Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ Валентина Игнатьева-Тарават хăйĕн юбилейне тата пултарулăх çулĕ çине тăни 45 çул çитнине Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕн Культура çуртĕнче ирттерчĕ. Курма пынисем зала пĕтĕмпех тултарнăччĕ.
 
Уяв умĕн пĕр кун малтан Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Сергей Морозов В.Н.Игнатьева-Тарав ата хăй патне чĕнтерсе саламланă, алла çыхмалли ылтăн сехет парнеленĕ.
Чи малтан сцена çинчен Çĕпрел район пуçлăхĕн ятĕнчен ентешне культура пайĕн ĕçченĕ Валерий Самойлов саламларĕ, пысăк картина парнелерĕ, унпа çĕпрелсем мăнаçланнине пĕлтерчĕ.
Поэта, çыравçа, куçаруçа, композитора, юрă-ташă ушкăнĕн ертӳçине чыс тума Ульяновск облаçĕнчен те сумлă делегаци кайрĕ. Сцена çинчен Валентина Николаевнана кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсен канашлуçи, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ Владимир Сваев саламласа кĕпĕрнаттăрăн Хисеп грамотине пачĕ. Çаплах юбиляра саламлама сцена çине облаçри чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ Алексей Мордовкин, Чăнлă районĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков, Ульяновскри вĕренӳпе система çĕнĕлĕхĕсен центрĕнчи йĕркелӳпе меслетлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова тата унăн мăшăрĕ Виталий, Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ковшенина, Чăваш культура центрĕн ертӳçи Ираида Гаврилова, пĕр ялта ӳснĕ Николай Мулендеев тата Василий Крлыков, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов тухрĕç. Вĕсем В.Тараватăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç, ун шанчăклăхне, тӳрĕ кăмăлне палăртрĕç, вăл халăхшăн, чăвашлăха аталантарассишăн ырми-канми тăрăшнине пĕлтерчĕç, малашне те çак ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Уява ертсе пыракан Галина Никитина çаплах Шупашкар хăнисене те залран чĕнсе кăларчĕ. «Хыпар» хаçат генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕн çумĕ, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат юрăçă тата поэт, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина поэт, драматург тата журналист хăйсен ĕçтешне ăшшăн саламласа Чăваш Республикин культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн, Писательсен союзĕн, Композиторсен ассоциацийĕн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене пачĕç, асăнмалăх парнесем тыттарчĕç. С.Асамат вара вăр-варрăн аллине баян тытрĕ, хăйĕн тантăшне халалласа темиçе илемлĕ юрă шăрантарчĕ, пурне те савăнтарчĕ. Шупашкарсен калаçăвĕн тĕп шухăшĕ – Валентина Тарават малта утса пырать, халăх чысне çĕклет, чăваша чăваш пулма чĕнет!
Çаплах Шупашкартан В.Тараватăн шăллĕ Анатолий Музыкантов тата ун хĕрĕ Ирина килсе çитнĕ. Анатолий Николаевич та РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, нумай çул «Сувар» ятлă ташă ушкăнне ертсе пырать. «Сувар» ушкăн куракансене вут-хĕмлĕ ташăсемпе савăнтарчĕ, Ирина Музыкантова вара В.Тарават çырнă юрăсене шăрантарчĕ.
Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ Константин Малышев хăйсен патĕнче В.Тарават пек хастар та пултаруллă çынсем çитменнине, депутата çакăн пек халăхшăн тăрăшакан çынсене суйламаллине палăртрĕ.
Валентина Николаевнана мăшăрĕ Роберт Дмитриевич тата ывăлĕ Андрей та ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Роберт Дмитриевич ăна "ылтăн кăшăл ăшĕнчи бриллиант" тесе хакларĕ! Упăшки арăмĕ пирки халăх çинче çакăн пек каланине сайра хутра илтме пулать. Апла пулсан вăл ун хакне пĕлет.
Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Ярухин тата Çĕнĕ Упи шкулĕн директорĕ Сергей Молгачев ял-йыш ятĕнчен ентешне саламласа ырă сăмахсем шеллемерĕç. Унпа пĕрле ял тăрăхĕ-нче вăй хуракансем, Культура çурчĕн ĕçченĕсем сцена çине тухса саламларĕç, юрă парни турĕç.
Паллах, çак кун Валентина Николаевнан тăванĕсем те килте ларса юлман ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ ырă сăмах каларĕç вĕсем ун пирки! Вĕсем ăна юратнине, хисепленине ытала-ытала систерчĕç. Юбиляр чĕрĕ чечек çыххисен ăшне путрĕ!
Уявра саламсем юрă-ташăпа ылмашăнса тăчĕç. Шкул ачисем вара Тарават сăввисене вуларĕç. Сцена çинчен хăйсен пултарулăхне Аслă Нагаткинтан килсе çитнĕ «Шанăç» ансамбль (ертӳçи В.Тарават), Тутарстан культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Сердцева, Культура çурчĕн ĕçченĕсем кăтартрĕç.
 
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ.
 
: 171, Хаçат: 34 (1383), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: