Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ашшĕ-амăшĕнчен никам та ачи ĕçке ернине е наркотика иленнине ан куртăрччĕ. Анчах пурнăçри чăнлăх хăш-пĕришĕн урăхларах килсе тухать. Паян эпир ашшĕ-амăшне наркомана мĕнле пĕлмеллине ăнлантарса парасшăн.
Наркотик мĕнлине кура çынсем вăтамран çур çултан чиртен хăтăлайми пулса каяççĕ. Наркăмăшлă им-çампа аташма пуçланине маларах асăрхасан ачана сереперен туртса кăларма пулать.
Наркотикпа усă куракан çынна çак паллăсенчен пĕлме пулать:
- кăмăлĕ сăлтавсăрах хăвăрт улшăнать, кунне темиçе хутчен çапла пулать, шăртланать, урать*
- çывăрмалли вăхăт улшăнать. Унччен вăл каçпа çывăрнă, ирпе тăнă, кунĕпе йĕркеллĕ çӳренĕ пулсан наркотика хăнăхса пынă вăхăтра кăнтăрла аран çӳрет, çывăрма пултарать, каçпа ĕçлет*
- апат анманнипе тарăхать е пачах урăхла, виçине пĕлмесĕр çиет. Пылак нумай çиет, шыв нумай ĕçет*
- апатлану йĕрки улшăнать. Унччен ерипен çиекен халĕ кап-кап хыпма пултарать. Апат пĕçерме ӳркенет*
- пурнăç йĕрки улшăнать, унăн килте тăрас килмест*
- çĕнĕ юлташсем тупăнаççĕ, вăл сире вĕсемпе паллаштармасть*
- пичĕ шуранка, ӳт çинче пĕр-пĕр тĕвĕ е суран пулсан час тӳрленмест*
- куçĕ çуталса тăрать, куç шăрçи е сарăлса каять, е пăнчă пек пĕчĕк пулса тăрать*
- телефонпа калаçнă чухне эсир кĕрсен – калаçăва чарать, пӳлĕмре пĕччен пулма тăрăшать*
- вена, ура çинче, хул айĕнче, пĕç кăкĕнче укол тунă йĕрсем пулаççĕ*
- пӳлĕмĕнче фольга, аллергипе кĕрешмелли эмел пакечĕ, мамăк, жгут, шприцпа йĕп, хутпа е целлофанпа чĕркенĕ пĕчĕк тĕрке тата ытти япала тупма пултаратăр*
- аптечкăпа, эмелсемпе çыхăннă кĕнекесемпе кăсăкланать*
- яланах укçа кирлĕ, килтен япаласем çухалаççĕ*
- юн пусăмĕ ӳснипе, вар-хырăм пăсăлнипе аптăрать, çăварĕнчен шăршă кĕрет*
- тирпейсĕр çӳрет, шăрăх çанталăкра та вăрăм çанăллă кĕпе тăхăнать (укол йĕрĕсене çынсем ан курччăр тесе).
Аслисен пурне те асăрхамалла. Енчен те çӳлерех çырнинчен темиçе паллине хăвăр ачăрта асăрхарăр пулсан тӳрех вăл наркоман пулнине пĕлтермест. Çапах та ачана малашне тимлĕрех сăнамалла.
 
: 544, Хаçат: 35 (1384), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: