Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче çĕнĕ тухăçăн ялхуçалăх ярмăрккисем пуçланĕç. Пĕрремĕшĕ августăн 27-мĕшĕнче Ульяновскăн Засвияжски районĕнче «Звезда» суту-илӳ комплексĕ (Октябрьская урамĕ, 22-мĕш çурт) умĕнче иртĕ.
Ярмăрккасенче хула çыннисем тĕрлĕ паха апат-çимĕçе йӳнĕ хакпа туянма пултараççĕ. Хӳтлĕхсĕр, ватă çынсем валли социаллă такси ĕçлĕ, сумкисене кирлĕ çĕре йăтса çитерме волонтерсем пулăшĕç. Ярмăркка çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн иртнĕрен хальхинче унта тата шкул ачисен таварĕсен суту-илĕвне йĕркелĕç.
Ытти ярмăрккасем çак ятсемпе иртĕç:
Ленин районĕнче – икерчĕ фестивалĕ (октябрĕн 15-мĕшĕ) тата кĕрпе кунĕ (декабрĕн 3-мĕшĕ)*
Чукун çул районĕнче – çăкăр фестивалĕ (октябрĕн 1-мĕшĕ) тата аш-какай кунĕ (октябрĕн 22-мĕшĕ)*
Засвияжски районĕнче – купăста фестивалĕ (сентябрĕн 17-мĕшĕ) тата тортсен кунĕ (октябрĕн 5-мĕшĕ)*
Заволжски районĕнче – панулми фестивалĕ (сентябрĕн 3-мĕшĕ) тата тăварланă хăяр-помидор кунĕ (ноябрĕн 19-мĕшĕ)*•
Димитровградра – çĕрулми фестивалĕ (сентябрĕн 10-мĕшĕ) тата аш-какай кунĕ (октябрĕн 29-мĕшĕ)*
Çĕнĕ Ульяновскра – кавăн фестивалĕ (сентябрĕн 24-мĕшĕ) тата пыл кунĕ (ноябрĕн 12-мĕшĕ)*
Ишевкере (Ульяновск районĕ) – кукăль-пӳ-ремеч фестивалĕ (октябрĕн 8-мĕшĕ) тата пулă кунĕ ( ноябрĕн 26-мĕшĕ).
 
: 669, Хаçат: 34 (1383), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: