Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ ĕçе епле пуçлатăн, çапла вĕçне тухатăн, тенешкел – «Родники» ялхуçалăхĕпе производство кооперативĕ комбайнсене хире районта пуринчен малтан кăларнисенчен пĕри пулнă. Вырмара та ыттисене кая хăварма пултарнă.
Хуçалăх ертӳçи Николай Сайгушев калаçăва тырçинче ырми-канми вăй хунă ĕçченсене мухтанинчен пуçларĕ. Олег Столяров, Петр Моисеев, Олег Тантай комбайнерсене, Александр Кашкоровпа Валерий Анчиков тата Иван Ерилов водительсене тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ. Ырă ята О. Столяров уйрăмах тивĕçлĕ. Хуçалăхăн мухтавлă комбайнерĕ те вăл, чи ăста механизатор та – кăçал та ытти çулсенчи пекех пуринчн ытла тыр-пул (17 пин те 125 центнер) çапса ĕçтешĕсем хушшинче мала тухнă. Хуçалăхри чи аслă, чи сумлă ĕçчен Николай Дьяконов тракторист. 75 çулти Николай Андреевич ЮМЗпа утă тиенĕ çĕрте вăй хурать, ытти ĕçсене те кӳлĕнет. Николай Георгиевич Дьяконов (СК-5 комбайнпа) вара нумай çул ӳсекен курăка çулнă çĕрте хастар. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш бригадăсене ертсе пыракан Андрей Сайгушев агрономпа Леонид Мещанинов инженер, завхоз механизаторсене пысăк тухăç пухса илнĕ çĕрте кăмăл-туйăмне хăпартлантарма, ăмăртса ĕçлеттерме хевте çитереççĕ. Чи çамрăкки В. Жуликов «Ылтăн алă» ята тивĕçет – Василий темиçе çĕрте тăрăшать: уй-хире им-çам сапать, трактор-машина юсать. Ĕççинче те, хĕлле те йĕтем çинче тыр-пул сортлакан хĕрарăмсем – Лидия Моисеева, Нина Анчикова, Валентина Борисова тата пенсионеркăсем – ырă сăмаха тивĕç.
Эпир пынă кун уярччĕ – лĕм çил те çукчĕ. Хуçалăх механизаторĕсем тӳрех хуçалăхăн икĕ уйĕнче ĕçлетчĕç – икĕ çĕрте икшер ушкăн вăй хуратчĕ: пĕрисем, малтан пыраканнисем, кĕрхи тулă акас умĕн тăпрана кăпкалатса хатĕрлетчĕç, теприсем акатчĕç. Ĕç вĕресе, тусан мăкăрланса тăрать. Çурлан 25-мĕшĕ тĕлне 613 гектарне культиваци тума ĕлкĕрнĕ. 230 гектар кĕрхи тулă акнă. Унта ĕçлекен механизаторсем çанталăк 35-38 градус вĕри пулнине пăхмасăр кĕрхи акара вăй хураççĕ: тăпрана кăпкалатакансем – Николай Мелекессов (МТЗ), Алексей Мыгыш (ХТЗ) тата Петр Миги (К-700), Николай Марьинпа Александр Дьяконов* акакансем – Николай Ржата (МТЗ-1221) тата Владимир Сайгушевпа (МТЗ) Александр Егоров (МТЗ-80). Сеяльщиксем – Александр Горбунов, Леонидпа Николай Дьяконовсем, Александр Ермилов. Уй-хире ГАЗ-53 автомашинăсемпе тулă турттаракан водительсем – Александр Кашкаровпа Александр Таушкин тата Иван Ерилов. Вăрлăха сеялкăна яракансем – Надежда Ржата, Лидия Крыжукова, Оксана Егорова, Петр Жуликов.
-Сире хуçалăх епле хавхалантарать/ - ыйтрăм çĕр ĕçченĕсенчен.
- Кӳрентермест. Ĕçленĕшĕн кирлĕ таран тырă, утă, ĕç укçи парать. Тупăш самаях кĕрет. Тăван хуçалăхра мĕншĕн юратса ĕçлес мар/ Пире нимĕнле Мускав та илĕртмест, - терĕç вĕсем.
Николай Сайгушев ертсе пыракан хуçалăхăн пĕтĕмпе 3 пин те 586 гектар çĕр лаптăкĕ. Хăват çитнĕрен унта тата та çĕнĕ вăйпа ĕçлесе аванран аван тухăç илесшĕн вĕсем. Курăк акакан хирсене чакарса тыр-пул лаптăкĕ-сене пысăклатаççĕ. Çапла майпа ку çул пĕрчĕллĕ культурăсене 200 гектар ытларах акнă. Кивĕ техникăран та майĕпен хăтăлса пыраççĕ. Энергие, çунтармалли-сĕрмелл и материала самай перекетлекен çĕнĕ трактор-комбайн, сеялкăсем туянаççĕ.
Хир карапĕсем 2 пин те 180 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене, вăл шутра 549 гектар – кĕрхи тулă, 566 гектар – кĕрхи ыраш, кĕске вăхăтра пухса илнĕ. Кĕрхи тулă, паха сортлăскер, тухăçпа савăнтарнă – гектартан вăтамран 32-34 центнер тухнă. Кĕрхи ыраш – 24-25 центнер. Çурхи тулла нӳрĕ çителĕксĕртерех пирки йывăртарах килнĕ. Унăн тухăçĕ – гектартан вăтамран 15,9 центнер.
Хуçалăх урпа, сĕлĕ, хуратул тата хĕвелçаврăнăш акать. Юлашкине сентябрьте вырса тĕшшине пухса илесшĕн. Ăна 160 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăçĕ аван пулма тивĕç. Механизаторсем валли ĕç пур-ха Ирçел хирĕсенче – кĕрхи тулла (600 гектар) акса пĕтермелле, 930 гектар кĕрхи суха тумалла. Çакăн валли хавхалану, вăй-хал çителĕклех вĕсен.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 173, Хаçат: 35 (1384), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: