Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки вăхăтра чăваш тумĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Сцена çинчи кăтартусем (модельсем), «Канаш» хаçат страницисенчи сăнӳкерчĕксем, юрă-ташă ушкăнĕнчи кĕпе-тумтир. Тата кашни юрă ушкăнĕн тумĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать.
Кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекен фабрикăсем, мастерскойсем ĕлĕкех пулнă-ха. Ерипен пулсан та пир-авăр фабрикисем çĕршывра аталанса пынă, нумай хулара çĕнĕ предприятисем уçăлма пуçланă. Анчах вĕсем халăх валли çителĕклĕ таран пусма тавар кăларайман. Çав вăхăтра ĕçчен халăх укçа-тенкĕрен те йывăр лару-тăрура пулнă.
Тĕрлĕ çĕрти чăвашсен – турисемпе анатрисен çи-пуçĕ, тумтирĕ пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, анчах та чăваш сăнне çухатман.
Тепле саманара та ĕçчен тата ӳркенмен чăваш çынни тĕрлĕ меслетпе усă курма тăрăшнă. Урине те, çи-пуçне те тăхăнма тумтир хатĕрлемелле пулнă.
Ĕлĕкрех çынсем тумтир хатĕрлеме мĕнле чĕртаварпа усă курнă-ха/ Малтан вăрмана аса илни те вырăнлăрах пулĕ, мĕншĕн тесен вăл этеме выçă вилме паман: улма-çырлине, кăмпапа мăйăрне, чей валли курăкне пуçтарсах тăнă, хĕллене те хатĕрленĕ. Çын вăрманпа яланах усă курнă, туслă пулма тăрăшнă. Этем валли вăрманта чĕрчунсем те çителĕклĕ пулнă.
Вăрман çынсене çăпата тăхăнтарнă, сыртарнă. Çăпатине пушăтран тата унăн кантрине мунчаларан явнă. Пушăтне вара çăка йывăç хуппинчен тунă. Йывăç хупписене сӳсе илнĕ хыççăн сулă тунă та шыва ярса, пусарса хунă. Пĕр-ик эрне шывра тăратнă. Йывăç хуппи йӳçсе çитсен пушăтпа мунчалине уйăрса илнĕ. Пушăчĕпе çăпата тунă, мунчалапа тĕрлĕ çĕрте усă курнă: кантрапа вĕрен явнă, çăвăнмалли мунчала тата ытти япала тунă çĕрте усă курнă. Пушăчĕпе çăпатасăр пуçне сăпка, кушел, пĕчĕк арча тата ыттине ăсталанă.
Килти выльăх-чĕрлĕх те, уйрăмах сурăхсем, тумтир хатĕрленĕ çĕрте паллă вырăн йышăннă. Сурăхăн ашĕсĕр пуçне унăн çăмĕ те кирлĕ пулнă. Сурăх çăмне таптарнă хыççăн унран çип авăрланă. Пир станĕпе усă курса сукна тунă. Çиппи хулăн пулсан таварĕ те хулăн, çинçе çипрен – таварĕ те çӳхе пулнă. Сурăх çăмĕ çынсене чаппан, сăхман, пальто, тăла чăлха, нуски, алса, кăçатă тата ытти тăхăнмалли япаласем панă. Тирĕнчен кĕрĕк, тăлăп, çĕлĕк, тир алса çĕленĕ.
Пахчара е анкартинче çынсем кантăр акма та манман. Кантăра вăрă пуличчен ӳстернĕ. Вăррине пуçтарса илсен кантăр сулли туса шыва янă, хутнă. Пуçтарса илнĕ кантăр вăррине вир киммипе тӳнĕ те чуста тунă. Кантăр чустинчен апат-çимĕç пĕçернĕ.
Шывран кăларнă кантăра типĕтнĕ те тылăпа тылласа сӳс тунă, килте кисĕппе çемçетнĕ те çип авăрланă. Çиппинчен тĕрлĕрен пусма тавар, пир тĕртнĕ, кĕпе-тумтир çĕленĕ. Вăл вăхăтра шурă пире (пустав) тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ.
Тата çакна та манса хăвармалла мар: кантăрпа çыхăннă тепĕр сăмах – пуса кантăр. Пуса кантăр е пуса чечен – вăрăсăр кантăр, чечен. Пуса кантăра шыва яман, ăна çĕр çине сарса хунă та - çакă хутни пулнă.
Мĕнле пир (тавар) кирлĕ, çавăн пек тĕспе кантăр çиппине кăна пĕветнĕ. Шурă кантăр пирĕ тирлĕ пулсан – ăна пĕветмен. Тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ кантăр çиппинчен шакмаклă пир тĕртнĕ, эрешĕсем те тĕрлĕрен пулнă. Çакăн пек пиртен çĕленĕ кĕпесен ӳкерчĕкĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă. Пир тĕртесси те, унăн уйрăмлăхĕ те ĕçчен çыннăн пултарулăхĕнчен килнĕ.
Çакăн евĕрлĕрех киççип çинчен те калама пулать. Киççип çиппи тĕрлĕ тĕслĕ пулма пултарнă. Ăна пир-авăр фабрикисенче çĕр мамăкĕнчен авăрласа çип тунă та пир тĕртнĕ. Киççип çиппине сутуçăсем ял тăрăх сутса çӳренĕ. Ӳркенмен çын чăлханса пĕтнĕ çиппе сӳтсе çăмха тунă, пир тĕртме çип хатĕрленĕ. Лавккасенче те çипрен явнă вĕренсем сутăннă. Ăна та сӳтсе çăмха тунă, пир станĕпе усă курса пир тĕртнĕ. Кĕпе-тумтир çĕленĕ хыççăн канва тума, кĕпе аркисене, çаннисене илемлетме тăрăшнă. Çакăн пек куллен ял çынни хăй валли кĕпе-тумтир, урана тăхăнмалли тата ытти кирлĕ япаласем хатĕрленĕ.
Мĕнле пурнăçра пурăнсан та çынна унăн пултарулăхĕ илемлетет. Ĕçе юратакан çын выçă çӳремен, тутă пулнă, çи-пуçне тăхăнмаллине хатĕ-рлесех тăнă.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 680, Хаçат: 34 (1383), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: