Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эйнштейн музейĕ Ульяновска çĕнĕ парне тунă – музей умне «Пирĕн тенкĕ тутăхмасть» палăк лартнă.
Ĕç Раççей ялавĕн кунĕнче пулса иртнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, Раççей тенки шăп 700 çул каялла суту-илӳре çӳреме тытăннă. Ăна хăш кун кăларни паллă мар пулнипе музей дирекцийĕ Раççей тенкин палăкне Раççей ялавĕн кунĕнче уçма шутланă.
Пĕр тенкĕлĕх укçа палăкĕн пĕр енче «Наш рубль не заржавеет!» тесе çырнă, тепĕр енче – Раççейĕн ялавĕн тĕсĕ çинче 1 тенкĕн палли. Палăка шăратнă тутăхман хурçăран тунă. Ăна Волгоград маçтăрĕсем хатĕрленĕ.
Музей ĕçченĕсем палăкăн пысăк пĕлтерĕ-шне палăртаççĕ: пирĕн тенкĕ тутăхмасса, унăн хакĕ ӳссе пырасса, çĕршыв аталанса çĕнелессе шаннине пĕлтереççĕ.
Тенкĕ палăкĕ патне туй кунне пырса ăна пуян пулар тесе сăтăрма юрать. Палăк патне пынă малтанхи вунă мăшăра музей ĕçченĕсем парне парĕç.
 
: 164, Хаçат: 34 (1383), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: