Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
артаклăра иртнĕ Акатуй шкул стадионĕн лапамне районта чăваш культурине аталантаракан пур ахах-мерчене пухрĕ. Мĕнле кăна чăваш кĕпипе-капăрлăхĕпе килмен-ши йăхташсем уява/ Тимлĕреххисем аллипех тытса пăхасшăн çунчĕç. Халăха ĕлĕкхи чăваш кĕпин ытарайми илемĕпе тыткăнланă хăнасенчен пĕри Галина Попова пулчĕ. Галина Петровна Чартаклă районĕнчи Андреевка ялĕнчен. Хăйĕнпе паллаштарма хапăл пулчĕ вăл.
 
- Çак уява ялтан чи хастар та маттур чăвашсем пуçтарăнса çитрĕмĕр. Пирĕн хушăра ачасем те, аслă çул-ӳсĕмри çынсем те пур. Çамрăк ăрăва халăх культурипе паллаштарас тесе нумай ырă ĕç тăватпăр эпир. Хăвăрах куратăр – артистсем хушшинче чăваш тумне тăхăннă шăпăрлансем те, шкулпа университетра вĕренекен яш-кĕрĕм те. Пир кĕпесем тăхăннă хитре хĕрарăмсем вара пĕтĕмĕшле илсен – Андреевка ача пахчинче вăй хуракан ĕçтешсем. Пĕрле пухăнатпăр, юрлатпăр-ташлатпăр, алĕç тытса ларатпăр. Кашнинех аванни, çĕнни çинчен каласа пама, çитĕнӳпе мухтанма сăлтав тупăнать. Хыпар-хăнара «Канаш» хаçатра вуласа пĕлетпĕр, - терĕ вашават хĕрарăм.
Галина Попова уява икĕ чăваш кĕпи, икĕ саппун илсе килнĕ. Кĕписене хĕрарăмăн юратнă кукамăшĕ – Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнче пурăннă Александра Матвеевна Фадеева – хăй аллипе тĕртсе тунă. Саппунĕсене Галина Петровнан амăшĕ – Лидия Александровна Лепешкина - çĕленĕ. Вăл çак пултаруллă хĕрарăмсемпе мăнаçланать, вĕсене чун-чĕринчен юратать.
- Аслă вăрçă вăхăтĕнче ман кукамай трактористра ĕçленĕ, Çĕнтерӳ хыççăн юхăннă ял хуçалăхне çĕкленĕ. Алли ылтăн пулнă унăн. Тимĕр утне итлеттерме пĕлнĕ çеç мар маттур хĕрарăм механизатор, тĕрлеме-çыхма тата çĕлеме ăста пулнă. Хăйĕн пултарулăхне хĕрне, ман аннене, тата мана парса хăварма тăрăшнă. Вăл виçĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Анне Суйкăнта пурăнать, - каласа парать вăл.
Галина Петровна ĕç стажĕ пысăк – Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн 26 çул Андреевка ача пахчинче вăй хунă. Юлашкинчен чылай çул пĕлӳ çурчĕн ертӳçин тивĕçне пурнăçланă. Пĕлтĕр ача пахчине шкул çунатти айне илнĕренпе аслă воспитатель пулса тăрăшать.
Поповсен туслă çемйи пур ĕçе те пĕрле калаçса килĕшсе тума хăнăхнă. Мăшăрĕпе, хăй вăхăтĕнче Афганистанта çар тивĕçне пурнăçланă арпа, паян строитель пулса ĕçлекенскерпе, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Паян мăнукĕсемпе йăпанать туслă çемье. Упăшки, Геннадий Васильевич, тем пек хисеплет Галина Петровнана. Пултаруллă мăшăрне аллинчен çепĕççĕн тытса: «Манăн пăрчăканăм, юратăвăм», - тет.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 634, Хаçат: 34 (1383), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: