Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
П.М.Миронов 150 çул тултарнă ятпа•
 
Чăваш общественноçĕ чăвашсен паллă ăсчахĕ, вĕрентӳçи Павел Миронович Миронов 150 тултарнине паллă тăвать. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта ентешĕмĕре халалланă мероприяти иртрĕ. Унта 73, 81, 63 тата 64-мĕш шкулсенче чăваш чĕлхи факультетне çӳрекен ачасем хутшăнчĕç.
Малтанах М. М. Карпова вĕрентӳçĕ паллă ăсчах çинчен видеосюжет кăтартса унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. «Шел, çакăн пек сумлă çын çинчен хам та унччен илтмен, тĕплĕнрех паллашсан вăл çĕршывăмăршăн мĕнлерех усăллă ĕçсем туни пирки пĕлтĕм. Пирĕн çак ята манăçма памалла мар»,- терĕ вăл. Унтан Мария Макаровна ачасем мĕн астуса юлнине тĕрĕслерĕ. Вĕрентӳçе тимлĕн итлесе ларни палăрчĕ. Шăпăрлансем кашни ыйтăвах тĕрĕс, туллин хуравларĕç.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕ тепĕр класра иртрĕ. Унта ачасем çавра сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Умĕнче – канфет-печени тата вĕри чей. Варринче культура центрĕнчи «Родничок» фольклор ушкăнне çӳрекен пултаруллă ачасем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Концерт программине фольклор ушкăн ертӳçи Екатерина Лашманова хăй çырнă «Атте-анне» юррипе уçрĕ. Унтан унăн вĕренекенĕсем Настя Муленкова (64-мĕш шкул, 4-мĕш класс) «Икĕ пĕчĕк сар автан» шӳтле юрă тата Настя Прокопьева (63-мĕш шкул 3-мĕш класс) «Пукане» юрă парнелерĕç (тепĕр кунне вĕсем иккĕшĕ те облаçри ачасен «Путене» конкурсне хутшăнчĕç).
Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Артём Соколов та илемлĕ юрă шăрантарчĕ.
 
: 1332, Хаçат: 44 (1136), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: