Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун Ульяновскри «Восточный» аэропорта Мускавран пирĕн йăхташ, Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăра 63 килограмран çăмăлрах хĕрарăмсен категорийĕнче кĕрешĕве тухса тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражукова вĕçсе килчĕ.
Ăна кĕтсе илнĕ делегаци йышĕнче – спортсменкăн Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче пурăнакан амăшĕпе ашшĕ Светланăпа Вячеслав Тражуковсем, Аслă Нагаткинри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн ертӳçи Евгений Краснов, Чăнлă районĕнчи ирĕклĕ кĕрешĕвĕн аслă тренерĕ Борис Чернов, Владимир Дедушкин таврапĕлӳçĕ тата фотохудожник, облаçри «Чемпион» хаçат корреспонденчĕ Михаил Россошанский тата ыттисем пулчĕç.
- Тăван яла килме вăхăт тупăннăшăн эпĕ питĕ савăнатăп, - терĕ Инна «Канаш» хаçата хăйĕн çитĕнĕвĕсем çинчен çырса тăнăшăн тав туса.
Журналистсенче полуфиналта пăхăр медаль илейменшĕн спортсменкăна Раççейри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили питĕнчен икĕ хутчен çупса янă хыççăн халĕ те каçару ыйтманни кăмăлсăрлăх çуратрĕ.
- Иртнĕ ытларикун Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пултăм. Пуçлăх пăтăрмаха пăхса тухассине пĕлтерчĕ. М.Г. Мамиашвили вара çак эрнери пресс-конференцире Рио-де-Жанейрăри хăйĕн тӳрккес тыткаларăшĕшĕн каçару ыйтма хатĕррине пĕлтернĕ. Анчах та манран каçару ыйтман-ха вăл. Паллах, çывăх вăхăтрах хирĕçӳпе ăнланманлăх çуратнă лару-тăрăва татса парасса шанатăп. Манăн чун-чĕререн çапла пултарас килет, - терĕ вăл.
Иннăшăн мĕнпур Ульяновск облаçĕ, пĕтĕм чăваш тĕнчи пăшăрханчĕ. Мĕнле те пулин медаль çĕнсе илинччĕ терĕмĕр эпир. Бронзăшăн пынă тытăçура 37 çулхи Польша спортсменки пирĕн Иннăран вăйлăрах пулнине халĕ те ĕненес килмест.
- Еплерех çĕнтерес тесен те бронза медальшĕн пынă тытăçăва выляса ятăм. Эпĕ пĕр вăй юлмиччен кĕрешрĕм - ман тем пек Раççей командин пухмачне медаль выляса илес килетчĕ. Аттепе (мана ачаран ирĕклĕ кĕрешĕ-ве хатĕрленĕ тренер) анне, ентешсем еплерех савăннă пулĕччĕç. Анчах та май килмерĕ. Манпа ăмăртакансем те вăйлăччĕ. (Сăмахран, Монголи пики, икĕ хутчен тĕнче чемпионки, Лондонри Олимп вăййисен бронза призерĕ, чĕрĕк финала çеç çитейрĕ. Пирĕн Инна вара çурма финалта кĕрешрĕ! – Автортан.) Вăйăсен йĕрки те ман ăнăçлах марччĕ – эпĕ Риора пилĕк тытăçу ирттертĕм: вĕсенчен тăваттăшне кăнтăрлаччен. Ку питĕ йывăр! Манпа ăмăртакансен пурин те манран пĕр тытăçу сахалтарах пулнă. Тытăçусем хушшинче 15 минутлă тăхтав. Ют çĕршыври çанталăк, пĕр кунрах тӳрех пилĕк тытăçу – эп çителĕклĕ канма ĕлкĕреймерĕм пулмалла. Малашнехи тĕллевсем пысăк манăн. Хамра ăнтăлу, вăй пуррине туятăп. Самантпа усă курса маншăн тӳрĕ кăмăлтан пăшăрханнă «Канаш» хаçат вулаканĕсене тав сăмахĕ калас килет. Хальхинче çĕнтерӳпе таврăнайманшăн сиртен каçару ыйтатăп. Эсир мана ăнланатăр тесе шухăшлатăп. Малашне шанăçăра тӳрре кăларма тăрăшатăп, - терĕ Инна Тражукова.
 
: 631, Хаçат: 35 (1384), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: