кг кишĕр, 0,5 кг сухан, 2 шăл ыхра, 9 процентлă 100 г уксус, 200 г типĕ çу, 2 апат кашăкĕ тăвар, 200 г сахăр, корей кишĕрĕ тумалли приправа – 2 пакет (пĕри йӳçĕ пăрăçли, тепри ахальли).
Кабачока тата кишĕре тасатса теркăпа хырмалла (пысăккипе), савăта ямалла. Суханпа ыхрана вĕтĕ тураса унтах яратпăр. Специсем хушатпăр: уксус, типĕ çу, тăвар, сахăр, ятарлă приправа. Лайăх пăтрататпăр.
Хутăша пăспа пăшăхласа тасатнă банкăсене ярса тухатпăр (сĕткенĕпе пĕрле), хупписене çиеле хурса кастрюльти шыва лартса 30 минут вĕрилентерсе тасататпăр. Кăларсан хупăпа хытă хупатпăр, çавăрса хурса ăшă витетпĕр.
Кабачок вăлчи
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 1 кг кишĕр, 150 г томат пасти, 30 г тăвар, 60 г сахăр, 1 стакан типĕ çу, 1 чей кашăкĕ уксус, 1-1,5 стакан шыв, 2 йӳçĕ пăрăç.
Чи малтан çимĕçсене çуса тасатăр, банкăсемпе хупписене пăшăхласа хатĕрлесе хурăр.
Кишĕре вĕтĕ тăваткалсем туса ваклатпăр. Кастрюле типĕ çу ярса çулăм çине лартатпăр, унта кишĕр хушатпăр. Унтан 1 стакан шыв, 4 апат кашăкĕ сахăр, тăвар ярса вĕреме кĕртетпĕр, хуппине витсе 10 минут пĕçеретпĕр.
Çав вăхăтра кабачоксемпе сухана, пăрăçа туратпăр, 10 минут вĕренĕ кастрюле хушатпăр, пăтрататпăр. Çимĕçсем çемçеличчен 20-30 минут пĕçеретпĕр. Кун хыççăн томат пасти хушатпăр, кастрюль хуппине илсе (шывĕ пăсланса пĕттĕр) тата 10 минут вĕрететпĕр, уксус хушатпăр та блендерпа нимĕр пуличчен тĕветпĕр.
Кабачак нимĕрне каллех çулăм çине лартса вĕреме кĕртетпĕр, пăшăхланă таса банкăсене тултаратпăр. 750 грамлă 4 банка пулать.
Кабачок варенийĕ
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 3 кг сахăр, 4 лимон, 100 г шыв.
Шуратса тасатнă, вăррисене кăларнă кабачока тăваткалсене туратпăр, лимона та çаплах ваклатпăр. Пĕрле яратпăр, сахăр сапса пăтрататпăр, сехет çурă лартатпăр. Кун хыççăн шыв хушатпăр та çулăм çине лартса вĕреме кĕртетпĕр. Унтан сивĕниччен тытатпăр. Çапла тăватă хутчен пĕçеретпĕр.
Пăшăхласа тасатнă банкăсене ярса хуратпăр, нӳхрепе усрама лартатпăр.
 
: 188, Хаçат: 33 (1382), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: