Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Уçăрккара пурăнакан Р. В. Абдулкина тата Чартаклăра тĕпленнĕ Н.П. Чернова – «Канаш» хаçатăн лотерея вылянтарăвĕн çĕнтерӳçисем. Иккĕшне те кĕнеке тухрĕ: Роза Валентиновнана - Николай Ларионовăн «Вут хӳре», Нина Петровнана – «Императоры России».
Иккĕшĕ те вĕсем Тутарстан Республикинчне çуралса ӳснĕ, Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ.
- «Канаш» хаçат пирки эпĕ унчченех илтнĕ, ман шăллăм тата кукка унпа питĕ туслă. Хам вара пуçласа темиçе çул каялла Çĕнтерӳ паркĕ-нче иртнĕ Акатуйра çырăнтăм. Питĕ килĕшрĕ. Унтанпа çырăнмасăр юлман. Калавсемпе сăвăсене савăнсах вулатăп. Эп çамрăкранах юрлама юрататăп. Халĕ те вырăс ансамбльне çӳретĕп. Шел, пирĕн чăваш ушкăнĕ çук. Çавăнпа почтальонка хаçат кӳрсе парсан чи малтан саккăрмĕш страницăра юрă шыратăп,- терĕ Р.В. Абдулкина.
- Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех Мирный поселокĕнчи чăх-чĕп фабрикинче ĕçлерĕм – 37 çул. Çăмарта суйланă çĕрте 30 çул, ыттине пĕчĕк чĕпсене пăхнă. «Канаша» хăçан çырăнма пуçланине те маннă ĕнтĕ. Чăваш хаçат-журналне çамрăкранпах вуланă – «Ялав», «Капкăн» çырăнса илнĕ. Кайран çĕнетӳ тапхăрĕ тытăнсан ку пăрахăçа тухрĕ. Çĕнĕ тус тупăнчĕ – Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕ. Кĕнеке те пит вулама юрататăп. Пĕлнĕ пекех парни те кĕнеке тухрĕ, - каласа пачĕ Нина Петровна.
Чăваш хĕрарăмĕсем «Канаша» килĕштерсе вулаççĕ, çитес çула та çырăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
 
: 345, Хаçат: 34 (1383), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: