Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе çурлан 18-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура керменĕнче пирĕн ентешĕн, чăвашсен оперăпа балет театрĕн солисчĕн, Хусанти Н.Г.Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторине пĕтернĕ, тĕнче шайĕ-нчи «Душа моя – романс» конкурс-фестиваль лауреачĕн, ЧР вокалистсен конкурсĕн çĕнтерӳçин Валентина Двойнован тата «Шупашкар» эстрада ушкăнĕн илемлĕ концерчĕ иртрĕ.
Тӳлевсĕр концерта курма чăвашсем тулли зал пухăннăччĕ.
Валентина Двойнова оперăпа балет театрĕнче 25 çул ĕçлет пулин те Ульяновскри чăвашсене уйрăм пĕрремĕш хут пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Куракансем ăшшăн тата тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç ăна.
Юрăçăн репертуарĕнче ытларах вырăс юррисемпе романссем. Çапах та юлашки вăхăтра вăл чăваш юррисене юрлама тăрăшать – классикăран тытăнса эстрада таран. Унăн контральт тембрлă çемçе сасси эстрадăра анлă сарăлнă юрăсене тепĕр сăн кӳрет. Тĕрлĕ тухрĕ юрăçă куракансем умне. Чи çывăххи вара – чăваш тумĕллĕ Нарспи сăнарĕ пулчĕ.
«Шупашкар» ушкăнти Людмила Кинер, Радик Чернов тата Анна Юркинова - виçĕ енлĕ виçĕ талант. Инди ташшине те, чăваш халăх ташши-юррине те аван пултараççĕ. «Эпир чăнкă чăвашсем» юрри вара хамăрпа хамăра мăнаçланма вĕрентет.
Шупашкар хăнисене куракансен ятĕнчен УОЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕ Олег Мустаев саламларĕ. Пирĕн, чăвашсен, хамăрăн ентешсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллашмаллине палăртрĕ.
- УОЧНКА ĕç планĕпе эпир паллă çыравçăсемпе, юрăçăсемпе, литература критикĕсемпе, журналистсемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Тӳлевсĕр чăвашла кино та кăтартăпăр. Паянхи тĕлпулăва Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай килсе çитмеллеччĕ. Анчах ăнсăртран сиксе тухнă сăлтава пула вăл килеймерĕ. Çапах та тĕлпулу планран тухса ӳкмест. Авăн (сентябрь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак залрах Валери Туркай тата унăн юррисене юрлакан эстрада артисчĕсем килентерĕç. Мероприятине пурне те чĕнетпĕр. Тӳлевсĕр, - пĕлтерчĕ Олег Николаевич.
 
: 286, Хаçат: 34 (1383), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: