Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кулăшла калав
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33-мĕш номерте.)
 
-Мĕн каласа памалли пур/ Пĕччен çын вăл пĕчченех.
-Ман чунра та пĕчченлĕх хуçаланать. Сан пек кăмăллă çынпа чуна уçса калаçас килет.
-Калаçар. Эп те хирĕç мар. Хам та тахçанах чуна уçман: тăвансене веçех каласа парса кулянтарас килмест, юлташсене каласа парса савăнтарас килмест. Хамра веçех йăтса çӳреме вара йывăр. Хăш чухне чун кӳтсе килнипе чĕре чиксе ыратма пуçлать.
-Пурнăçу çăмăлах мар пулмалла санăн.
-Сан та пылпа çу мар пек курăнать. Унсăрăн мана чунна уçма васкамăттăн.
-Э, эпир, арçынсем, хамăра вăйлă тесен те чунпа пит черчен вĕт. Арăм ачаш сăмах каламанни те тарăхтарать. Пире мухтасах, эпир вăйлă та пултаруллă пулнине, чи лайăххи пулнине куллен каласах тăмалла. Унсăрăн арăм юратмасть пек туйăнать. Мана, тĕслĕ-хрен, кам ырă та ачаш сăмах калать, хăть суйтăр, эп арăма пăрахса ун патне кайма хатĕр.
-Çапла-и-ха эсир/ Ман арçынна та çав çитмен пулмалла. Сăмах енчен кăнттамрах çав эпĕ. Тата хама кӳрентерсен каçармастăп. Хаяр сăмахсем чĕрене сăнă пек тăрăнаççĕ те – суранĕ вара темле тăрăшсан та тӳрленмест.
Çапла калаçса пынă хушăра машина хулана та çитрĕ.
-Маруç, атя ман гаража кайса калаçса ларатпăр. Унта килти пекех тип-тирпейлĕ. Эс манран ан хăра, эп тапăнакан çын мар, килĕш.
Кĕтмен сĕнӳ хĕрарăма тĕлĕнтерчĕ. Арçынни те кăмăлне кайрĕ. Кам пĕлет, арăмĕпе начар пурăнаççĕ пулсан, тен, çывăхрах та паллашса кайĕç. «Кил-çурта вăхăт-вăхăт килсе арçын ĕçĕсене туса парсан та лайăх. Пĕреххут, мĕн пулать те мĕн килет, килĕшетĕп кăшт калаçса ларма», - шухăшларĕ вăл.
- Юрать. Калаçар-ха эппин. Икĕ тунсăх та хăрах чун пĕр-пĕрне итлесе сипленер, - тинкерчĕ Ваççан кăвак куçĕнчен Маруç.
Хĕрарăм çапла хăвăрт килĕшессе шанманччĕ Ваççа. Малтанлăха çухалсах кайрĕ.
-Ку пысăк машинана лартмалли вырăн çумĕнчех ман гараж. Йăпăрт кĕрсе ларăпăр.
Каланă – тунă. Гаражĕ çĕр метрта кăна. Ваççа гараж алăкне уçрĕ, çутă çутрĕ. Чăнах та, кунта пит тирпейлĕ: стенасем айккинче сентресем. Унта йĕркипе инструментсем, ĕçленĕ вăхăтра тăхăнмалли тум çакăнса тăраççĕ. Пысăк гаражăн пĕр енче сĕтел ларать, йĕри-тавра тенкелсем. Çумĕнчех пысăках мар кивĕ диван хăйĕн вырăнне тупнă.
-Пит хăтлă кунта сан. Теприсен хваттерĕнче те кун пек таса мар. Хăв çапла тирпейлĕ-и эсĕ е арăму килсе пулăшать-и/
-Арăм мар, вăл кунта пĕрре кăна килсе курнă. Хам аппаланма юрататăп. Хăш чухне ытла ĕçлесе ывăнсан çакăнтах выртса çывăратăп. Арăма шăнкăравласа яратăп та, вăл кĕтмест.
Арçын унталла-кунталла пăхкаларĕ. Нӳхрепе кĕрсе банкăсем илсе тухрĕ.
- Итле-ха, Маруç. Нӳхрепре ăпăр-тăпăр салатсемпе варенисем пур ĕнтĕ. Анчах манăн ĕçмелли тата çăкăр çук. Кунтан инçех мар лавкка пур. Эс кăштах кĕтсе лар, эп наччас чупса кайса килетĕп, - терĕ.
-Кĕтсе ларăп. Эс тульккă алăка тул енчен питĕрсе кай. Эп пĕччен хăратăп.
- Халь кунта кам çӳретĕр ĕнтĕ/ Тахçанах каç пулнă, çынсем машинисене лартнă. Хăран пулсан вара юрĕ, питĕретĕп.
Ваççа тухса кайрĕ. Тул енчен çăраççи чăкăр-чăкăр туни илтĕнчĕ. Маруç кĕтесре выртакан хаçат-журнал купи патне пычĕ. Пĕр журналне илсе диван çине вырнаçса ларчĕ.
Ваççа питĕ васкарĕ. Лавкка – çул урлă каçсан пĕр 20-30 метрта. Таврана тахçанах каç сăнĕ çапнă пулин те çул çинче машина нумай. Пĕр пилĕк минут тăчĕ вăл çул хĕрринче. Чăтăмлăхĕ пĕте пуçларĕ. «Руль умĕнче пынă чухне эп те çынсене çапла çул урлă каçармастăп-ши/» - шухăшларĕ тарăхса. Унтан машинăсене чарăнма ыйтса пĕр аллине çĕклерĕ те çул урлă утма пуçларĕ. Пĕр машини чарăнчĕ, тепри... Виççĕмĕшĕ хăвăртлăхне пĕр шит чакармасăр Ваççана айккинчен лектерсе çапса хăварчĕ. Вăл ыткăнса кайрĕ, тăнне çухатрĕ. Ытти машинăсем чарăнса инкеке лекнĕ çын патне чупса пычĕç. Чĕрех иккен. Тахăшĕ васкавлă пулăшу чĕнтерчĕ. Ваççана пульницана илсе кайрĕç.
Куçне уçсан хăй ăçта выртнине арçын тӳрех ăнланса илеймерĕ. Чӳречерен хĕвел ялкăшни курăнать. Юнашар тимĕр краватьсем çинче урисене çӳлелле çĕкленĕ арçынсем выртаççĕ. Ваççа пульницана лекнине тавçăрчĕ. Мĕнле майпа кунта лекнине аса илеймерĕ. Ыйтса пĕлесшĕнччĕ, калаçма вăй пулманнипе куçне хупрĕ те çывăрса кайрĕ. Çапла виçĕ-тăватă кун иртрĕ. Пĕррехинче каçхи укол хыççăн Ваççан пуçне тем пырса çапрĕ: Маруç! Ара, гаражĕнче ăна Маруç кĕтсе ларать-çке!
-Мана ку пульницана илсе килни миçе кун/ - ыйтрĕ вăл юнашар выртаканран. - Хам нимĕн те астумастăп. Пуçран шаккаса унти мĕнпур тăна кăларса ывăтнă пек.
-Тăваттă.
-Тăваттă/! Паян, эппин, пиллĕкмĕш. Ман часрах пульницаран тухмалла. Сестра, сестра!
Ваççа вырăн çинчен тăрса коридора тухрĕ, постра ларакан сестра патне утса кайрĕ.
-Ман паянах кунтан каймалла. Срочнăй ĕç пур.
-Заявлени çырсан темиçе сехетлĕхе яратăп. Çыр, - терĕ медсестра.
Васканипе Ваççан алли чĕтрерĕ. Хута сестрана тыттарчĕ те тăхăнмаллине илсе часрах транспорт чарăнакан вырăна чупрĕ. «Гараж, гараж», - янрарĕ унăн пуçĕнче. Кирлĕ чарăнăва çитсен - тухрĕ. Акă умра гараж алăкĕ... Вăл кĕсйинчи çăраççисене чанкăртаттарса илчĕ. Çăрана çавăрса гараж алăкне уçрĕ...
ххх
Маруç диван çинче журнал курса ларнă вăхăтра тĕлĕрсех кайнă. Ялта ĕçлесе ывăнни тата çул хăйĕннех тăваççĕ çав. Миçе сехет хуп турттарнă-ши/ Шăннипе вăранса кайрĕ. Никам та çук. Шăп. Стена çумĕнче çакăнса тăракан куфайкă пек тума илсе витĕнчĕ те – каллех диван çине выртрĕ...
Ыйхи тăраннипе тепĕр кун вунă сехетсен тĕлне вăранчĕ. Каллех пĕччен. Çынсем гаража килсе машинисене илсе кайни илтĕнет. Те кăшкăрмалла, те йĕмелле/
"Нивушлĕ хăйне Ваççа текен арçын маньяк пулчĕ/ Мана питĕрсе хăварчĕ те – кайран килсе вĕлерет-ши/ Аванах калаçрĕ вĕт-ха, ĕненмелле..." - шухăшларĕ вăл хăраса.
Маруç тăватă талăка çапла чĕтресе ирттерчĕ. Çиесси те килмерĕ унăн. Ваççа илсе тухса панă банкăсенчи салатсене хыпкаларĕ, компот ĕçрĕ. "Пурпĕрех килет-ха, эп ăна милицие тыттарса ямасан та хам хĕнесе вĕлеретĕп", - тарăхрĕ вăл. Килсен çапса ӳкерме тесе ятарласа газовый текен пысăк ключ хатĕрлесе хучĕ. Унăн кĕтнĕ кунĕ çитрех. Пиллĕкмĕш кунне кăнтăр иртсен гараж çăраççине такам чакăртаттарни илтĕнчĕ. Маруç хатĕрленсе тăчĕ. Ваççан пуçĕ курăнса кайсан вара ключпа çапрĕ те куçĕ ан куртăр тесе часрах тухса тарчĕ.
 
: 212, Хаçат: 34 (1383), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: