Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Августăн 18-мĕшĕнче облаçри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче тăван чĕлхе учителĕсен августри конференцийĕ иртрĕ. Кăçалхи тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ – Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентӳçисен ассоциацине туса хурасси, ун Уставне йышăнасси, йĕркелӳ канашне калăпласси.
 
Йĕркелӳ конференцине хутшăннисене Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумĕ, социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕ Игорь Тихонов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен, тутарсен тата мордвасен наципе культура автономийĕсен пуçлăхĕсем Олег Мустаев, Рамис Сафин тата Владимир Софонов, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи Владимир Сваев саламларĕç.
«Ульяновск облаçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пĕрлешӳсенчи чи аван тăван (вырăс мар) чĕлхе кабинечĕ» IV область конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе малти вырăнсене йышăннă вĕрентӳçĕсене чысларĕç. Чăваш чĕлхин чи аван кабинечĕн ертӳçи ятне Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкул вĕрентӳçи Светлана Марышева тивĕçрĕ.
Тăван чĕлхене вĕрентес ыйтупа тухса калаçакансем йышлă пулчĕç. Пĕлтерĕшĕпе тата калăпăшĕпе сулмаклă пулма тивĕç ассоциацие йĕркелессипе те хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç хăнасем. Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ-пе ăслăлăх министерствин пĕр пĕтĕм вĕренĕвĕн департаменчĕн тĕп специалисчĕ Галина Юдина вырăнта этнокультура вĕренĕвĕ еплерех пурнăçа кĕнине каласа пачĕ, ĕçĕн тĕп енĕсене палăртрĕ, хак пачĕ. Ульяновскри вĕренӳпе система çĕнĕлĕхĕсен центрĕнчи директорăн йĕркелӳпе меслетлĕх ĕçне илсе пыракан çумĕ Антонина Мартынова предметник учительсен ассоциацийĕсен вĕренӳ тытăмĕн аталанăвĕнчи витĕмĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Тухса калаçакансенчен ытларахăшĕ Ульяновск облаçĕнчи халăхсен тăван чĕлхепе литература вĕрентӳçисен регионти ассоциацине туса хурас пуçарăва ырласа йышăнчĕ. «Шухăшĕ чаплă, ыйтăвĕ тахçантанпах çивĕч тăрать», - терĕç. «Чăваш чĕлхине вĕрентессипе те, сăмахран, вĕренӳ çулĕ тăршшĕпе çĕр тĕрлĕ ыйту, çĕнĕ шухăш çуралать. Пĕрле пухăннă самантсенче ку е вăл сĕнĕве влаçрисем патне çитермелле тетпĕр те – манатпăр. Аван шухăшах малалла аталанаймасăр путланать. Малашне йĕркелеме палăртнă ассоциаци мĕнпур пуçарусемпе ырă сĕнӳсене пĕр çĕре пухса малашне татса пама пулăшакан тытăм пулĕ. Ассоциацие суйланнă ăслă та шанчăклă çынсен тӳресемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах пулĕ, çĕнĕ шухăшсене, тархаслусене вĕсем тӳрремĕнех область правительствине, вĕренӳпе ăслăлăх министерствине çитерĕç», - пĕлтерчĕç хăйсен шухăшне облаçри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисем.
Кĕске тăхтав хыççăн пухăннисем виçĕ пая пайланса ĕçлерĕç. Чăвашсем, область тата Ульяновскпа Димитровград шкулĕсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен тата кружоксемпе факультативсем ертсе пыракан хастарсем, меслетлĕх (методика) лапамне пухăнчĕç. Кунта ятарласа чĕннĕ хăнасем те пурччĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Ульяновскри вĕренӳпе система çĕнĕлĕхĕсен центрĕнчи йĕркелӳпе меслетлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова уçрĕ.
- Пирĕн пата хăнана хаклă юлташ, вĕренӳ юхăмĕнче хавхалантарса пулăшса тăракан çын, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, паллă сăвăç тата композитор, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ Валентина Игнатьева-Тарават килсе çитнĕ. Ун паян юбилей. Облаçри пур чăваш чĕлхи вĕрентӳçи ятĕнчен ĕçтешĕмĕре чун-чĕререн çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр, - терĕ Вера Александровна.
Чăнлă районĕнчи Ирçел вăтам шкулĕн пуçламăш класс вĕрентӳçисем Т.Т. Топтыгина тата О.А. Мещанинова В.Н. Тарават юбилейне халалланă литературăпа музыка композицине хатĕрлесе килнĕ. Унта 5-8-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Вăта Тимĕрçен вăтам шкул вĕрентекенĕ С.И. Мигукова Валентина Николаевнан пурнăçĕ-пе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан хăтлав кăтартрĕ. Учительсем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, юбиляра чечек çыххисем парса хĕрӳ-ллĕн саламларĕç. Савăнăç куççульне шăлакан Валентина Тарават хăй курнипе питĕ кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ, ачасене те, аслисене те чунĕ-нчен тав турĕ.
Паянхи çĕнтерӳçĕ, Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи урокĕсене илсе пыракан Светлана Марышева, ĕçтешĕсене тăван чĕлхе кабинечĕн конкурсĕнче çĕнтерме хăйне мĕн пулăшнине, асăрхаччăр тесен мĕн тумаллине уçăмлатрĕ – хăш документсене пухассин, ун умĕн еплерех хатĕрленессин, чи малтан мĕне шута илмеллин вăрттăнлăх чаршавне сирчĕ. «Чи малтан çакна каласшăн эп – конкурссене хутшăнма ан хăрăр, хăвăр вăй-халăра тĕрĕслесе пăхасси вăл – хăйнеевĕр çитĕнӳ, ĕçре чăрмантарма тивĕçлĕ мар хастарлăх. Çырмалли çĕрте «Кĕскелĕх - пултарулăх аккăшĕ» пулнине ан манăр. Тăсса каймалла мар унта, ыйтăва икĕ-виçĕ предложенипе хуравламалла, тишкерме, хăвăн ĕçне тĕрĕс хак пама пĕлмелле», - терĕ Светлана Анатольевна пурне те ăнăçу сунса.
Вĕрентекенсем хускатнă кăсăк ыйтусем чылай пулчĕç учительсен канашлăвĕнче: чăваш чĕлхипе культурине урок тулашĕнче вĕрентес кăсăк технологисем, чăваш тата вырăс чĕлхисен урокĕсенче ачасене тĕпчеме тата тишкерме вĕрентесси, çитĕнекен çамрăк ăрăва наци культурин аталанăвне хутшăнтарни тата вăйлă халăх еткерлĕхне сыхласа хăварасси, ачасем тăван сăмахпа кăсăкланччăр тесе тăвакан аталану çул-йĕрĕ тата ытти те.
 
: 221, Хаçат: 34 (1383), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: